Сывлӑх
![]() gp17tmn.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи пӗрремӗш эрнере ОРВИпе тата гриппа чирлекенсен йышӗ 4 хут пӗчӗкленнӗ, кӑшӑлвируспа вара – 3 хут. Ҫак тапхӑрта гриппа тата ОРВИпе чирленӗ 69 ҫын пульницӑна лекнӗ. 44 ҫыннӑн кашӑлвирус пулнӑ. Каникулта чирлекенсен йышӗ чакнине ҫынсем ытлах тухса ҫӳременнипе сӑлтавланӑ. Халӗ вара ачасем шкула, ача пахчине кайма пуҫланӑ, ҫавна май чирлекенсен йышӗ те ӳсме пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() vk.com/groups сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи Вӑрҫӑ ветеранӗсен госпиталӗнче тухтӑрсем Уҫӑ алӑксен кунне ирттерӗҫ. Вӑл кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнчеиртӗ. Асӑннӑ больница Шупакшарти Мускав проспектӗнчи 49-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Уҫӑ алӑксен кунӗнче эндокринологсем, уролог, оториноларинголог, гинеколог, невролог, кардиолог, хирург, офтальмолог, гастроэнтеролог йышӑнӗҫ. Унсӑр пуҫне функци диагностикин пӳлӗмӗ ӗҫлӗ. Специалистсем 8 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен йышӑнӗҫ, терапевт — 8 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен. Уҫӑ алӑксен кунне 8 (8352) 45-05-45, 8(8352) 45-07-70 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() krasivoe-foto.ru сайтри сӑн Гигиена тата эпидемиологи центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре пӗлтӗрхи 10 уйӑхра 46 ҫын коклюшпа чирленӗ, 11 уйӑхра ку кӑтарту 93-е ҫитнӗ. Патӑрьел, Муркаш, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Етӗрне муниципаллӑ округӗсенче - 1-ер ҫын, Тӑвай округӗнче, Улатӑрта тата Ҫӗмӗрлере - 2-шер ҫын, Куславкка округӗнче, Канашра - 3-шер ҫын, Шупашкар округӗнче - 6 ҫын, Ҫӗнӗ Шупашкарта - 24 ҫын, Шупашкарта 46 ҫын коклюшпа чирленӗ. Пурте -17 ҫул тултарман ачасем. Чирленисенчен 75-шӗ - коклюшран прививка туманнисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче «Шупашкар—Сурски» ҫул хӗрринче 82 ҫулти мучи транспорт кӗтсе пӗр сехет ытла тӑнӑ. Анчах пӗр машина та чарӑнман. Шӑнса кӳтнӗ мучие патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхен инспекторӗсем асӑрханӑ. Вӗсем ним пулман пек вӗҫтерсе иртсе кайман, мучи тӗлӗнче чарӑннӑ. Ватӑ ҫын чарӑнура пӗр сехет ытла тӑнине пӗлтернӗ. Пакунлисем ӑна килне леҫсе янӑ. Ватӑ ҫын вӗсене пӗтӗм чунтан тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче «Шупашкар—Сурски» автоҫул ҫинче, Пӑрачкав ҫывӑхӗнче, автобус ҫаврӑнса ӳкнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Автобусра ларса пынӑ ҫынсенчен 27-шне (вӗсем Чулхуларан) облаҫри клиника пульницине илсе кайнӑ Унсӑр пуҫне тепӗр икӗ ҫын хӑй тӗллӗн тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Аманнӑ тепӗр 24 ҫын килте сипленет. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 29 ҫын аманнӑ, ҫав шутран 13 ҫын йывӑр аманнӑ, 14-ӑн — ҫӑмӑл. 2 ҫын, Чӑваш халӑх сайчӗ ун пирки хыпарланӑччӗ ӗнтӗ, вилмеллех аманнӑ. Автобус рулӗ умӗнче пулнӑ 61 ҫулти водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нумаях пулмасть, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Шупашкар муниципаллӑ округӗнче икӗ ФАП уҫӑлнӑ. Вӗсем - Яранкассинче тата Хыркассинче. Ҫӗнӗ ФАПсенче фельдшер пӳлӗмӗ, процедура пӳлӗмӗ, эмел упрамалли пӳлӗм, санитари пӳлӗмӗ пур. Икӗ ФАПӗнче те эмел сутӗҫ. Палӑртмалла: 2023 ҫулта Шупашкар муниципаллӑ округӗнче 4 фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер Етӗрне тӑрӑхӗнче темиҫе машина ҫапӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Миҫе ҫын аманнине уҫӑмлӑн хыпарлайманччӗ. Аса илтерер: малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «ВАЗ-2111» автомобиле тытса пыракан 64 ҫулти водитель хирӗҫ пыракан ҫул ҫине тухса кайса юр тасатмалли «КамАЗ» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ. Пысӑк машина рульне тытса пынӑ 31 ҫулти арҫын инкек вӑхӑтӗнче «Renault Megane» машинӑпа пырса ҫапӑннӑ. Инкекре «ВАЗ-2111» автомобильте ларса пынӑ 69 ҫулти хӗрарӑм вилнӗ, ҫӑмӑл машинӑсенчи 7-13 ҫулсенчи 4 ача аманнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗмӗрле хулинчи поликлиника ӗҫлемест, ӑна 2025 ҫулта ҫеҫ тӗплӗн юсӗҫ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Ниолаев нумаях пулмасть ирттернӗ тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче ун патне Ҫӗмӗрле хӗрарӑмӗ шӑнкӑравланӑ, вӑл Ҫӗмӗрлери хула больници мӗншӗн ӗҫлеменнипе кӑсӑкланнӑ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче уҫӑмлатса панӑ тӑрӑх, 2-мӗш поликлиника вӑхӑтлӑха ӗҫлемест, мӗншӗн тесен ҫав ҫурта тӗплӗн юсамалла. Ӗҫе 2025 ҫулта ҫеҫ пурнӑҫлӗҫ. Унта Республикӑн ӳтпе венерологи диспансерӗн тата Республикӑн нарколог диспансерӗн диспансер уйрӑмӗсем те унта пулӗҫ. Ҫӗмӗрлере пурӑнакансен хальлӗхе хулари 1-мӗш поликлиникӑна ҫӳремелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Роспотребнадзор сайтӗнчи сӑн Иртнӗ эрнере республикӑра гриппа чирленӗ 411 ҫынна тупса палӑртнӑ. Ун умӗнхи эрнере ку хисеп 2,7 хут пӗчӗкрех пулнӑ, пӗр уйӑх каялла вара - 24 хут пӗчӗкрех. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, чирлекенсенчен ытларахӑшӗ - 17 ҫула ҫитмен ачасем. Пӗтӗмпе 290 шӑпӑрлан. Аслӑ ӳсӗмрисем вара - 121-ӗн. Ҫынсем ытларах, Шупашкарта, Канашра, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкар муниципаллӑ округӗнче чирлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Патӑрьелти пульницӑн инфекци уйрӑмне тӗплӗ юсав хыҫҫӑн уҫнӑ. Халӗ унта йӑлтах ҫӗнӗ те таса. Пандеми вӑхӑтӗнче ҫак уйрӑм ковид-госпиталь пек ӗҫленӗ. Унта 20 пациент валли вырӑн пулнӑ. Кӑҫал ҫулла вӗҫӗнче инфекци уйрӑмне тӗплӗ юсама тытӑннӑ. Пӗр хутлӑ ҫуртӑн фасадне, тӑррине, алӑкӗсене, чӳречисене, коммуникаци тытӑмне тата сантехникӑна улӑштарнӑ. Ҫак ӗҫсене «Строймашсервис» 16,9 миллион тенкӗпе пурнӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ. | ||
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |