Хулара
![]() izh.kp.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи К. Маркс урамӗнче пурӑнакан пӗр мӑшӑр эрех ӗҫме, сыпса лартсан шавлама юратнӑ. Кӳрши тарӑхса ҫитнӗ курӑнать — йӗрке хуралҫисене евитленӗ. Ҫакӑншӑн лешсем хытах кӳренсе лартнӑ, тавӑрма шухӑшланӑ. 46 тата 40 ҫулти упӑшкипе арӑмӗ полицие пӗлтерекене нумай хваттерлӗ ҫурт домофонӗ витӗр тата кил хуҫин хваттер алӑкӗ патне пырса усал сӑмах каласа вӑрҫнӑ. Кил хуҫи арҫынни ҫухалса кайман — диктофон ҫине ҫырса илнӗ. Кайран арҫын прокуратурӑран пулӑшу ыйтнӑ. Прокуратура тӗрӗслевӗ тӑрӑх арӑмӗпе упӑшки тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, суд вӗсене 3-шер пин тенкӗшер штраф хурса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ирхи 2 сехет те 27 минут та 20 ҫеккунтра «Байконур» космодромран чӑваш элемӗллӗ ракета тӗнче уҫлӑхне ҫӗкленнине эпир ҫав кунах пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: «Союз-2» ракета-носитель тиев турттаракан «Прогресс МС-17» транспорт космос карапӗпе тӗнче уҫлӑхне хӑпарнӑ. Ракета ҫине Чӑваш Ен элемне тата Совет Союзӗн икӗ хут Геройне Андриян Николаева ӳкерсе хунӑ. Шупашкар хулин кунӗ тӗлне вара республикӑн тӗп хулинче ракетӑн копине вырнаҫтарнӑ. Пилӗк метрлӑ тӑршшӗ, вӗрсе карӑнтарса тунӑ «Союз-2» ракетӑна Николаев ячӗллӗ паркра вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ирина тата Евгений мӑшӑрлану керменне чаплӑ машинӑпа мар, урӑх транспортпа килнӗ. Вӗсем тусӗсемпе пӗрле мотоцикл ҫине ларса хут уйӑрттарма ҫитнӗ. Кун пирки Шупашкарти Мускав районӗн администрацийӗ пӗлтерет. Хӑйне евӗр туй ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пулнӑ. Иринӑпа Евгений мӑшӑрлану керменне кӗрсе хут уйӑрттарнӑ та шлем тӑхӑнса уява малалла паллӑ тума мотоциклпа вӗҫтернӗ. Тусӗсем те вӗсем хыҫҫӑнах мотоциклпа кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() news.myseldon.com сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм прокуратурӑна ҫӑхав ҫырнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, унӑн 9 ҫулти хӗрне Хулари 1-мӗш ача-пӑча клиника пульницин поликлиникинче эмел вӑхӑтра паман. Ачана «Пульмозим» илмешкӗн рецепт вӑхӑтра ҫырса паман. Ҫавӑн пекех ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ӑна питӗ кирлӗ препарата – «Урсофальк» ятлӑскере – памашкӑн заявка тӑратман. Прокуратура пульницӑн тӗп тухтӑрӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Халӗ ҫитменлӗхсене пӗтернӗ, ачана кирлӗ эмелсемпе тивӗҫтернӗ, айӑплӑ ҫынна явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() rv-ryazan.ru сайтри сӑн Юрату мӗн патне илсе ҫитерет? Ӑна пула укҫасӑр кӑна мар, акцисемсер те тӑрса юлма пулать. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пурӑнакан 52 ҫулти арҫын Мускав хӗрарӑмӗпе кӑрлач уйӑхӗнче паллашнӑ. Арҫын каланӑ тӑрӑх, вӗсем пӗр-пӗрне питӗ шаннӑ. Вӑл хӗрарӑма пӗрре мар кивҫен панӑ. Арҫын пӗтӗмпе ӑна 1 миллион та 300 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ. Кун валли вӑл пысӑк предприятири акцисене те сутнӑ. Хӗрарӑм Шупашкара таврӑнсан парӑма татма шантарнӑ. Анчах кӗҫех вӑл телефона тытма пӑрахнӑ. Ҫапла арҫын шӑнман пӑр ҫинче ларса юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() kurieronline.ru сайтри сӑн Ҫак кунсенче Шупашкарти «Рябинка» микрорайонта ҫынсем арҫын ача тӗлӗшпе ясар шухӑшне пурнӑҫлама тӑнине курнӑ. Кун хыҫҫӑнах ӑна тытса чарнӑ. Педофил тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кунсӑр пуҫне следователь ыйтнипе следстви вӑхӑтӗнче ирӗксӗр хӑварнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Шупашкарта унашкал тӗслӗхсем татах та пулнӑччӗ. Ҫавӑнпа ашшӗ-амӑшӗн асӑрханмалла, ачисене кун пирки ыйтмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян ирхи 6 сехет те 30 минут тӗлӗнче Шупашкарта троллейбус микроавтобуспа ҫапӑннӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек Энгельс тата Гагарин урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта пулса иртнӗ. Пассажирсене 15-мӗш маршрутпа турттаракан троллейбус светофор тӗлӗнче чарӑннӑ микроавтобус ҫине пырса кӗнӗ. Асӑннӑ транспорт пассажирсене Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара 234-мӗш маршрутпа турттарать. Троллейбуса руль умӗнче 27 ҫул ларакан водитель тытса пынӑ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, транспортӑн тормозӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ. Салонта 10 ҫын пулнӑ, ҫавӑн чухлех ҫын — маршрут микроавтобусӗнче. 46-64 ҫулсенчи икӗ хӗрарӑм-пассажир кӑштах суранланнӑ, вӗсем тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Водительсем иккӗшӗ те урӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() zvezdagukovo.ru сайтри сӑн Икӗ ҫамрӑк аслашшӗн /е кукашшӗн/ банк картти ҫинчен укҫа вӑрланӑ. Сахал мар – 244 пин тенкӗ. Вӗсен тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе кӗҫех Ҫӗнӗ Шупашкар хулин сучӗ пӑхса тухӗ. Хӗрпе каччӑ 15-ре тата 16-ра. Вӗсем аслашшӗн карточкине сӑн ӳкернӗ те сарӑмпа усӑ куса счет ҫинчен тепӗр карта ҫине укҫа куҫарнӑ та куҫарнӑ. Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен вӗсем 244 пин тенкӗ ытла йӑкӑртнӑ. Укҫана хӑйсем пӗлнӗ пек тӑкакланӑ. Ватӑ ҫын укҫа ҫухалнине курсан полицие кайнӑ. Вӑрӑсене часах тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта хӗрарӑм чӳречерен тухма хӑтланнӑ та аялалла персе аннӑ. Ҫакна иртер-ҫӳрен видео ӳкернӗ, кайран «Про Город» хаҫат корреспонденчӗсене панӑ. Ӗнер каҫхине Винокуров урамӗнче пӗр хӗрарӑм хваттертен чӳрече урлӑ тухма пуҫланӑ. Ӑна пӗлӗшӗ пулӑшнӑ. Халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, иккӗшӗ те урӑ пулман-тӑр. Анчах ӗҫ чутах инкекпе вӗҫленмен. Хӗрарӑм пӗлӗшӗпе аялалла персе аннӑ. Юрать-ха, ӑнӑҫлӑ ӳкнӗ. Хӗрарӑма васкавлӑ медпулӑшупа пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Хуласенчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи пӗрремӗш хутра пурӑнакансенчен хӑшӗсем хӑйсен балконӗ айне нӳхреп чавма кӑмӑллаҫҫӗ. Анчах ҫак ӗҫе пуҫӑниччен ятарлӑ службӑсенчен ирӗк илмелле. Ахальлӗн нӳхрепе сӳтме тивӗ. Шупашкарта икӗ ҫын тӗлӗшпе суд пулнӑ. Хулари Калинин район администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрремӗш хутра пурӑнакан хваттер хуҫисем хӑйсем тӗллӗн нӳхреп чавнӑ. Унта вӗсем хӑйсен балконӗнчен кӗмелле тунӑ. Никамран ирӗк илмесӗр нӳхреп тунине «Жилищный стандарт» управляющи компани асӑрханӑ. Суд икӗ хваттер тӗлӗшпе пулнӑ. Вӗсен хуҫисен нӳхрепе сӳтмелле, стена унччен епле пулнӑ, ҫавӑн пек йӗркене кӗртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.09.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |