Ҫӗнӗ Шупашкарта икӗ ҫӳп-ҫап контейнерӗ, ача-пӑча каруҫҫелӗ ҫухалнӑ. Ӑҫта кайса кӗнӗ вӗсем? Хулара пурӑнакан ҫын вӑрласа тимӗр-тӑмӑра кайса панӑ иккен.
Ҫурт-йӗр юлташлӑхӗ 1-мӗш май урамӗнчи 27-мӗш ҫурт картишӗнче ҫӳп-ҫап контейнерӗсем, каруҫҫельсем ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Вӗсем ҫак япаласене кам тиесе тухса кайнине те каланӑ, машина номерне пӗлтернӗ. Ҫав арҫын 55 пин тенкӗлӗх пурлӑх вӑрласа кайнӑ.
Арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнаканскер, 56 ҫулта, унччен судпа темиҫе хутчен айӑпланнӑскер. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.