Ҫутҫанталӑк
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫал пирӗн республикӑри юханшывсенче пулӑсем вилнӗ 7 тӗслӗхе шута илнӗ. Мӗнпур ҫав тӗслӗхе республикӑн Ҫутҫанталӑк тата экологи министерстви тӗрӗслесе тӑнине ӗнентерет. Кун пирки Эмир Бедертдинов министр каланӑ. Ку хыпара министерствӑн сайтӗнче пӗлтернӗ. Пулӑ вилнине пӗлсен специалистсем кашнинчех тӗрӗсев йӗркеленӗ. Унта ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратура, Росрыболовство учрежденин ӗҫченӗсем те хутшӑннӑ. Пулӑсем вилнӗ 7 тӗслӗхрен тӑваттӑшӗнче (Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери, Муркаш районӗнчи Шетмӗпуҫӗнчи пӗвесенче, Шупашкар районӗнчи Шемшер ялӗ ҫывӑхӗнчи Йӑршу юханшывӗнче тата Канаш районӗнчи Кивӗ Ахпӳт ялӗ патӗнчи Энӗш юханшывӗнче) шывра сиенлӗ япаласем нумай пулнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Етӗрне районӗнчи Пӗрремӗш Йӑвански тата Ҫӑлкасси ялӗсем патӗнчи пӗвесенче тата Чебоксарка юханшывра сиенлӗ япаласен хутӑшӗ пулӑсене вӗлермеллех нумай пулманнине тупса палӑртнӑ. Апла-и, капла-и, шывпа усӑ куракансен тимлӗ пулмалла. Ытарлӑрах каласан, хамӑр ӗҫекен ҫӑла сурма кирлӗ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |