Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.0 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Кӳршӗре

Кӳршӗре

Иртнӗ эрнере Тутарстан президенчӗ ҫумӗнчи нацисемпе тӗнчем хушшинчи ҫыхӑнусен канашӗ иртнӗ. Унта патшалӑх канашлуҫи Минтимер Шаймиев кӳршӗсен вӗренӳпе ӑслӑлӑх министр ҫумне Андрей Поминова ятласа илнӗ — лешӗ хӑйӗн хӑтлавӗнче Тутарстана республика мар, «регион» тесе палӑртнӑ.

Пухӑннисем умӗнче Андрей Поминов «Нумай нациллӗ Раҫҫей — нумай нациллӗ Тутарстан» вӗренӳ проектне хӑтланӑ. Унти пӗр тема вара «Тутарстан — нумай нациллӗ регион» ятлӑ пулнӑ. Шӑп ҫавӑ маларах Тутарстан президенчӗн вырӑнне йышӑннӑ Шаймиева килӗшмен те.

— Ку вӑл Конституцине пӑсни! РФ Конституцийӗ тӑрӑх Тутарстан республика пулать. Эсир вара «регион» ҫыратӑр. Ку хисеп ҫуккине кӑтартать, унпала эпир вара вӗренекенсем патне каятпӑр, — тенӗ Минтимер.

Патшалӑх канашлуҫин сӑмахне Рустам Минниханов та ырланӑ, Раҫҫей федеративлӑ патшалӑх пулни пирки аса илтернӗ. «Ҫакнашкал ыйтусене асӑрхамаллах», — систернӗ чиновника республика президенчӗ.

 

Кӳршӗре Владимир Ермолаев «Симбирск бройлерӗ» предприятире
Владимир Ермолаев «Симбирск бройлерӗ» предприятире

Чӗмпӗр облаҫӗнчи «Симбирск бройлерӗ» чӑх-чӗп хапрӑкӗ йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ. Унти ял хуҫалӑх предприятийӗ пирки мӗншӗн Чӑвашра сӑмах пуҫарни пирки каласан, маларах асӑннӑ ҫав хапрӑка пирӗн тӑрӑхри пуян, Владимир Ермолаев, туянни пирки палӑртмалла.

Аса илтеретпӗр, «Юрма» агрохолдинг ертӳҫи Владимир Ермолаев Шупашкарти чӑлхапа трикотаж хапрӑкне, Етӗрнери тата Муркашри кирпӗч савучӗсене, «СУОР» предприятие, 21-мӗш телеканала тытса тӑни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

Чӑвашри пуян туяннӑ Чӗмпӗр облаҫӗнчи хапрӑк хальлӗхе ӗҫлесе кайман-мӗн. Унта нумаях пулмасть 18 уйӑхлӑха тулаш управленийӗ туса хунӑ. «Рупор 73» агентство хапрӑкри ӗҫ-хӗле питӗ начар тесе хакланине пӑшӑрханса пӗлтернӗ.

 

Кӳршӗре Сергей Гапликов
Сергей Гапликов

Паян Владимир Путин Коми Республикин Пуҫлӑхне шанӑҫа ҫухатнӑ тесе ӗҫрен хӑтарнӑ. Ун вырӑнне пуҫлӑх тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама «Олимпстрой» президенчӗ пулнӑ Сергей Гапликова лартнӑ.

Гапликов Сергей Анатольевич 1970 ҫулхи акан 29-мӗшӗнче Кӑркӑс ССРӗнчи Фрунзе (халь Бишкек) хулинче ҫуралнӑ. Н. Бауман ячӗллӗ Мускаври патшалӑх техника университетне, Тӗнчери хутшӑнусен Мускав патшалӑх институтне вӗренсе пӗтернӗ. 2000 ҫулта Пӗтӗм Раҫҫейри тулаш суту-илӳ академинсе экономист пӗлӗвне илнӗ. 2004–2010 ҫулсенче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн председателӗ пулнӑ. 2011 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗпе 2014 ҫулхи авӑнӑн 3-мӗшӗччен «Олимпстрой» президенчӗн вырӑнӗнче ӗҫленӗ.

Унччен Коми Республикине ертсе пынӑ Вячеслав Гайзера авӑнӑн 13-мӗшӗнче тытса чарнӑ. Тӗпчевҫӗсен шухӑшӗпе вӑл ушкӑнпа кавар туса патшалӑх укҫине нумай вӑрланӑ. Пӗтӗмӗшле сиенӗ 1,1 миллиард тенкӗ таран пулма пултарать теҫҫӗ.

 

Кӳршӗре

Тутар Республикин Вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерстви Ҫӳлту районӗнче «Кӑвайт» (Костер) ача-пӑчан сывлӑхпа вӗренӳ центрӗнче тӗрлӗ халӑх ачисем валли кану сменисем йӗркеленӗ. Чӑваш шкулӗсенче вӗренекенсем те пӗр эрне хырлӑх вӑрманӗнче каннӑ. «Канса савӑннисӗр пуҫне вӗсем кунта тӑван культурӑпа чӗлхине те тарӑнрах вӗренчӗҫ», — тесе пӗлтерет кун пирки Светлана Салдыкова.

19 районтан килнӗ 68 чӑваш ачипе уйхлӑхра Анат Камӑри 34-мӗш гимнази вӗрентекенӗсем ӗҫленӗ. Татьяна Леонтьевӑпа Люд­мила Ильгузина аслӑ категориллӗ педагогсем тата ӳнер искусствине вӗрентекен Марина Чугайнова эрне тӑршшӗпе ачасемпе чӑваш чӗлхипе литературин уро­кӗсене, маҫтӑр-классем, тӗрлӗ тестпа тренинг ирттернӗ. Вӗсем ачасем хӑйсен пул­тарулӑхӗпе, тавракурӑмӗпе савӑнтарнине, тӑван чӗлхене, юрра-ташша, наци культурине лайӑх пӗлнипе палӑрнӑ. Чӑн та, уйлӑхра чӑ­ваш чӗлхипе литература олимпиадисенче палӑрнӑ ачасем каннӑ.

Пултаруллӑ ачасем валли пӗлтӗр Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушки ялӗнче кану йӗркеленӗ. Чӑваш ачисем валли ятарласа уйхлӑх уҫнӑ ун чух.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/cv/achasene-kileshne
 

Кӳршӗре

Нумаях пулмасть Тутарстанри Ҫӗпрел районӗ 85 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Юлашки ҫулсенче район Тутарстан танлаштарӑмӗнче кайра пулнӑ. Халӗ вара вӑл рейтингра ҫӳлелле ҫӗкленнӗ.

Район центрӗ самаях улшӑннӑ. Социаллӑ объектсен йышӗ ӳссех пырать. Унта ача пахчисем, культура учрежденийӗсем, суту-илӳ центрӗсем, ытти объектсем уҫӑлаҫҫӗ. Унччен шурлӑхлӑ вырӑн пулнӑ ҫӗрте парксем ешереҫҫӗ. Унта ҫамрӑксем пӗрлешнине паллӑ тӑваҫҫӗ. Тутарсемпе чӑвашсем ҫемье ҫавӑрсан унта уҫӑлма пыраҫҫӗ.

Уява паллӑ тума районтан тухнӑ ҫынсем чылаййӑн пухӑннӑ. Хӑнасем валли ятарласа экскурсисем йӗркеленӗ. Вӗсем паттӑрсен палӑкӗ умне чечек хунӑ хыҫҫӑн районпа паллашнӑ.

Районта нефть те, ҫутҫанталӑк газӗ те кӑлармаҫҫӗ. Вӑл ял хуҫалӑх тытӑмӗпе аталанма тӑрӑшать. Инвесторсене илӗртме тӑрӑшаҫҫӗ вӗсем. Вӗсем валли меллӗ условисем туса панӑ ӗнтӗ.

Ҫапла, районта ҫынсене пурӑнмалли условисем пур. Ҫавӑнпа халӑх уявра тулли кӑмӑлпа савӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://suvar.su/6099.html
 

Кӳршӗре

Пирӗн республикӑпа кӳршӗллӗ Чӗмпӗр хулинче инкеклӗ лару-тӑру сиксе тухнӑ. Унта 90 ҫулхи ватта шалтан питӗрсе хунӑ. Мучи хӑй тӗллӗн ҫӳрейменскер пулнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ ҫитменнине 1-мӗш ушкӑн инваличӗ шутланнӑ.

Ашшӗне пӑхма хӗрӗ пынӑ та алӑка уҫайман — ӑна шалтан питӗрсе хунӑ. Аптӑранӑ хӗрарӑм ҫӑлавҫӑсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Лешсем пусма йӑтса пырса ҫитнӗ. Унпа вӗсем иккӗмӗш хута хӑпарнӑ, балкон витӗр хваттере кӗнӗ. Старик, Турра шӗкӗр, таса-сывах пулнӑ. Вӑл хӑйӗн пӳлӗмӗнче пӗчӗк ача пек лӑпкӑн ҫывӑрнӑ.

Хваттере шалтан питӗрекенни кушак пулнӑ. Вӑрҫӑ ветеранӗн хӗрӗ ҫӑлавҫӑсене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫак янавар алӑк тӑрӑх унччен те чакалтанма юратнӑ. Ҫавӑн пек аташнӑ вӑхӑтра тимӗр сӑвӑса куҫарса янӑ курӑнать.

 

Кӳршӗре

Кӳршӗри Тутарстанра ҫурлан 12-мӗшӗнче виҫӗ хура тӗп туни пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Россельхознадзор вара вӑл инспектора выговор тунӑ — кӳрсе килме юраман хурсене вӑл тӗрӗс мар юрӑхсӑрлатнӑ. Ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх хурсене тракторпа таптамалла пулман, вӗсене ҫунтарса ямалла пулнӑ. Аш таврашне тӗрлӗ чир-чӗр ан сарӑлтӑр тесене ҫулӑмпа пӗтерме хушаҫҫӗ.

«Калӑпӑшӗ пысӑках мар, пурӗ те виҫӗ хур. Пӗтӗм йывӑрӑшӗ 10 килограмм. Унти каяш купи валли вара ку тинӗсри тумлам евӗрех. Енчен те калӑпӑшӗ пысӑк пулсан чир-чӗр ерес хӑрушлӑх пур», — тенӗ Россельхознадзорӑн Тутарстанри управлени ертӳҫин ҫумми Евгений Иванов.

Сӑмах май Тутарстанра нумай пулмасть кӳрсе килме юраман 2 килограмм помидор тупнӑ. Вӗсене вара — ҫунтарса янӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://govoritmoskva.ru/news/49007/
 

Кӳршӗре

Ҫак вӑхӑтра тӳре-шара Раҫҫей йышӑннӑ апат-ҫимӗҫ эмбаргине лекекен тавара пӗтерессипе ӗҫлет. Ак, кӳршӗлле Тутарстанра та Владимир Путин иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче алӑ пуснӑ хушӑва пурнӑҫа кӗртес тесе ҫурлан 12-мӗшӗнче Апасри «Алсу» пӗчӗк лавккара Венгрире туса кӑларнӑ виҫӗ хур тушкине тупса палӑртнӑ. Белгород облаҫӗнче кӳрсе килме чарнӑ апат-ҫимӗҫе тонни-тоннипех палӑртаҫҫӗ пулсан чикӗрен инҫерех вырнаҫнӑ Тутарстанра патшалӑх ертӳҫин хушӑвне пурнӑҫлама ҫак виҫӗ пакетри хур ашӗ те ҫитнӗ.

Тутарстан тӳри-шари инҫетри хур ашне гусиницӑллӑ тракторпа таптанӑ. Апата юрӑхлӑ ан пултӑр тесе хурҫӑ ут вӗсем урлӑ пӗрре мар каҫса кайнӑ. Ҫапла асап кӑтартнӑ хыҫҫӑн трактор Венгри хурӗсене ҫӗрпе хупланӑ. Ку ӗҫе тӳре-шара пунеттейсене явӑҫтарса акт ҫырса ирттернӗ, видео ҫине ӳкернӗ.

 

Кӳршӗре

Мӑкшӑ Республикинче Екатеринбург – Адлер пуйӑс вакунӗсем ральсран тухса кайнӑ. Инкеклӗ ӗҫсен министерстви хыпарланӑ тӑрӑх пӗр ҫын аманнӑ — вӑл аллине хуҫнӑ.

Пуйӑс пӑтӑрмаха 11 сехетре Рузаевка патӗнче лекнӗ. Рельсран 4 вакун тухса кайнӑ, вӗсенчен иккӗшӗ вара тӳнсех кайнӑ. РЖД палӑртнӑ тӑрӑх электроэнерги линийӗсем тата рельссем сиенленмен.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх пӑтӑрмах вырӑнӗнче чукун ҫул ҫинчи крепленисене йӑкӑртнӑ. Инкек сӑлтавӗ ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ.

 

Кӳршӗре

Утӑн 21-мӗшӗнче Раҫҫейри 30 ытла купӑсҫӑ, 35 солистпа ушкӑн Тутарстанри Аксу районӗнчи Енорускино ялне пухӑннӑ. Унта «Выля, хуткупӑс! Республика фестивалӗ 6-мӗш хут иртнӗ.

Фестивале Самар, Мурманск, Нурлат, Лениногорск, Элмет, Чистай, Ҫарӑмсан, Елабуга тӑрӑхӗнчен артистсем тата Чӑваш Енрен эстрада ҫӑлтӑрӗсем килнӗ.

Константин Яковлев пурне те уяв ячӗпе саламланӑ. Ку фестиваль йӑла-йӗркене упрама май панине палӑртнӑ. фестивале килнисене Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов та саламланӑ.

Фестиваль туй йӑли-йӗркине кӑтартнипе пуҫланнӑ. Чӑвашсен туйпа ҫынна пытарни этемӗн пурнӑҫӗнчи чи пӗлтерӗшли тесе шутланӑ. Унтах такмак каланӑ, калӑм, ашшӗ-амӑшӗ пит панине туса кӑтартнӑ.

Нурлатри Василий Абрамов чи лайах купӑсҫӑ ятне тивӗҫнӗ. Самарти Виктор Натаров иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Лениногорскри Николай Гришин виҫҫӗмӗш пулнӑ.

Фестиваль Тутарстанри ЧНКн председателӗн Константин Яковлевӑн ҫуралнӑ кунӗпе пӗр килнӗ. Вӑл ҫавӑн чухне 50 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/423.html
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, [11], 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.03.2020 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сире ансатах мар вăхăт кĕтет, анчах эрне вĕçĕнче бонкс пулĕ. Пулăшу кирлĕ тĕк туссенчен мар, çемьерен ыйтăр. Çитес вăхăтра тума палăртнă хăш-пĕр план пурнăçланмĕ. Каярах анланатăр: ку лайăха кăна.

Пуш, 30

1971
49
Михайлов Максим Дормидонтович, опера юрӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Маншӑн ҫавах
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org