Хулара
![]() Шупашкар администрацийӗ тунӑ сӑн Шупашкара нумаях пулмасть 68 ҫӗнӗ троллейбус илсе килни пирки пӗлтернӗччӗ. Хальлӗхе вӗсенчен 10-шӗ ҫеҫ маршрут ҫине тухнӑ. Ыттисем хӑҫан ҫула тухӗҫ? Шупашкарти троллейбус управленийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев пӗлтернӗ тӑрӑх, троллейбуссене ака уйӑхӗн вӗҫӗччен йышӑнса пӗтерӗҫ, ҫу уйӑхӗн пӗрремӗш декадинче вӗсем маршрут ҫине тухӗҫ. Палӑртмалла: юлашки вӑхӑтра троллейбуссем тӑтӑшрах ҫӳреме пуҫланӑ, ҫавна май пассажирсем те нумайланнӑ. Уйрӑмах ҫакӑ 22-мӗш, 11-мӗш, 6-мӗш троллейбуссенче палӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() nerulife.ru сайтри сӑн Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарти Мир проспектӗнчи 6-мӗш ҫуртран ача ӳкни пирки, ӑна ҫав вӑхӑтра ҫывӑхра пулнӑ ҫын алли ҫине тытни ҫинчен сайтра пӗлтернӗччӗ.. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ачан амӑшӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑм 27 ҫулта. Ун тӗлӗшпе малтан амӑшӗн тивӗҫӗсене йӗркеллӗ пурнӑҫламнашӑн протокол ҫырнӑ. Ача ӳкнӗ вӑхӑтра вӑл ҫырӑнмасӑр пурӑнакан упӑшкипе пӗрле хӑнара пулнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Аса илтерер: ача 5-мӗш хутран арҫын алли ҫине, унтан ҫӗр ҫине ӳкнӗ. Вӑл вӑйлах суранланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Ачана реанимацирен ахаль палатӑна куҫарнӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Шупашкарта арҫын пысӑк вольтлӑ юпа ҫине хӑпарса ларнӑ та тем пек ӳкӗтлесен те анма килӗшмен. Вырӑна ҫӑлавҫӑсен ҫитме тивнӗ. Ку паян, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, пулнӑ. Трактор тӑвакансен проспектӗнчи ҫул ҫавринчен инҫех мар вырнаҫнӑ пысӑк вольтлӑ юпа ҫине арҫын хӑпарса кайнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем кун пирки «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ. Халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын 60 ҫулсенчи пек курӑннӑ. Вырӑна ҫӑлавҫӑсем, васкавлӑ медпулӑшу, полици ҫитнӗ. Арҫыннӑн пӗлӗшӗсем ӑна анма ӳкӗтленӗ. Анчах лешӗ хӑнк та туман. Ҫӑлавҫӑсем ӑна антарса полицие панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Эльвира Петрова архивӗнчи сӑн Шупашкарта пурӑнакан 34 ҫулти хӗрарӑм ӗҫе тухса кайнӑ та киле таврӑнман. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет. Ӑна шыраҫҫӗ. Петрова Эльвира Владимировна ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ирхине ӗҫе тухса кайнӑ. Ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче унӑн упӑшки пулнӑ арҫын вӑл ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Хӗрарӑма Соловьева тата Щукина хушаматсемпе те пӗлеҫҫӗ. Эльвира 162 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам кӗлеткеллӗ. Куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫӗ хура, мелировани тунӑ. Килтен кайнӑ чухне хура куртка, сӑрӑ е хура шӑлавар, шурӑ кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Ун пирки мӗн те пулин пӗлекенсене полицие шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Росгварди тата полици ӗҫченӗсем секспритон ӗҫӗ-хӗлне чарса лартнӑ. Организаци «Спа-отель» тесе ӗҫленӗ. Чӑннипе вара унта арҫынсем хӗрарӑмпа киленме килнӗ. 47 ҫулти хӗрарӑм бизнеса унчченхи хуҫисенчен туяннӑ. Лешсене виҫӗ ҫул каялла йӗрке хуралҫисем тытнӑ. Ҫӗнӗ хуҫа Шупашкарӑн тӗп урамӗнчех 2019 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче клиентсене йышӑнма тытӑннӑ. Салонра 7 хӗр ӗҫленӗ. Йӗрке хуралҫисем килнӗ чухне унта 5 хӗр пулнӑ. Арҫынсем салона малтан ҫырӑнсан ҫеҫ лекейнӗ. Спа-отель хӑйне халӑх тетелӗсенче рекламӑланӑ, визиткӑсем пулнӑ, хӑйӗн сайчӗ ӗҫленӗ. Отельте управляющи пулнӑ, вӑл хӗрсене ӗҫе илӗртнӗ, вырнаҫтарнӑ. Халӗ отель хуҫине килти ареста лартнӑ. Унӑн виҫӗ пулӑшуҫи те явап тытӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() geekville.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ултавҫӑсене 2 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Кун пирки вӑл ӗнер полицие пырса каласа кӑтартнӑ. 60 ҫулти хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне хӗр шӑнкӑравланӑ, вӑл банк ӗҫченӗ имӗш. Хайхискер ун ячӗпе такам кредит илнине ӗнентернӗ. Ҫапла тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм патне тӑтӑшах шӑнкӑравлама, мӗнле операцисем тумаллине ӑнлантарма тытӑннӑ. Хайхискер вӗсем каланине туса пынӑ, банкомат патне пырса кредит илнӗ 2 миллион тенке лешсем каланӑ номерсем ҫине куҫарса панӑ. Улталани пирки вӑл ҫӗрле ҫеҫ ӑнланнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() goods.ru сайтри сӑн Ҫӑлавҫӑсем ҫӗвӗ машини йӗппипе пӳрнине тӑрӑнтарнӑ ачана ҫӑлма килнӗ. Вӑл унтан хӑй тӗллӗн хӑтӑлайман. Ашшӗ-амӑшӗ ҫӑлав службине шӑнкӑравласа пулӑшу ыйтнӑ. Шӑнкӑрав ӗнер 15 сехет те 28 минутра килнӗ. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул ҫитмен хӗрӗн пӳрнине ҫӗвӗ машинин йӗппи шӑтарнӑ. Ача хӑй ӑна кӑларайман, мӗншӗн тесен унан алли унта хӗсӗнсе ларнӑ. Ҫӑлаҫӑсем Трактор тӑвакансен проспектӗнчи ҫурта ҫийӗнчех ҫитнӗ. Вӗсем ҫӗвӗ машинине сӳтнӗ те ачан аллине кӑларнӑ. Кайран ачана тухтӑрсем патне ӑсатнӑ. Вӗсем йӗпе кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() smartik.ru сайтри сӑн Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарти нумай ачаллӑ ҫемьере чутах пысӑк инкек пулман. Вӗсем сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Ҫемье Кӗремечке урамӗнче пурӑнать. Ашшӗ-амӑшӗ тата виҫӗ ачи харпӑр ҫуртра сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Ачасене пульницӑна илсе кайнӑ. Аслисем те Васкавлӑ медпулӑшу пульницин токсикологи уйрӑмӗнче выртаҫҫӗ. Вӗсен сывлӑхӗ питех йывӑр мар. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗтӗм тухмалли вырӑн хупланса ларнӑ. Ҫавна май килте газ пухӑннӑ. Хальлӗхе ҫурта газ пымалла мар тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() pop-music.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан арҫын баян сутса ултавҫӑ аллине ҫакланнӑ. Кун пирки вӑл ӗнер полицие пырса пӗлтернӗ. Арҫын каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл тӗнче тетелӗнче баян сутасси пирки пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ. Ӑна туянакан ҫын часах тупӑннӑ. Хайхискер тӳрех укҫа тӳлеме шантарнӑ, каҫӑ ярса панӑ. Унпа кайсан арҫын банк карттин даннӑйӗсене ҫырнӑ. Каярахпа вӑл карточка ҫинчи укҫана тӗрӗсленӗ. Кун хыҫҫӑн тин вӑл хӑйне улталанине ӑнланнӑ. Унӑн карточки ҫинчен 7 пин ытла тенкӗ ҫухалнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Хула урамӗсенче ҫеҫ мар, пахчасенче те ҫуркунне эпир йывӑҫ вуллине шурататпӑр. Анчах кӑҫал ҫуркунне Шупашкарта вӗсене тӗкӗнмӗҫ. Ҫакӑн пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Фейсбукра пӗлтернӗ. Вӑл ҫырнӑ тӑрӑх, Варламов блогер «100 советов мэру» кӗнекере «Ҫуркунне йывӑссене шуратмалла-и? Ҫук!» — тенӗ иккен. «Кӗнекене вулатӑп та хӑш шухӑшпа килӗшетӗп, хӑшӗнпе — ҫук», — палӑртнӑ Алексей Ладыков. Йывӑҫ вуллине шуратмалла мар тенине вӑл ырласа йышӑннӑ. Йывӑҫ вуллине шуратма уйӑракан укҫана йывӑҫ-тӗм лартма уйӑрас тесе йышӑннӑ. Кун валли ҫулсерен 290 пине яхӑн тенкӗ тӑкакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.09.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |