Юпан 23–25-мӗшӗсенче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче наци драматургийӗн регионсем хушшинчи иккӗмӗш лаборатори-форумӗ иртет.
Виҫӗ кунлӑ форумӑн кашни кунӗ пуян программӑран тӑрать тесе ӗнентереҫҫӗ театрта. Лабораторие, сӑмах май, театр директорӗ Елена Николаева, Иосиф Дмитриев тӗп режиссер тата Мускаври театровед, «Современная драматургия» журналӑн критикӑпа теори пайӗн заведующийӗ Полина Богданова уҫнӑ. Ҫав кун унта Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсем, театрӑн актерӗсем, халӑх театрӗсен режиссерӗсем, драматургсем, драматургипе кӑсӑкланакансем пухӑннӑ.
«Чӑваш театрӗ тата чӑваш драматургийӗ хальхи вӑхӑтра мӗнле шайлашӑнса пырать? Пур-и пирӗн республикӑра чӑн-чӑн драматургсем? Театрсенче ҫителӗклӗ-и пьесӑсем? Тен, сирӗн тата мӗнле те пулсан ҫӗнӗлӗх курас килет?», — тесе ҫырнӑ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи «Чун-чӗре сасси» ушкӑнра.
Ҫак ыйту тавпа пуҫ ватакансенчен пӗри, Николай Семенов, «Паянхи ҫамрӑк драматургсене асӑнаяс та ҫук пуль... Екатерина Романовна пӗлет пулсан анчах... Арсений Тарасов, Борис Чиндыков, Николай Угарин(юлашки вӑхӑтра тем, ытлах илтсе кайман ун пирки, чиперех пурнать пулӗ те) тата ыт.
— вӗсем, паллах, пур, анчах вӗсен ӗҫне малалла тӑсакансем кирлӗ. Вырӑсларан чӑвашла куҫарнипе инҫех каяймӑпӑр», — тесе ҫырнӑ.
Ҫамрӑк драматургсене Чӑваш халӑхне сайтне вулакансем, тен, пӗлеҫҫӗ-паллаҫҫӗ пулӗ. Тем пекехчӗ.
Ҫак ыйту тавра пуҫ ватать Пушкӑртстанри Федоровка районӗнче пурӑнакан Аркадий Русаков ҫыравҫӑ.
«Эпир — чӑвашсем, тӑван чӗлхешӗн хамӑр пуҫ ватмасан, уншӑн урӑх никам та тӑрӑшмасси паллӑ. Эпир ӑна пӗлни ытти ҫынсене кирлӗ мар, ҫав шутра депутатсене те. Ҫавӑнпа вӗсем, тӑван чӗлхесене шкулсенче вӗренмесен те юрать тесе уйлаҫҫӗ, ав... Ҫак кӑткӑс саманара тӑван чӗлхене упраса хӑварасси — чӑваш халӑхӗн, чӑваш лидерӗсен, кашни чӑваш ҫыннин тивӗҫӗ. Хальхи глобализаципе урбанизаци саманинче туслӑ та хӑйӑнлану шайӗ пысӑк, пуҫаруллӑ халӑхсем ҫеҫ сыхланса юлма пултараҫҫӗ. Чӑваш халӑхӗ тата унӑн ҫыннисем, халӑх суйланӑ лидерсем шӑп та лӑп ҫапла пулассине шанатӑп. Ҫакӑн пек пулни халӑха выльӑх кӗтӗвӗнчен уйӑрса тӑрать», — тесе ҫырнӑ вӑл ҫав тӑрӑхри «Урал сасси» хаҫатра.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗш кунӗнчи уява паллӑ туса Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче «ВӖЛТӖРТЕТСЕ ВӖҪЕТ САР ҪУЛҪӐ» поэзипе кӗвӗ уявӗ иртнӗ. Культура учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Антонина Андреева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, унта поэзие юратакансем пухӑннӑ.
«Кӗмӗлленнӗ» ӑрури ҫынсем чунӗсемпе яланах ҫамрӑк: сӑвӑ-юрӑ калама та, итлеме те питӗ ӑста. Лидия Сарине, Зоя Сывлӑмпи тата Нина Пӑрчӑкан ҫӗнӗ сӑвӑсем вуласа савӑнтарчӗҫ. Тивӗҫлӗ канӑва кӑҫал ҫеҫ кайнӑ Лидия Кузьмина вӗрентекен пурне те хӑй ҫырнӑ сӑввисене вуласа тӗлӗнтерчӗ.
Савӑҫсене тав туса «Нарспи» ансамбль юрӑҫи Николай Фролов илемлӗ чӑваш юррисене шӑрантарса саламларӗ. Чӑваш поэчӗсен пурин сӑввисене те пӑхмасӑр пӗлекен Лидия Ильдеркова вӗсене илемлӗ вуласа кӗрхи куна ҫурхи хӗвел пек илемлетсе ӑшӑтрӗ. Сарӑ ҫулҫӑсем вӗлтӗртетсе вӗҫнӗнех сӑвӑ-юрӑ икӗ сехет хушши пӗр чарӑнми юхрӗ те юхрӗ», — пӗлтернӗ музей пуҫлӑхӗ Антонина Андреева.
«Ҫыравҫӑсем пӗр-пӗрне те вуламаҫҫӗ халь. Поэзи пирки калас пулсан, унӑн ҫӳллӗшне эстрада юррисен сӑмахӗсемпе виҫекенсем нумайланчӗҫ... Ку пач урӑх жанр. Тата пирӗн хальхи юрӑсем ытларах чухне примитивлӑ. Питӗ шел. Пӗтӗм халӑх ӑнлантӑр, концерта ҫӳретӗр, туянтӑр тесе ҫыраҫҫӗ-ҫке-ха. Чӑн поэзи юрра хывӑнмасть: унӑн хӑйӗн пулса ҫитнӗ тӗнчи — кӗвви, тӳрех ӑнланса илме йывӑр сӑнарлӑх, илем хатӗрӗсем (метафора-тропсем), философилле тарӑнлӑхӗ т.ыт те. Ӑҫта мӗн иккенне ахаль вулакан-итлекен уйӑрайми, хаклайми пулчӗ: мӗн хӑлхана ытларах кӗрет, ҫавна чӑн-чӑн поэзи тесе шутлать. Ҫавӑнпа сӑвӑҫсем халь ӑмӑртса юрӑ валли ҫырасшӑн: «Манӑн сӑмахсемпе 150 ытла юрӑ ҫырнӑ! Ман вара 223 яхӑн юрӑ, радиопа куллен параҫҫӗ!» — тесе шавлакансем «юрӑ валли мар» ҫыракансен сассине хупласа тӑраҫҫӗ. Юрӑ ӳнерӗ ҫапла халӑха кирлӗ пулни, кашни ӑнӑҫлӑ, илемлӗ юрӑ мана питӗ савӑнтарать, анчах вӑл, калатӑп-ҫке, поэзирен ытларах чухне инҫетре тӑрать.
Чӑн-чӑнни вӑл нихҫан та нумай пулмасть ӗнтӗ. Тата вӑл шавсӑр». Ҫапла шухӑшлать Марина Карягина тележурналист, сӑвӑҫ. Хӑйӗн шухӑшне вӑл Фейсбукра ҫырса хунӑ.
ЧР Наци вулавӑшӗ «Литмост. Эксмо объединяет» проекта хутшӑнать. Ҫавна май авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Раҫҫейри паллӑ ҫыравҫӑпа Ник Перумовпа онлайн-тӗлпулу ирттерӗҫ.
Мероприяти Наци вулавӑшӗнче конференц-залра иртӗ (2-мӗш хут, 214-мӗш пӳлӗм), 14 сехетре пуҫланӗ. Унта кирек кам та пыраять, паллӑ ҫыравҫа ыйту параять.
Сӑмах май, «Эксмо» ҫак уйӑхра «Гибель Богов-2», «Орел и Дракон» ярӑмӑн ҫиччӗмӗш кӗнекине кӑларать.
Тата ҫакна палӑртса хӑвармалла: мероприятие лекес тесен укҫа тӳлемелле мар, вӑл тӳлевсӗр.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Николай Максимовӑн «Майра патша парни» хайлавӗ пичетленсе тухнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Федорова пӗлтернӗ тӑрӑх, историлле романри ӗҫ-пуҫ Иккӗмӗш Кӗтерне патша вӑхӑтӗнче пулса иртет. Атӑл тӑрӑхне ҫитсе курма шут тытнӑ майра патша Улатӑрта хӗсметре тӑракан хӑюллӑ чӑваш каччине, Эпеҫ ялӗнче ҫуралнӑ Сентиере, куҫ хывать, ӑна хӑйне хураллама службӑна илет.
Тӑлӑх ӳснӗ каччӑран казак, каярах сержант пулса тӑрать, унтан Кӗтерне патша хушнипе ӑна фельдфебель чинӗ панӑ.
Кайран тӗп сӑнар тӑван яла таврӑнать. Унта ӑна хӑйне евӗр шӑпа кӗтет.
Ольга Федорова ӗнентернӗ тӑрӑх, «хайлав хӑвӑрт вуланать, ҫыравҫӑ чӗлхи ансат та пуян. Тӗрлӗ истори событийӗсене автор тӗрлӗ ӳсӗмри вулаканшӑн та ӑнланмалла кӑтартса парать. Патшан вӑл е ку указӗ чӑваш халӑхӗн пурнӑҫне мӗнле витӗм кӳнине те курӑмлӑн палӑртнӑ».
Историлле романа ҫыравҫӑ 2010-2017 ҫулсенче калӑпланӑ. Кӗнеке редакторӗ – В.Г. Кошкин, ӳнерҫи – А.И. Алексеев, тиражӗ – 1000 экземпляр.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Елчӗке чӑваш ҫыравҫисем пысӑк йышпа пухӑннӑ. Унта Чӑваш Республикин профессилле ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн (ертӳҫи — Геннадий Максимов. Вӑл темиҫе кӗнеке авторӗ. Унӑн ӗҫӗсене вырӑсла куҫарса та пичетленӗ) пайташӗсем лару ирттернӗ. Елчӗкре вӗсем унти вулавӑшра вулакансемпе тӗл пулнӑ. Ҫыравҫӑсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин чыс тунӑ — тӗл пулӑва пынӑ. Вӑл ҫавӑн пек курнӑҫу-калаҫу вулакансемшӗн те, ҫыравҫӑсемшӗн те усӑллине палӑртнӑ.
«Чӑвашлӑха упрар» ҫавра сӗтеле Геннадий Максимов, Елена Нарпи, Елена Светлая, Светлана Гордеева, Роза Деменцова, Анатолий Кибеч, Василий Пушкин, Сергей Павлов, Юрий Артемьев тата ыттисем хутшӑннӑ. Вӗсем паянхи кун кӑларса тӑратакан ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ача-пӑча ҫыравҫи, Совет Союзӗн тата Раҫҫей писателӗ, Эдуард Успенский пурнӑҫран уйрӑлнӑ. «ТАСС» пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, вӑл Мускавра вилнӗ.
Эдуард Успенский шухӑшласа кӑларнӑ сӑнарсене ачасем лайӑх пӗлеҫҫӗ: Гена крокодил, Чебурашка, Матроскин кушак аҫи, Шарик йытӑ, Хветӗр пичче, Печкин почтальон. Вӑл «Гена крокодил тата унӑн тусӗсем», «Хветӗр пичче, йытӑ тата кушак аҫи» кӗнекесене кун ҫути парнеленӗ.
Эдуард Успенский 80 ҫулта пулнӑ. Ҫыравҫӑ 1937 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл – драмтург та, сценарист та, телеертӳҫӗ те.
Шупашкарти вӗренӳ учрежденийӗсенчен пӗрне нумаях пулмасть Петӗр Хусанкай ятне панӑ. Чӑваш халӑх поэчӗн ячӗпе хисепленме тивӗҫни — уйрӑм предметсене тарӑннӑн вӗрентекен 49-мӗш номерлӗ вӑтам шкул.
Республикӑн тӗп хулинчи вӗрентӳ учрежденине Петӗр Хусанкай ятне парасси ҫинчен калакан йышӑнӑва Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ. Улшӑну пулса иртнӗ хыҫҫӑн шкулпа ҫыхӑннӑ хутсене тивӗҫлӗ улшӑнусем кӗртмелле. Сити-менеджер алӑ пуснӑ документра ҫавна та пӑхса хӑварнӑ.
Чӑваш халӑх поэчӗн ячӗпе хисепленме тытӑннишӗн шкулӑн тӗллевӗллӗ малтанхиллех юлассине те хушура асӑннӑ.
Вӗренӳ учрежденийӗн ятӗнче улшӑну пулса иртнине сумлӑ ҫыннӑн ятне асра тытас тӗллевпе сӑлтавланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Харитонов Владимир Eгорович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |