Кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 49 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл вилнӗ упӑшкин хваттерӗнчен 18 пин тенкӗ тӑракан холодильнике такамсем вӑрлани пирки каласа кӑтартнӑ.
Вӑрӑсене часах шыраса тупнӑ. Пӳрне тата пушмак йӗрӗсем тӑрӑх ҫакна палӑртнӑ: холодильнике 32-ри тата 48 ҫулти арҫынсем йӑкӑртнӑ. Вӗсем эрех ӗҫнӗ, ҫырткаламалли шыраса вилнӗ кӳршин кладовкине кӗнӗ. Унта вара хваттер уҫҫине тупнӑ.
Хайхискерсем ют ҫын хваттерне кӗнӗ, анчах ҫимелли нимӗн те тупайман. Ҫавӑнпа вӗсем холодильнике вӑрласа сутма шутланӑ. Ӑна ломбарда илсе кайма такси те чӗннӗ. Водитель ҫул ҫинче пынӑ чухне холодильнике 3 пинпе илме килӗшнӗ.
Халӗ вӑрланӑ япалана тупнӑ ӗнтӗ.