Хулара
![]() Яндекс.дзен сайтри сӑн Кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче Шупашкарта пурӑнакан арҫын, тивӗҫлӗ канӑва тухнӑскер, ҫӗршыва лайӑхлатма пулӑшни пирки калакан рекламӑна асӑрханӑ. Вӑл ҫакна ӗненнӗ. "Аналитик" пилӗк уйӑха яхӑн ватӑ арҫынна суйса пурӑннӑ. Унӑн счечӗ ҫинче укҫа пухӑнать имӗш. Арҫын хӑй 10 пин доллар ӗҫлесе илнине ӗненнӗ. Анчах укҫана илме тӑрсан ӑна счет уҫма, унта пысӑк укҫа хума ыйтнӑ. Хӑй иккӗленсен те арҫын унта 465 пин тенкӗ куҫарнӑ. Анчах кайран хӑйех полицие пырса ултавҫӑ аллине лекни пирки заявлени ҫырнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |