Сывлӑх
![]() Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта тӑрӑшакансен сывлӑха тӗрӗслес тесе больница тӑрӑх ҫӳреме кирлӗ мар. Кунта сӑмах ҫулсерен тухакан медицина тӗрӗслевӗ пирки пырать. Социаллӑ учреждени Хулари 1-мӗш клиника больниципе ятарлӑ килӗшӳ унти тухтӑрсем ӗсе пырсах сывлӑха тӗрӗслеҫҫӗ. Юн тата ытти анализа та унтах илеҫҫӗ. Черетлӗ медтӗрӗслев витӗр хальхинче 159 ҫын тухӗ. Тухтӑрсен бригади учрежденире икӗ кун ӗҫлӗ. Шурӑ халатлисене йывӑр тивесрен тата социаллӑ сферӑра ӗҫлекенсене черетре тӑратасран кашни структура подразделенине вӑхӑт уйӑрса панӑ. Паянпа ыран тӗрӗслев витӗр тухманнисене ҫулла тӗрӗслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Республикӑра 70 ҫулти арҫын юр тасатма тухнӑ та хӑйне япӑх туйма пуҫланӑ. Аран сывлаканскер киле аран кӗнӗ, пӳртре икӗ кун выртнӑ, арӑмне тухтӑрсене чӗнме ирӗк паман. Арҫын шӳтлеме те тӑрӑшнӑ, лавккана та тухнӑ, анчах каялла чиперех таврӑнайман – сывлӑш ҫитми пулнӑ. Тухтӑрсен аллине лексен ӑна диагноз лартнӑ: ӳпке артерийӗнче тромб пур. Ӑна пула арҫынна сывлӑш ҫитмен. Операцире тухтӑрсем 10 сантиметр ытла тӑршшӗ тромб кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() 9111.ru сайтри сӑн Кӑҫал, кӑрлач уйӑхӗнче, республикӑра кӑшӑлвирусран вилекенсем тӑрук нумайланнӑ. Пӗр эрнере ҫак амака пула 6 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Танлаштарма: 2023 ҫул вӗҫӗнче, юлашки эрнере, 3 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Пӗлтӗрхи чӳк-раштав уйӑхӗсенче ҫак амак 13 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Раҫҫейӗпе илес тӗк, кӑрлачӑн 8-14-мӗшӗсенче 15 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарайман, кӑрлачӑн 15-21-мӗшӗсенче 141 ҫын ҫак амака пула вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑн кардиологи диспансерӗнче Чӑваш Ен ҫыннисем ҫеҫ мар, урӑх регионсемпе ют ҫӗршыв ҫыннисем те сипленеҫҫӗ. Больницӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ учрежденире ҫулсерен 8 пин ытла ҫын сипленет, 40 пин ытла пациента тӗрлӗ консультаципе пулӑшаҫҫӗ. Кардиодиспансера хальхи вӑхӑтри диагностика тата сиплев оборудованийӗпе пуянлатнӑ. 2023 ҫулта унти специалистсем урӑх регионсенчи 200 ытла ҫынна пулӑшнӑ. Вӗсен йышӗнче Мари Элти 4 ҫын, Тутарстанран — 18, Чулхула облаҫӗнчен — 24, Чӗмпӗр облаҫӗнчен — 11, Мускавпа Мускав облаҫӗнчен — 38. Камчаткӑпа Крым, Чукоткӑпа Ямал тӑрӑхӗнчен те кунта килнӗ. Унсӑр пуҫне ют ҫӗршыри 200 ытла ҫынна пулӑшнӑ: вӗсенчен 150-шне — амбулатори мелӗпе, 50 ытларах ҫынна — стационарта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти больницӑна ҫӗҫӗпе суранланса пӗтнӗ хӗрарӑма илсе ҫитернӗ. Унӑн хырӑмӗ тӗлӗнче ултӑ хутчен ҫӗҫӗпе чикни паллӑ пулнӑ. Пысӑк юн тымарӗ суранланнӑран юн шала кайнӑ. Больницӑна илсе ҫитериччен хӗрарӑм 1 литра яхӑн юн ҫухатнӑ. Унӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра пулнӑ. Ӑна тӳрех операци тунӑ. Вӑл питӗ кӑткӑс пулнӑ: шалти органсем суранланнӑ, хӗрарӑма ҫӑлма вӑхӑт сахал юлнӑ. Операци ӑнӑҫлӑ иртнӗ. Пациент икӗ кун реанимацире выртнӑ. Ҫав тапхӑрта та тухтӑрсем унӑн пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ. 10 кунран хӗрарӑма киле янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() gp17tmn.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи пӗрремӗш эрнере ОРВИпе тата гриппа чирлекенсен йышӗ 4 хут пӗчӗкленнӗ, кӑшӑлвируспа вара – 3 хут. Ҫак тапхӑрта гриппа тата ОРВИпе чирленӗ 69 ҫын пульницӑна лекнӗ. 44 ҫыннӑн кашӑлвирус пулнӑ. Каникулта чирлекенсен йышӗ чакнине ҫынсем ытлах тухса ҫӳременнипе сӑлтавланӑ. Халӗ вара ачасем шкула, ача пахчине кайма пуҫланӑ, ҫавна май чирлекенсен йышӗ те ӳсме пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() vk.com/groups сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи Вӑрҫӑ ветеранӗсен госпиталӗнче тухтӑрсем Уҫӑ алӑксен кунне ирттерӗҫ. Вӑл кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнчеиртӗ. Асӑннӑ больница Шупакшарти Мускав проспектӗнчи 49-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Уҫӑ алӑксен кунӗнче эндокринологсем, уролог, оториноларинголог, гинеколог, невролог, кардиолог, хирург, офтальмолог, гастроэнтеролог йышӑнӗҫ. Унсӑр пуҫне функци диагностикин пӳлӗмӗ ӗҫлӗ. Специалистсем 8 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен йышӑнӗҫ, терапевт — 8 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен. Уҫӑ алӑксен кунне 8 (8352) 45-05-45, 8(8352) 45-07-70 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() krasivoe-foto.ru сайтри сӑн Гигиена тата эпидемиологи центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре пӗлтӗрхи 10 уйӑхра 46 ҫын коклюшпа чирленӗ, 11 уйӑхра ку кӑтарту 93-е ҫитнӗ. Патӑрьел, Муркаш, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Етӗрне муниципаллӑ округӗсенче - 1-ер ҫын, Тӑвай округӗнче, Улатӑрта тата Ҫӗмӗрлере - 2-шер ҫын, Куславкка округӗнче, Канашра - 3-шер ҫын, Шупашкар округӗнче - 6 ҫын, Ҫӗнӗ Шупашкарта - 24 ҫын, Шупашкарта 46 ҫын коклюшпа чирленӗ. Пурте -17 ҫул тултарман ачасем. Чирленисенчен 75-шӗ - коклюшран прививка туманнисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче «Шупашкар—Сурски» ҫул хӗрринче 82 ҫулти мучи транспорт кӗтсе пӗр сехет ытла тӑнӑ. Анчах пӗр машина та чарӑнман. Шӑнса кӳтнӗ мучие патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхен инспекторӗсем асӑрханӑ. Вӗсем ним пулман пек вӗҫтерсе иртсе кайман, мучи тӗлӗнче чарӑннӑ. Ватӑ ҫын чарӑнура пӗр сехет ытла тӑнине пӗлтернӗ. Пакунлисем ӑна килне леҫсе янӑ. Ватӑ ҫын вӗсене пӗтӗм чунтан тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче «Шупашкар—Сурски» автоҫул ҫинче, Пӑрачкав ҫывӑхӗнче, автобус ҫаврӑнса ӳкнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Автобусра ларса пынӑ ҫынсенчен 27-шне (вӗсем Чулхуларан) облаҫри клиника пульницине илсе кайнӑ Унсӑр пуҫне тепӗр икӗ ҫын хӑй тӗллӗн тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Аманнӑ тепӗр 24 ҫын килте сипленет. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 29 ҫын аманнӑ, ҫав шутран 13 ҫын йывӑр аманнӑ, 14-ӑн — ҫӑмӑл. 2 ҫын, Чӑваш халӑх сайчӗ ун пирки хыпарланӑччӗ ӗнтӗ, вилмеллех аманнӑ. Автобус рулӗ умӗнче пулнӑ 61 ҫулти водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |