Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енри пульницӑсене пӗрлештерни ҫынсемшӗнех лайӑх. Ҫакӑн пекрех хуравланӑ республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Лариса Тарасова тӳрӗ лини ирттернӗ вӑхӑтра.
Министр ӗнентернӗ тӑрӑх, реорганизаци хыҫҫӑн кадр ыйтӑвӗ лайӑхланать, ҫавна май ҫынсен черетре тӑма тивмӗ. Реорганизаци вӑхӑтӗнче пульницӑсене хупса пӗтермӗҫ, пӗрремӗш санитарипе медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ пулсан унччен хӑнӑхнӑ ҫӗрех каймалла, вӗсенче ҫав тухтӑрсемех ӗҫлӗҫ,
Ҫав вӑхӑтрах ансӑр текен специалистсем патне ҫӑмӑллӑн лекме май килӗ. Унччен, сӑмахран, эндокринолог, кардиолог, невролог патне хӑш-пер тӑрӑхра тепӗр пульницӑна е уйрӑм ҫын клиникине кайма тивнӗ. Е тата хальхи вӑхатри хаклӑ медицина тӗрӗслевӗ (КТ, МРТ, эксперт класлӑ ультросасӑ тӗрӗслевӗ, эндоскопи диагностики тата ытти те) витӗр пысӑках мар муниципалитетсенче те ӳлӗмрен ҫӑмӑллӑнах тухма май килӗ.
Agabazar // 9641.5.5294
2026.01.28 12:36 | |
Министăр апла калать пуль-ха-та, ху вара епле шутлан? | |
