
Раҫҫейӗн строительствӑпа ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Михаил Мень ҫӗршывӑн регионӗсенче ҫынсене кивӗ ҫурт-йӗртен куҫарасси епле шайра пынине тишкерекен селектор канашлӑвӗ ирттернӗ. Унта 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗччен кивӗ тесе шута илнӗ фондра пурӑнакансене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерессине пӑхса тухнӑ.
2013–2017-мӗш ҫулсенче Чӑваш Енре 5 пин ҫемьене 174,3 пин тӑваткал метр калӑпӑш йышӑнакан кивӗ ҫуртран куҫармалла. Кун валли 4,9 миллиард тенкӗ ытла кирлӗ.
Регионти хыснасене ҫӑмӑлтарах тивтӗр тесе субъектсене Мускавран 34 миллиард та 600 миллион тенкӗ хушма укҫа уйӑрнӑ иккен. Кивӗ ҫурт-йӗртен куҫарас программӑна пурнӑҫа кӗртме маларах регионсен тӑкаксен 62 процентне саплаштармалла пулнӑ, халӗ ҫак шай ҫурринчен иртмест.
Канашлура Федерацин 15 регионӗнче кӑна кивӗ ҫурт-йӗртен ҫынсене палӑртнӑ вӑхӑтра куҫарса пыраҫҫӗ. Ҫичӗ субъектра маларах та пыраҫҫӗ. Юлашкинчен асӑннисен шутне Чӑваш Ен те лекнӗ.
Кун пек сӑмаха эп шухӑшласа кӑларман. Этеме хӳтӗлемелли органсене ҫынсем пур чухне шансах кайманни вӑрттӑнлӑх мар. Анчах пур чухне те апла шухӑшлама кирлӗ мар. Акӑ, ҫакна ҫирӗплетекен тӗслӗхрен пӗри.
Республика прокуратури нумаях пулмасть Ростехнадзорӑн Атӑлҫи управленийӗн Чӑваш Енти ӗҫ-хӗлне тӗрӗсленӗ. Хутсене «ҫавӑрттарни» сая кайман — кӑлтӑксем сиксе тухнӑ. Тӗслӗхӗсене пӗтӗмлетсе пани те пур, уйрӑммӑн илсе кӑтартса та ҫирӗплетнӗ прокуратурӑн пресс-служби.
Акӑ, пӗррехинче асӑннӑ управление нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче ҫутӑ валеҫекен щит йӗркеллӗ ӗҫлеменни пирки пӗлтернӗ. Ҫак факта патшалӑх ҫурт-йӗр надзорӗн е муниципалитетӑн ҫурт-йӗр надзорӗн тӗрӗслемелле иккен. Тепӗр майлӑ каласан, ҫӑхава пӑхса тухма ыйтса Ростехнадзор управленийӗн маларах асӑннӑ органсенчен пӗрне ярса памалла пулнӑ. Анчах вӑл апла туса тӑман, хӑй тӗрӗслевпе персе ҫитнӗ. Ку вӑл компетенцие ӳстерни шутланать-мӗн.
Ҫав вӑхӑтрах прокуратура управлени хӑйӗн тӗп тивӗҫӗсене пурнӑҫласа ҫитерейменнине те палӑртнӑ. Ҫав фактсемпе вӑл Ростехнадзорӑн Атӑлҫи управленийӗн ертӳҫи ячӗпе хут шӑрҫаланӑ, кӑлтӑксене пӗтерме хушнӑ.
Канашра нумаях пулмасть «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти йӗркеленипе митинг иртнӗ. Унта ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхри ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Маларах унта ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен пӗтӗмӗшле пухӑвӗн протоколӗсене тӗрӗсмарлатнӑ имӗш. Ҫав хута ӗненсен Канаш ҫыннисем кулленхи юсавшӑн тарифсене хаклатас тесе сасӑланӑ пулать. Тата ҫурта кам тытса тӑрасси пирки калакан йышӑнӑва ҫирӗплетнӗ пек ҫавӑрттарса хунӑ-мӗн. Хула ҫыннисене ҫуртӑн пӗтӗмӗшле тӑкакӗсемшӗн тесе тӳлеттерекен виҫе те, йӑлари хытӑ каяша турттарас ыйту та пӑшӑрхантарать иккен.
Митингра нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплӗн юсасси пирки те калаҫнӑ. Муниципалитет шайӗнче йышӑннӑ ҫав программа 2043 ҫулччен вӑйра пулӗ. Ӑна халь йышӑнакансем вӑл вӑхӑтра влаҫра пулас ҫук — яваплисене кайран ӑҫта шырамалла тесе патӑраҫҫӗ-мӗн канашсем.
Канашсем умӗнче Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Игорь Моляков, Ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен республикӑри пӗрлешӗвӗн пайташӗ Тамара Манаева хутшӑннӑ.
Митинга хутшӑнакансем резолюци йышӑннӑ. Унта ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхри хаксем ӳснине хирӗҫҫине, протоколсене ылмаштарса йӗркеленишӗн кӑмӑлсӑрланнине палӑртнӑ.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтернине тӗрлӗрен йышӑнакансем пуррине пытараймӑпӑр. «Вӑрҫӑ хирӗнче выртса юлнисене нимӗн те лекмен», — тарӑхаҫҫӗ ашшӗсемсӗр ӳснӗ, выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑннӑ вӑрҫӑ ачисенчен хӑшӗсем. Теприсене вара арҫын пуҫпа хӑйсен ӗмӗрне ирттермелӗх пӳрт лартайманни тӗлӗнтерет-мӗн. Виҫҫӗмӗшсене хӑйсен аслашшӗ-кукашшӗ пурӑннӑ чух ун пек саккун кӑларманни пӑшӑрхантарать. «Саккунне старикӗсем сахалланса юлнӑ хыҫҫӑн йышӑнчӗҫ», — теҫҫӗ ун йышшисем.
Мӗнех, мӗн чухлӗ ҫын, ҫавӑн чухлӗ чӑнлӑх теҫҫӗ те, кашни хӑйне май шухӑшлать-тӗр. Апла-и, капла-и, анчах вӑрҫӑ ветеранӗсемпе вӑрҫӑра вилнӗ салтак арӑмӗсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермелли саккуна ҫӗршыв шайӗнче йышӑннӑ-тӑк ӑна пурнӑҫа кӗртмеллех ӗнтӗ. Кун пирки Элӗк районӗнче иртнӗ Пӗрлехи информаци кунӗ вӑхӑтӗнче те калаҫнӑ.
Асӑннӑ тӑрӑхра ҫак ҫӑмӑллӑхпа усӑ курмаллисене 194 ҫынна шута илнӗ. Вӗсенчен 184-шӗн ыйтӑвӗ татӑлнӑ. Кам тӳпене кӗрсе ҫурт-йӗр тума хутшӑннӑ, кам хваттер туяннӑ. Хваттер уҫҫи лекессе хальлӗхе Элӗкри тата тепӗр 10 ветеран кӗтет.
Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта пӗлтӗрхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенчипе танлаштарсан ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре ҫӗнӗ ҫурт-йӗр хакӗ 2,4 процент хакланнӑ; унччен усӑ курни — 0,1 процент. Ҫак хисепсене республикӑн Чӑвашстачӗ пӗлтернӗ иккен.
Ҫӗнӗ ҫурт-йӗре илсен, элитлӑ хваттерсем уйрӑмах хакланнӑ-мӗн. Вӗсене туянас тесен унчченхинчен 5,9 процент нумайрах кӑларса хума тивет. Лайӑхлатнӑ тата вӑтам пахалӑхлӑ хваттерсем 2,8 тата 2,1 процент хакланнӑ. Иккӗмӗш рынокри (ку вӑл маларах унта пурӑннӑ тенине пӗлтерет) ҫурт-йӗр хакне те тишкернӗ. Ун йышши элитлӑ тата лайӑхлатнӑ пахалӑхлӑ хваттер хакӗ чакнӑ. Пит нумаях та мар та, ҫапах та 0,6 тата 0,4 процент йӳнелнӗ. Вӑтам шайри ҫурт-йӗр 1,3 процент хакланнӑ.
Ҫӗнӗ ҫурт-йӗрӗн 1 тӑваткал метрӗ 41,6 пин тенкӗпе танлашнӑ, иккӗмӗш рынокра — 41,5 пин тенкӗ.
Чӑваш Енре социаллӑ сетьсем валли «Жэка» онлайн вӑййа хӑтланӑ. Ун пирки ӗнер иртнӗ пресс-конференцире каласа кӑтартнӑ. Вӑл энергие перекетлекен хальхи вӑхӑтри технологисемпе паллаштараканскер иккен.
Чӑваш Енӗн Строительство министерствинче ку вӑйӑ питӗ ансат тесе пӗлтереҫҫӗ. Ӑна аслисем те, ачасем те ҫӑмӑллӑнах ӑша хываяҫҫӗ иккен. Вӑйӑ коммуналлӑ тӳлеве епле чакармалли ҫинчен каласа кӑтартать. Ҫурта тӗплӗн юсамалли майсемпе те паллаштарать. Пӗр сӑмахпа каласан, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхри пӗлӳлӗхе ӳстерет.
Вӑййа ӑс-тӑна тӗрӗслекен тест евӗр те усӑ курма пулать теҫҫӗ. «Жэка» Раҫҫейри пурнӑҫа ҫывӑх иккен.
Патшалӑх нумай ачаллӑ ҫемьесен пулӑшма тӑрашать. Виҫҫӗмӗш ачашӑн ав тӳлевсӗр ҫӗр лаптӑкӗ параҫҫӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗнче кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 25 ҫемье черетре тӑнӑ. Кунта саккун вӑя кӗнӗренпе 11 ҫемье ҫӗрлӗ пулнӑ.
Хӗрлӗ Чутайра пурӑнакан Ольгӑпа Александр Тагайкинсем сертификат чи пӗрремӗш илнӗ. Ку 2011 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче пулнӑ. Вӗсем ҫав лаптӑк ҫинче ҫурт ҫӗклеме тӗллевленнӗ. 2012 ҫулта вӗсем ӗҫе пуҫӑннӑ. Халӗ ҫӗнӗ ҫуртӑн шал енчине ҫеҫ туса пӗтермелле. Ӑна ҫемье пуҫӗ Александр хӑйех пурнӑҫлать. Ҫутӑпа газ та кӗртмелле. Хальлӗхе ку ыйтӑва администрацире уҫӑмлатаҫҫӗ.
Тагайкинсен виҫӗ ача. Аслисем Миленӑпа Даниил шкула ҫӳреҫҫӗ. Кӗҫӗнни ача пахчине кӑна-ха. Александр усламҫӑ, арӑме вара ӑна пулӑшса пырать.
Вӑл е ку тавара сӗнекенсем хӑйсен продукцине сутассишӗн темле те юптарма хатӗр. Ҫапларах хаклама пулать-тӗр Шупашкарти К. хушаматлӑ уйрӑм усламҫа.
Правур хӗрарӑм ҫакмалли текен мачча сутса «кӗмӗл» туса пурӑнать. Хӑйӗн таварне рекламӑлас тесе вӑл реклама хаҫачӗсенчен пӗринче пӗлтерӳ пичетленӗ. Кунта саккуна пӑсни ҫук-ха. Анчах усламҫӑ-хӗрарӑм: «Пирӗн йӳнӗрех!» тесе ӗнентернӗ. Анчах пӗлтерӳсене тавар туянакансем кӑна мар, ӑна сӗнекенсем те асӑрхасах тӑраҫҫӗ. Монополипе кӗрешекен федераци службин республикӑри управленине К. реклами чӑнлӑхпа килӗшсе тӑманни пирки систерекен тупӑннӑ курӑнать, мӗншӗн тесен асӑннӑ служба ӗҫченӗсем реклама чӑнлӑхпа килӗшсе тӑманнине палӑртнӑ. Суйса хыпарланӑшӑн хӗрарӑм-усламҫа административлӑ майпа явап тыттарма, тепӗр майлӑ каласан, штрафлама, йышӑннӑ.
Шупашкар хулин тӗп пайӗ ҫырмаллӑ-ҫатраллӑ пулнине пӗлетпӗр ӗнтӗ. Ак, Республика тӳремӗнченех тухӑҫалла утса кай — 200 метртан ҫырмана пырса тӑрӑнӑн. Енчен те унта унччен уйрӑм ҫынсен ҫурчӗсем ларнӑ пулсан хальхи вӑхӑтра ҫурт-тӑвӑм компанийӗсем ҫавнашкал ҫырмаллӑ вырӑнсене те усӑ курма тытӑнасшӑн. Ак, сӑмахран, «Старко» фирмӑн проектнех илес.
«Ҫӗр айӗнчи хула» ят панӑ проект пӗтӗмешле 7,4 гектар йышӑнӗ. Ун тӑршшӗ 454 метр, сарлакӑшӗ 163 метр пулӗ. Вӑл Кайбулкӑн сулахай юппи юхса иртекен ҫырмара Юрославль урамӗпе ҫуммӑн вырнаҫмалла. Пӗтӗмӗшле 15–20 метр тарӑнӑш пулӗ. Чи тӗпӗнче урапасем лармалли вырӑн хатӗрлӗҫ, унта пурӗ 3 300 ытла машин ларма пултарӗ. Ҫӳлерех суту-илӳ лаптӑкӗсем вырнаҫмалла — вӗсен пӗтӗмешле калӑпӑшӗ 37 пин тӑваткал метра ҫитмелле (танлаштарма: МТВ-центр суту-илӳ ҫуртӗнче пурӗ 85 пин). Ҫавӑн пекех 30 пин ытла тӑваткал метр офис пӳлӗмӗсем валли, 81 пин — пурӑнмаллисем валли туса лартӗҫ. Комплексра ҫуран ҫӳрекенсем валли бульвар та йӗркелеме палӑртнӑ. Пӗтӗмӗшле унти ҫуртсене 6 черетпе ҫӗклесе пӗтересшӗн. Проекта «Сфера» хатӗрленӗ. Архитекторсем: Удяков С.

Канаш хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Родион Мясникова улталама пӑхнӑшӑн тесе айӑпланӑ. Кивӗ тата ишӗлекен ҫуртран ҫынсене куҫарма уйӑрнӑ 5,5 миллион тенке вӑрлама хӑтланнӑ тесе пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3,5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Родион Мясникова 2012 ҫулхи раштав уйӑхӗнче арестленӗччӗ. Экономика тата укҫа-тенкӗ енпе ӗҫлекен унӑн ҫумне Иосиф Яковлева та тытса чарнӑччӗ.
Ӗҫе Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗ тӗпченӗ.
Ӗҫ материалӗсем тӑрӑх калас тӑк, 2011 ҫулта хула администрацине энергокомпани ҫӗнӗ подстанци тума ыйтупа пынӑ пулать. Анчах подстанцие тӑвас ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче пурӑнмалли ҫурт ларнӑ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ энергетиксене ҫынсене хӑйсен шучӗпе хваттерпе тивӗҫтерме сӗннӗ. Ун хыҫҫӑн Мясниковпа унӑн ҫумӗ Яковлев ҫурта кивӗ ҫуртран ҫынсене куҫармалли программӑна кӗртнӗ теҫҫӗ.
Кунсӑр пуҫне тӳресем хӑйсен хваттерӗсене хаклӑрахпа сутса унта Канаш ҫыннисене пурӑнма ярас тӗв тунӑ пулать.
Родион Мясникова суд хупса хума йышӑннипех пӗрлех 200 пин тенкӗлӗх штраф панӑ. Яковлева та 200 пин тенкӗлӗх штарфланӑ тата пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3 ҫуллӑха хупма йышӑннӑ.
