|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Хальхи вӑхӑтри технологисем пурнӑҫа ҫӑмӑллатнине эпир хӑнӑхрӑмӑр ӗнтӗ. Тухтӑрсем те пурнӑҫпа тан пыраҫҫӗ. Телемедицина пулӑшнипе вӗсем пысӑкрах шайри клиникӑсенче ӗҫлекен пултаруллӑрах специалистсемпе канашлаҫҫӗ. Кун пек ҫыхӑну кардиологинче уйрӑмах пӗлтерешлӗ, чӗрепе чирлӗ ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварассинче кашни минучӗ пӗлтерӗшлӗ тесе пӗлтерет республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви. Республикӑн кардиологи диспансерӗн спцеиалисчӗсем кӑҫалхи ултӑ уйӑхра регионти медицина организаицийӗсене сӗнӳ-канашпа 2455 хутчен пулӑшнӑ. Ку вӑл пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 26 процент нумайрах. Чылай чухне вырӑнти тухтӑрсем васкавлӑ пулӑшу кирлӗ самантсенче канашлаҫҫӗ. Мӗнпур консультацирен шӑпах ҫурри - ун пекки. «Телемедицина – ҫӗнӗ тренд ҫеҫ мар, вӑл ҫын пурнӑҫне чӑннипех те ҫӑлса хӑварма пултаракан инструмент», - палӑртнӑ Республикӑн кардиодиспансерӗн тӗп врачӗн ҫумӗ Александра Дубова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() catarakta.ru сайтри сӑн Ыран, ҫӗртме уйахӗн 28-мӗшӗнче, Республикӑри офтальмологи клиника пульницинче куҫ ҫивӗчлӗхне тӳлевсӗр тӗрӗслеме пулать. Тухтӑрсем ирхи 8 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен аслисене те, ачасене те куҫ сывлӑхӗ пирки консультаци параҫҫӗ. Малтан ҫырӑнмалла. Регистратура телефонӗ: (8352) 51-36-54. Ҫак адреспа пымалла: Шупашкар хули, Ашмарин урамӗ, 85-мӗш ҫурт. Ҫумра паспорт, СНИЛС тата полис пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() www.cap.ru/ сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри санаторисемпе тата курортсемпе паллашма аякри регионсенчи хӑнасем килӗс. Инҫе ҫула ҫывӑхлатса пирӗн патӑмӑра Иркутск, Тӗмен, Курган облаҫӗсенчен, Ханты-Манси автономи округӗнчен тата Ямалтан килсе ҫитӗҫ. Хӑнасем пирӗн патра ҫу уйӑхӗн 1-2-мӗшӗсенче пулӗҫ. Делегатсем - асӑннӑ регионсенчи пысӑк производствӑсенче ӗҫлекенсем тата профсоюз хастарӗсем. Икӗ кун хушшинче вӗсем Чаваш Енри санаторисемпе паллашӗҫ, номерсене кӗрсе курӗс, медицина бази тата сывлӑх программисем пирки пӗлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрнар тарӑхӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 54-ри арҫынна пӗр кунхине япах пулса кайнӑ. Унӑн сылтам аллипе ури итлесшӗн пулман, чӗлхи ҫыхланма тытӑннӑ, пуҫӗ кӑштах ыратнӑ. Кил хушшинче ӗҫлекенскер мӗнпур вӑйне пухса килне кӗнӗ те тӑванне васкавлӑ пулӑшу чӗнме ыйтнӑ. Арҫыннӑн ун пекки темиҫе ҫул каялла пулнӑ иккен. Вӑрнартан килсе ҫитнӗ васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсем ӑна Ҫӗмӗрлери медицина центрне илсе ҫитернӗ, унти тухтӑр Шупашкара ӑсатма йышӑннӑ. Ҫавӑн валли вертолёт чӗнсе илнӗ. Инсульт пулнӑ арҫынна Республикӑри клиника пульницин тухтӑрӗсем пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре электрокардиограммӑна искусство интеллекчӗ тишкерме пуҫлӗ. Ҫӗнӗлӗхе ӗҫлеттерсе ярас ӗмӗтлине республикӑн вице-премьерӗ Владимир Степанов Пӗтӗм тӗнчери «ОргЗдрав – 2025» XIII конгресра тухса калаҫнӑ чухне палӑртса хаварнӑ. Мускавра ҫӗртме уйӑхӗн 9-10-мӗшӗсенче иртекен мероприятие ҫӗршыври сывлӑх сыхлавӗн отраслӗнче тӑрӑшакансем пуҫтарӑннӑ. Кӑҫалхи конгресӑн теми — «Тренды российского здравоохранения сквозь призму специальностей и новых технологий». Чӑваш Ен пирки каласан, пирӗн регион сывлӑх сыхлав отрасле цифровизаци енчен малта пыракан регионсен йышӗнче-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Раҫҫей кунӗ тӗлӗнчи канмалли кунсенче сывлӑх сыхлав учрежеднийӗсем епле ӗҫлесси паллӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗ кӗске ӗҫ кунӗ пулӗ, ҫав шутра тухтӑрсен те. Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пульницӑсем (стационарсӑр тата васкавлӑ пулӑшу паракан тухтӑрсемсӗр пуҫне) канӗҫ. Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче шӑматкунхи графикпа ӗҫлӗҫ. Ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче канӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри тухтӑрсем Алла Пугачевӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Вӑл чутах эндокардита пула вилмен. 41 ҫулти Аллӑна Улатӑртан санавиаципе илсе килнӗ. Малтан унӑн ӳт температури хӑпарнӑ, апат анма пӑрахнӑ, ӳчӗ кӑвакарнӑ, вӑйӗ пӗтнӗ. Ӑна вертолетпа Республикӑри кардиологи диспансерне илсе ҫитернӗ. Унти хирургсем кӑткӑс операци тунӑ. «Ылтӑн алӑллӑ тухтӑрсене тав. Манӑн икӗ ача. Халӗ каллех вӗсемпе пулайӑп», – тенӗ Алла Пугачева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче физкультурӑпа сывлӑх комплексӗ ҫӗклеҫҫӗ. Вырӑнти администрацире пӗлтернӗ тӑрӑх, строительство графикпа килӗшӳллӗн пулса пырать. Ӗҫе пурнӑҫлаканни «Строитель ПЛЮС» организаци. Халӗ унта никӗс яма тытӑнасшӑн. Физкультурӑпа сывлӑх комплексӗ 2987 тӑваткал метр лаптӑкӗш пулӗ. Проектпа пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, унта тренажер, фитнес, аэробика залӗсем, универсаллӑ вӑйӑ залӗ тата ытти пулӗ. ФОКа 2026 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче туса пӗтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Каҫал тӑрӑхӗнче ватӑ ҫынсене ялти тухтӑр урама утма илсе тухнӑ. Комсомольски муниципаллӑ округӗнчи Кайнлӑк ялӗнчи фельдшерпа акушер пункчӗн заведующийӗ Инна Алякина «Хастар вӑрӑм ӗмӗр» шкул йӗркеленӗ. Ҫавна май вӑл ял ҫыннисене скандинави мелӗпе утма тухма хавхалантарать. Фельдшер ҫынсене икӗ алла пӗрер туя тытса утни чӗрепе юн тымарӗсен тытӑмне лайӑхрах ӗҫлеттернине, мышцӑсене ҫирӗплетнине каласа кӑтартать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() yaltch.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗҫе кайсан е профессие пула шар курнӑ ҫынсем Чӑваш Енри санаторисенче сипленейӗҫ. Кун пирки Социаллӑ фондӑн Чӑваш Енри уйрӑмӗнче пӗлтереҫҫӗ. Асӑннӑ уйрӑм санаторипе курорта кайса сипленме путевкӑсем парать. Анчах ӑна илме медицинӑпа социаллӑ экспертиза бюровӗ хатӗрленӗ ятарлӑ программа пулмалла. Санаторире сипленме ҫыннӑн эпир маларах асӑннӑ фондӑн уйрӑмне заявлени памалла. Е патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ, е уйрӑмӑн клиент службине ҫитсе. Чӑваш Енре 4 санаторие кайма пулать. Вӗсем ҫаксем: «Чӑваш Ен», «Чӑваш Ен курорт», «Волжские зори» тата «Надежда». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
