Сӗнтӗрвӑрринче пурӑнакансене сарӑ нӑрӑ тарӑхтарса ҫитернӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫат редакцине Ольга Серебрякова пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, хула ҫыннисене нӑрӑсем 5 ҫул канлӗ пурӑнма памаҫҫӗ.
«Нӑрӑсем йӑлтах ҫисе яраҫҫӗ: улмуҫҫисене, чие, слива йывӑҫҫисене. Вӗсенчен тухӑҫ илесси ҫук ӗнтӗ. Унччен 10 минутра пӗр нӑрӑ ҫеҫ вӗҫсе иртнӗ тӗк халӗ каҫсерен урама тухма ҫук. Ҫынсем тахҫанах кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ, анчах усси ҫук», — пӗлтернӗ хӗрарӑм.
Ольга каланӑ тӑрӑх, нӑрӑсене наркӑмӑш сапса вӗлернин те усси ҫук. Хӑшӗ-пӗри ҫеҫ вилет, теприсем вара пурпӗрех вӗҫеҫҫӗ.