Ҫанталӑк сивӗтрӗ. Анчах синоптиксем каллех савӑнтараҫҫӗ – ку эрне варринче Чӑваш Ене тепӗр хутчен ӑшӑ килӗ.
Ыран сывлӑш температури 12-17 градус таран ӑшӑнӗ. Анчах ҫиллӗрех пулӗ, ҫавӑнпа ӑшӑрах тумланма ан манӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче термометр кантӑрла 18-20 градус кӑтартӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, сивӗ пирӗн пата уйӑх варринче таврӑнӗ. Ун чухне пирӗн пата Скандинави антициклонӗ килӗ. Ҫумӑрпа пӗрле юр ҫӑвас хӑрушлӑх та пур. Синоптиксем палӑртнӑ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче каллех ӑшӑ та типӗ ҫанталӑк тӑма пултарӗ.
Урамра кӗркунне, ҫанталӑк вара тӗлӗнмелле илемлӗ тӑрать: ӑшӑ, ҫил ҫук, ҫумӑр ҫумасть. Синоптиксем ҫанталӑк кӗҫех пӑсӑласса систереҫҫӗ. Анчах кӗр парни татах пулӗ.
Шӑматкун ӑшӑ тӑрӗ, вырсраникун вара сивӗтме тытӑнӗ, ҫӗрле тӑм ӳкме пултарӗ. Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче татах 2-3 градус сивӗтӗ, ӑмӑр ҫанталӑк пулӗ. Ҫапах ҫумӑр юнкун кӑна ҫӑвӗ. Ытти кун типӗ пулӗ. Кун пек ҫанталӑк канмалли кунсемчченех тӑрӗ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, юпан 10-мӗшӗсем тӗлне каллех 15-20 градус таран ӑшӑтма пултарӗ. Ку нормӑран 6-7 граду пысӑкрах.
«Раҫҫей йывӑҫӗ – 2020» конкурс паян, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, вӗҫленнӗ. Унта Дагестанри авалхи платан ҫӗнтернӗ. Вӑл 39 пин те 82 сасӑ пухнӑ. Конкурса тӑратнӑ 12 йывӑҫ хушшинче чӑваш юманӗ те пулни ҫинчен Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе те пӗлтернӗччӗ.
Муркаш районӗнчи Ильинка вӑрман хуҫалӑхӗнче ӳсекен ватӑ юман иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. «Ҫыхӑнура» порталта ҫырнӑ тӑрӑх, «влаҫсем пулӑшни те чӑваш юманне ҫӗнтерме пулӑшайман». Хӑш-пӗр ача пахчинче ӗҫлекенсем юманшӑн сасӑлама чӗнсе хӑйсен кӑмӑлӗпе урама та тухнӑ-мӗн. Тӗрлӗ МИХӑн тӗнче тетелӗнчи ушкӑнӗсенче юман пирки, сӑмах май, нумай пӗлтерчӗҫ. Апла пулин те пирӗн тӑрӑхри йывӑҫ иккӗмӗш вырӑнпа ҫырлахӗ. Уншӑн 25 пин те 720 ҫын сасӑланӑ.
«2020 ҫулхи Раҫҫейри йывӑҫ» пӗтӗм ҫӗршыври конкурса чӑваш юманӗ хутшӑннине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: хӑватлӑ та мӑнаҫлӑ ҫак йывӑҫшӑн rosdrevo.ru сайтра сасӑлама пулать. Унӑн номерӗ — тӑваттӑ.
Юмана тӑван халӑхӑмӑр атте тесе каланӑ. Конкурса хутшӑнакан лаштра юман Муркаш районӗнчи Ильинкӑри вӑрман хуҫалӑхӗнче ӳсет. Унӑн ҫӳллӗшӗ – 24 метр, вуллин сарлакӑшӗ – 182 сантиметр. Вӑл 369 ҫулта.
Сасӑлав https://rosdrevo.ru/russian-tree-of-the-year/ сайтра иртет. Вӑл юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӗҫленет. Хальлӗхе чӑваш юманӗ иккӗмӗш вырӑн йышӑнать.
«Карчӑк ӑшши» хӑҫан пулать? Синоптиксем вӑл хӑҫан килессине палӑртнӑ.
Чӑваш Енре хальлӗхе циклон хуҫаланать. Ҫапах Мускаври пекех япӑх ҫанталӑк пулмасть. Шӑматкун ҫанталӑк сивӗ тӑрӗ-ха, ҫумӑр ҫӑвӗ. Авӑнӑн 20-21-мӗшӗсенче те сивӗ кунсем пулӗҫ. Термометр 7-12 градус ҫеҫ кӑтартӗ. Анчах ҫил ҫеккунтра 15 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗрен тата сивӗрех пек туйӑнӗ. Вырсарникун юрпа ҫумӑр ҫума пултарӗ.
Тунтикун ҫумӑр ҫумӗ. Ытларикун ҫил кӑнтӑр енчен вӗрӗ, ҫанталӑк 18-20 градус таран ӑшӑтӗ. Авӑнӑн 22-29-мӗшӗсенче сывлӑш температури нормӑран пысӑкрах пулӗ. Юпан пӗрремӗш декадинче те ылтӑн кӗркунне хуҫаланӗ.
«2020 ҫулхи Раҫҫейри йывӑҫ» пӗтӗм ҫӗршыври конкурса чӑваш юманӗ хутшӑнать. Хӑватлӑ та мӑнаҫлӑ ҫак йывӑҫшӑн rosdrevo.ru сайтра сасӑлама пулать.
Юмана тӑван халӑхӑмӑр атте тесе каланӑ. Конкурса хутшӑнакан лаштра юман Муркаш районӗнчи Ильинкӑри вӑрман хуҫалӑхӗнче ӳсет. Унӑн тӑршшӗ – 24 метр, вуллин сарлакӑшӗ – 182 сантиметр. Вӑл 369 ҫулта. Ҫак ҫулсенче ҫӗр ҫине миҫе чӑваш килсе миҫен кайман-ши? Миҫе ӑру ҫӗрсе тӑпра пулман-ши? Юман вара ҫаплипех ӳсет. Хӑйӗн хӑвачӗпе тӗлӗнтерет.
Чӑваш юманӗн конкурсри номерӗ – тӑваттӑ.
Шупашкар районӗнче паян пӗрисем пӑши асӑрханӑ. Кӗске видео тӑрӑх хакласан, ҫул хӗрринче 3 пӑши пулнӑ. Вӗсем «М-7» федераци ҫулӗ ҫине, Лапсарпа Мӑн Карачура хушшине, тухнӑ.
Чӗрчунсем автоҫулпа пыракан ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсен машинин видеорегистраторӗ ҫине лекнӗ. Видеона Инстаграмри «gibdd121» паблика вырнаҫтарнӑ.
«Вӑрмансем патӗнчи ҫулсем ҫинче асӑрхануллӑ пулӑр. Чӗрчунсем ҫул ҫине кӗтмен ҫӗртен сиксе тухма пултараҫҫӗ. Ку пӑшисене эпир «М-7» ҫул ҫинче, Лапсарпа Мӑн Карачура хушшинче, асӑрхарӑмӑр. Хӑвӑртлӑха пӑхӑнма лайӑх сӑлтав», – тесе хыпарланӑ пабликра.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче хӗвеллӗ ҫанталӑк пулӗ. Ыран 12-17 градус ӑшӑ тӑрӑ, ҫӗрле – 10 градус ҫеҫ. Вырсарникун та ҫумӑр ҫумӗ, 16-21 градус таран ӑшӑтӗ.
Тунтикун ҫанталӑк пӑсӑлать, ҫумӑр ҫӑвӗ, тӑрук сивӗтсе пӑрахӗ, ҫил вӑйланӗ. Ҫитес эрнере кӗҫнерникун тата эрнекун кӑштах ӑшӑтӗ, канмалли кунсенче вара ҫумӑрпа пӗрле юр ҫӑвас хӑрушлӑх пур.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк малашне питех ӑшӑтмӗ. Ҫапах авӑн уйӑхӗнче сывлӑш температури климат нормипе килӗшсе тӑрӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Чермӗш ялӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта такамсем 6 ӑвӑс каснӑ. Халӗ ҫав ҫынсене шыраҫҫӗ.
Чӗрӗ йывӑҫсене каснине кӑмпа шыракансем асӑрханӑ. Вӗсем «Вӑрман хуҫалӑхӗ» хысна предприятин диспетчер службине евитленӗ. Унти инспекторсем вырӑна ҫитсе тӗрӗсленӗ. Паллӑ мар ҫынсем Сӗнтӗрвӑрри участокӗнчи вӑрман хуҫалӑхӗн 121-мӗш кварталӗнчи 6 ӑвӑса, пурӗ 0,54 кубла метр, каснӑ. Саккуна пӑсакансене административлӑ майпа ҫеҫ мар, тӑкак виҫи 5 пин тенкӗрен иртсен уголовлӑ ӗҫ пуҫарса та явап тыттарма юрать.
Ҫуллана пӗтӗмлетнӗ май Наци экологи танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Чӑваш Ен ку енӗпе Атӑлҫи федераци округӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
Танлаштарӑма «Симӗс патруль» общество организацийӗ хатӗрленӗ. Раҫҫейри кӑтартӑва илес пулсан, Чӑваш Ен – ҫиччӗмӗш вырӑнта. Пирӗн республика танлаштарӑм хаклавӗнче 100 балран 66-шне пухнӑ.
ЧР Ҫутҫанталак министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республика пысӑк балсене «Экологи» наци проекчӗн «Таса ҫӗршыв», «Вӑрмансене упрар», «Атӑла сыватни», «Шыв объекчӗсене упрани» программисене пурнӑҫланӑшӑн тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |