
Канаш районӗнчи Шӑхасанти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче, 11-мӗшӗнче, пурӑнакансем путвалта шыв тӑнипе, унтан ырӑ мар шӑршӑ хваттерсене хӑпарнипе халтан кайнӑ. Ҫуркуннеренпех ҫапла-мӗн. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ тытӑмра ӗҫлекенсем килсе шыва уҫласа каяҫҫӗ иккен те, анчах кӑштахран каллех тулать.
Ҫакӑн сӑлтавне шыранӑ май ҫуртра пурӑнакансем канализаци пӑрӑхӗ шӑтӑк пуль тесе палӑртаҫҫӗ. Ҫурта тытса тӑракан компани вара хваттерте пурӑнакансене хӑйсене айӑплать. Вӗсем хӑйсем тӗллӗн путвал чавса пӗтернӗ мӗн-те ҫумӑр шывӗ лекет имӗш. «Дренаж тӑвасси пирки эпӗ темиҫе хутчен те сӑмах хускатнӑ», — тет иккен компани директорӗ Сергей Иванов. Анчах ку ӗҫе камӑн тытса тумалли пирки вӑл шарламан.
Шупашкарта пурӑнакансем хваттерсенче тата общежитисенче хӑнкӑла сарӑлни пирки пӑшӑраханаҫҫӗ иккен. Regnum информаци агентстви хыпарланӑ тӑрӑх, Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енти управленине ҫакӑн пирки ҫичӗ хутчен пӗлтернӗ имӗш. Шел те, анчах информацире мӗн чухлӗ вӑхӑт хушшинче ҫавӑн чухлӗ систернине каламан. Хӑнкӑласем канӑҫсӑрлантарни пирки хыпарлакансем общежитисенче тата унччен общежити, каярах вӗсене хваттере ҫавӑрнӑ ҫуртсенче пурӑнакансем хушшинче ытларах тӗл пулаҫҫӗ иккен.
Асӑннӑ управленин пай пуҫлӑхӗ Михаил Смирнов хӑнкӑла ӗрченине этемпе ҫыхӑнтарать. Хӑйӗн ӗҫӗнчи профессионал каланӑ тӑрӑх, хуласенче социаллӑ пурнӑҫпа экономика лару-тӑрӑвӗ тата демографи лару-тӑрӑвӗ улшӑннӑ май санитарипе гигиена тӗлӗшӗнчен япӑх условире ҫынсем йышлӑ пурӑнакан вырӑнсем пулса каяҫҫӗ иккен. Ытти кирек епле сӑтӑрҫӑ евӗрех хӑнкӑла та вӑхӑт иртнӗҫем халӗ вӗсене пӗтерме усӑ куракан наркӑмӑша парӑнми пулма пултарать иккен.
Чи пӑшӑрхантараканни тата шухӑшлаттараканни ҫав пӗчӗк чун тӗрлӗ чир-чӗре сарни. В гепатита та, сӑмахран, ним мар ертет иккен.
Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха реформӑлама пулӑшакан фонд нумай хваттерлӗ ҫуртсене юсама тата ҫынсене ишӗлекен ҫуртсенчен куҫарма укҫа-тенкӗ уйӑрассине чарса лартни пирки кӑҫалхи ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Regnum информаци агентстви хыпарланӑччӗ. Ҫапла тума вӑл регионсен унчченхи отчечёсене тишкернӗ хыҫҫӑн йышӑннӑ иккен. Укҫана хӗссе хунӑ 42 субъекчӗ шутне Чӑваш Ен те лекнӗччӗ. Кӑлтӑка пӗтерменсене асӑннӑ фонд хӑй уйӑрнӑ тупрана каялла шыраса илессипе те хӑратнӑччӗ. Анчах кӑлтӑксене пӗтерсен финанслассине тепӗр хут пуҫарма пулнӑччӗ.
Халӗ пирӗн республикӑна савӑнӑҫлӑ хыпар ҫитнӗ. Нумай хваттерлӗ ҫурстене юсама тата ҫынсене ишӗлекен ҫурстенчен куҫарма кӑҫал валли «кӗмӗл» ыйтнине вӑл ырланӑ, укҫапа пулӑшма пулнӑ. Ҫапла вара пирӗн республикӑна 935,21 миллион тенкӗ килмелле, Чӑваш ен вара хӑйӗн хыснинчен 708,55 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Тупра 22 муниципалитет пӗрлешӗвӗнчи (ансатрах каласан, районпа хулари) 119 ҫурта юсама; 23 районпа хулари ишӗлекен 246 ҫуртран ҫынсене куҫарма май парӗ.
Хальхи вӑхӑтра тем тӗрлӗ конкурс та ирттернине хӑнӑхса ҫитрӗмӗр пулӗ ӗнтӗ. Нумаях пулмасть, ав, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх отраслӗнче тӑрӑшакансем ӑмӑртнӑ. Ҫук, сиксе-чупса мар-ха. Унта вӗсем ҫак отрасльти ыйтусене сӳтсе явнӑ, вӑл е ку енӗпе татса памалли ҫул-йӗре сӗннӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхри тата строительствӑри чи лайӑх ҫамрӑк ӗҫчен» конкурса «Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха модернизацилекен кадрсем» кӑҫалхипе иккӗмӗш хут ирттернӗ ҫӗршыв шайӗнчи форумра пӗтӗмлетнӗ. Вӑл Чӗмпӗр облаҫӗнче пулнӑ. Унта Атӑлҫи федераци округне кӗрекен регионсенчи пултаруллӑ ӑстасене палӑртнӑ. Ҫӗршыв шайне асӑннӑ тӑрӑхпа 9 ҫын тухнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ — пирӗн республикӑран. Ҫав йышра — «Чӑваш Ен» телевиденипе радио компанийӗн информаци телепрограммине ертсе пыракан Валентина Алексеева тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн «Текстильщик» управляющи компанийӗн инженер-энергетикӗ Максим Иванов. Юлашкинчен асӑнни ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх отраслӗнче тӑрмашни паллӑ-ха, телевиденире ӗҫлекен вара хӑш енпе ҫыхӑннӑ-ши тесе тӗлӗнекенсем те, тен, тупӑнӗҫ. Мӗнех, уҫӑмлатар — Валентина Алексеева «Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата строительство сферинчи чи лайӑх обществӑлла деятель» номинацире ҫӗнтернӗ иккен.
Юнкун, ҫӗртмен 19-мӗшӗнче 18:00 сехет иртсен Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 42-мӗш ҫуртра пушар сиксе тухнӑ иккен. Унта тӳрех 4 пушар урапи (машири) килсе ҫитнӗ. Халӑх пӗлтернӗ тӑрӑх вут-ҫулӑм пӗрремӗш хутра тухнӑ иккен.
Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем пушара 20 минут хушшинче сӳнтерме пултарнӑ. Турра шӗккер, аманнисем тупӑнман, хваттере ҫех самай шырлӑх кӳнӗ. Тӗпчев палӑртнӑ тӑрӑх вут-ҫулӑм тахӑшӗ ятарласа чӗртнипе тухнӑ иккен. Халь вӑл ҫынна шыраҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен комуналлӑ тӑкаксемшӗн — ҫурта ӑшӑтнишӗн, электричествӑшӑн, газшӑн, вӗри тата сивӗ шывшӑн — хаксем ӳстерме паллӑртнӑ. Хальхи ЖКХ тарифӗ 2012 ҫулхи раштав уйӑхӗнчи шайӗпе пурнӑҫланса пынӑ.
Чӑваш Енӗн конкурентлӑ политикӑн тата тарифсен патшалӑх службинче пӗлтернӗ тӑрӑх 2012 ҫулхи кӑтартусемпе танлаштарсан ҫӗнӗ хаксем ҫапларах ӳсӗҫ: электроэнерги — 10,1%, сивӗ шыв тата канализаци — 7,6%, ҫурта ӑшӑтасси тата вӗри шывпа тивӗҫтересси — 8,5%, ҫутҫанталӑк газӗ — 14,5%.
Унсӑр пуҫне, ведомствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, Министерӑрсен Кабинечӗ ҫӗртмен 1-мӗшӗнче ҫурт-йӗрсен пӗтӗмешле усӑ куракан вӗрипе сивӗ шыв кӑтартӑвӗсене пӗчӗклетнӗ иккен. Ҫапла май пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗпе танлаштарсан утӑн 1-мӗшӗнче коммуналӑ тӑкаксем пурӗ те 12% ытла ӳсме кирлӗ мар.
Шупашкарӑн хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков иртнӗ кунсенче «Шупашкар хулинчи лифтсене ҫӗнӗтесси, улӑштарасси» ҫӗнӗ муниципаллӑ адреслӑ программа йышӑннӑ пулнӑ. Асӑннӑ программӑпа килӗшӳллӗн кӑҫал 9 чарӑнура 37 лифта тата 12 чарӑнура 2 лифта улӑштарма палӑртнӑ имӗш.
Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх ку ӗҫ-пуҫ валли 46,7 миллион тенкӗ уйӑрмалла. 35 миллион тенкӗ хула бюджетӗнчен уйӑрма планланӑ, ыттине вара — 11,7 миллион тенке — нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакан кил хуҫисенчен пуҫтарма палӑртнӑ.
Лифтсене улӑштаракан организацине паянхи кун тупман-ха, ку ыйтӑва администраци ҫитес вӑхӑтра татса пама шантарать.
Йышӑннӑ планпа килӗшӳллӗн лифтсене ҫак адрессемпе юсама палӑртнӑ:
• Афанасьев урамӗ, 9;
• Хевеш урамӗ, 11/2;
• 9-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗ, 15;
• Ленинла комсомол урамӗ, 32;
• Ленинла комсомол урамӗ, 46;
• Ҫӗрпӳ урамӗ, 5;
• Трактор тӑвакансен проспекчӗ, 7;
• М. Павлов урамӗ, 24;
• Гузовский урамӗ, 23;
• Эгер бульварӗ, 18, 28, 30 блок А.
Пӗлме: пӗтӗмпе Шупашкарта нумай хватерлӗ ҫуртсенче 2 667 лифт ӗҫлет. Вӗсенчен 638 лифт — 25 ҫул, 300 лифт — 25-30 ҫул, 217 лифт — 30 ҫултан пуҫласа 34 ҫул тата 34 ҫул яхӑн — 121 лифт ҫынсене турттарать.
Паянхи куна Чӑваш Енри пурӑнма юрӑхсӑр ҫурт-йӗр 157 пин ытла тӑваткал метр шутланать. Вӗсенче 12 пин ҫын пурӑнать.
2013–2015 ҫулсенче республикӑра нумай хваттерлӗ 822 юрӑхсӑр ҫурта пӑсма палӑртнӑ. Ку ӗҫе вара ятарлӑ программа тӑрӑх ирттерӗҫ.
Ҫапла вара республикӑра 4 810 ҫемьене ҫӗнӗ пурӑнмалли кил-ҫуртпа тивӗҫтермелле пулать. Ҫак ӗҫсене йӗркелеме 4 573 млн. тенкӗ уйӑрса панӑ имӗш. Хӑш-пӗр юрӑхсӑр ҫурта кӑҫалах пӑсма палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн Минстрой пуҫлӑхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх кӑҫалхи ҫул вӗҫлениччен 245 пурӑнмалли ҫуртран 1 414 ҫемье (ку 3 500 ытла ҫын) ҫӗнӗ кил-ҫурта куҫӗ. Ҫак ӗҫе ӑнӑҫлӑ вӗҫлеме кӑҫал 1 364,7 млн. тенкӗ уйӑрса панӑ.
Шантарнине виҫ ҫул кӗтнӗ теҫҫӗ-и-ха? Апла пулсан кӑна-и? Хваттере тӳпе хывса хӑпартас та ҫӗн пӳрт ӗҫкине пухӑнас тесе хӑшӗсем хӑҫантанпа кӗтсе пурӑнаҫҫӗ. Ун пеккисен ыйтӑвӗсене татса парассипе юлашки ҫулсенче республикӑра хӑш-пӗр ӗҫе туни сисӗнет. Хӑй вӑхӑтӗнче хӑпартма пуҫланӑ та туса пӗтереймен ҫуртсене тӑвасси епле пынипе Чӑваш Енӗн Ҫурт тӑвӑм министерстви вырӑна тухса паллашнӑ.
Хальхи вӑхӑтра Шупашкарти Чернышевский урамӗнчи 6-мӗш тата 6/1-мӗш текен позицисене хӑпартса пӗтернӗ. Халӗ унта ҫурт йӗри-тавралли лаптӑка илем кӗртеҫҫӗ-мӗн. Тӳре-шара шантарнӑ тӑрӑх ҫынсем ҫав ҫуртсене кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче пурӑнма кӗрейӗҫ.
Кун пирки Чӑваш Енӗн ҫурт тӑвӑм министрӗ Олег Марков шантарнӑ иккен. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисемпе тӑлӑх салтак арӑмӗсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес тесе 2010 ҫултан пуҫласа федераци хыснинчен 5,13 миллиард тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Ҫав укҫа 5 393 ветеранӑн ҫурт-йӗр ыйтӑвне татма май панӑ. Кӑҫал Чӑваш Ене тата тепӗр 766,5 миллион тенкӗ килнӗ. Ку вӑл 730 шур сухала хваттерпе тивӗҫтерме кайӗ.
Вӑрҫӑ ветеранӗсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес программӑна пурнӑҫа кӗртессине вӗҫлесси пирки калаҫнӑ май Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев кӑҫал пур ветеранӑн та ӗмӗчӗ пурнӑҫланассине палӑртнӑ.
Сӑмах май, ку темӑна наци проекчӗсем епле пурнӑҫланнине тишкерессипе республика шайӗнче йӗркеленӗ канашлура сӳтсе явнӑ.
