Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Федерацин пассажир компанийӗ 11 ҫулхине уявланӑ. Асӑннӑ организаци «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен тулли мар яваплӑ обществин шутланать. Предприяти хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗ ячӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри пассажир кунне ирттерме йышӑннӑ.
Купе вакунӗсенчи ҫӳлти вырӑнсене раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗччен билет туянса ӗлкӗрекенсене ҫур хакпа сутӗҫ. Акципе усӑ курас тесен раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗччен ҫула тухса ӗлкӗрмелле.
Йӳнӗ хакпа билетсене Чулхулапа Питӗр, Хусанпа Мускав, Хусанпа Ижевск, Шупашкарпа Первомайск тата ытти хӑш-пӗр маршрутпа ҫӳрекен пуйӑссем ҫине туянма пулать. Ҫак йӗркесен авторне кун пирки Чулхулари чукун ҫулӑн корпораци коммуникацийӗсен службин ӗҫченӗ Алена Чернышева пӗлтерчӗ.
Акципе «Раҫсейӗн чукун ҫулӗсем» АУОн сайтӗнче тӗплӗнрех паллашма май пур.
Красноармейски районӗнче Ҫырмапуҫ ялӗнче Хӗл мучипе Юр пике ҫӗнӗ ҫула уҫнӑ. Ял ҫыннисем ӑна тахҫантанпах кӗтнӗ, савӑннӑскерсем уяв тунӑ.
Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ мероприяти Хӗвелтухӑҫ урамӗнче иртнӗ. Хӗпӗртемесӗр! Ара, ҫынсем ҫӗнӗ ҫул сарма хӑйсем те укҫа пухнӑ. Кашни килтен 16500 тенкӗ тухнӑ.
Укҫана ҫу уйӑхӗнче пухса пӗтернӗ. Документсем хатӗрлесенех, авӑн уйӑхӗнче, ҫул тума тытӑннӑ. Чӳк уйӑхӗнче ӗҫ вӗҫленнӗ ӗнтӗ. Халӗ ав ҫак кунсенче ҫырмапуҫсем савӑнӑҫлӑ мероприятие пухӑннӑ.
«Улатӑр–Канаш» расписанипе ҫӳрекен пуйӑс раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗ хыҫҫӑн урӑх расписанипе ҫӳреме тытӑнӗ. Ҫӗнӗ расписани 2021 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗччен ҫирӗплетнӗ.
«Канаш – Улатӑр» маршрутпа пуйӑс ирхи 4 сехет те 48 минутра хускалӗ (ку вӑл хальхинчен 3 минут каярах тенине пӗлтерет); Улатӑра 7 сехет те 14 минутра (хальхинчен 8 минут каярах) ҫитӗ.
«Улатӑр – Канаш» маршрутпа пуйӑс 4 сехет те 52 минутра тапранӗ, Канаша 7 сехет те 16 минутра ҫитӗ (хальхинчен 7 минут каярах).
Хуҫалӑх пуйӑсӗн расписанийӗ те ылмашӗ. Канашран вӑл 3 сехетре Улатӑра тухса кайӗ, Улатӑртан Канаша килме 6 сехет те 15 минутра тухӗ.
Шупашкартан ҫитес ҫул ҫӗнӗ авиарейссем уҫӑлас шанчӑк питех те пысӑк. А.Г. Николаев ячӗллӗ аэропортра пӗлтернӗ тӑрӑх, Росавиаци патшалӑх субсидилекен авиамаршрутсен списокне пичетленӗ. 266 маршрут шутӗнче Шупашкартан ытти хулана каякан 4 авиарейс та пур. Вӑл хуласем ҫаксем: Краснодар, Екатеринбург, Минеральные Воды тата Ҫӗнӗ Уренгой.
Ҫӗнӗ маршрутсене уҫас тӗллевпе аэопорт самай ӗҫ калаҫу ирттернине ӗнентерет. Ҫав шутпа авиакомпанисемпе, республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствипе, республикӑн Элтеперӗпе темиҫе те калаҫнӑ.
«ИрАэро» авиакомпани Краснодар, Минеральные Воды тата Ҫӗнӗ Уренгой хулисене Шупашкар ҫыннисене ҫулталӑкӗпех турттарма хатӗр. «Руслайн» авиакомпани Екатеринбурга ҫулла вӗҫме килӗшнӗ.
Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн Шупашкарти общество транспортӗнче хаксене ӳстерме пултараҫҫӗ. Ку ыйтӑва паян хула администрацийӗнче иртнӗ канашлура сӳтсе явнӑ.
Хаксене юлашки хут пӗлтӗрхи авӑн уйӑхн 1-мӗшӗнче хӑпартнӑ. Аллӑн тӳлемесен троллейбусри хак халӗ 20 тенкӗ тӑрать, автобусри — 21 тенкӗ. Аллӑн укҫа кӑларса тыттарсан хак 22 тата 25 тенке ларать.
Троллейбуссем те, автобуссем те тӑкак тӳсеҫҫӗ-мӗн. Шупашкарти троллейбус управленийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев троллейбус хакне 20 тенкӗрен 22 тенке (аллӑн укҫа тӳлемесен) тата 22 тенкӗрен 26 тенке (аллӑн укҫа тыттарсан) ҫитерме сӗннӗ.
Паян 13 сехет те 45 минутра Шӑмӑршӑ районӗнчи Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ ялӗ ҫывӑхӗне хӑрушӑ авари пулнӑ. Унта пӗчӗк ачан пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
ЧР ШӖМӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Фиат» рулӗ умӗнче Шӑмӑршӑ районӗнче пурӑнакан 24 ҫулти хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл руле итлеттереймен, транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та «Приорӑпа» ҫапӑннӑ.
Хӗрарӑмӑн 3 ҫулти ывӑлӗ ятарлӑ ларкӑчра ларнӑ-ха, анчах вӑл ӑна пиҫиххипе ҫаклатман. Машинӑсем ҫапӑнсан ача салонран тухса ӳкнӗ. Шел те, пульницӑна илсе кайнӑ чухне арҫын ача вилнӗ.
«Приорӑра» пулнӑ водительпе пассажира тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, каҫхи пилӗк сехет тӗлӗнче Етӗрне районӗнче ҫӑмӑл машина фурӑпа ҫапӑннӑ.
Инкек «М-7» федераци ҫулӗн 580-мӗш километрӗнче пулнӑ. «Хендай-Крета» автомобиль рулӗ умӗнче 62 ҫулти хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл тепӗр машинӑран иртсе кайма юраман вырӑнта ҫул-йӗр правилине пӑснӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Хирӗҫ ҫул ҫине сиксе тухнӑ ҫӑмӑл машина малтан цистернӑллӑ «МАН» автомобильпе ҫапӑннӑ, унтан – «Хино-Рейнджер» автомобильпе. Йывӑр сурансене пула хӗрарӑм инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ. Груз турттаракан машинӑсен водителӗсене тӗрӗсленӗ те, вӗсем урах пулни палӑрнӑ.
Шупашкарта тепӗр троллейбус маршрутне улӑштарасшӑн. Тӗрӗсрех каласан, ӑна тӑсасшӑн.
Сӑмах 14-мӗш троллейбус пирки пырать. Аса илтерер: унччен вӑл Университет патӗнчен вокзала ҫити ҫеҫ ҫитетчӗ. Кайран ӑна Ленин Комсомолӗн урамӗпе ячӗҫ.
Тунтикун 14-мӗш троллейбуса Хӗвеллӗ бульвара ҫити ярассине сӳтсе явӗҫ. Троллейбуссен шучӗ малтанхи пекех юлӗ – 14 транспорт. Ҫын нумай ҫӳрекен вӑхӑтра интервал 9-10 минутран 8-9 минута ҫитмелле.
Ҫулта-йӗрте асӑрханса ҫӳремелли каламасӑрах паллӑ. Ку вӑл водительсене ҫеҫ мар, ҫуран ҫӳрекенсене те пырса тивет. Общество транспортне ларсан пирӗн пурнӑҫӑмӑр водительтен килет тесен те пысӑк йӑнӑш пулас ҫук.
Руль умӗнчи ҫыннӑн телефонпа калаҫса пыма юрамасть. Телефона та тытмалла, руле те. Кун пек чухне тимлӗ пулма йывӑр. Питех пуплес килсен ятарлӑ гарнитурпа усӑ курмалла. Пассажирсене турттаракан водительсенчен пӗри йӗркене пӑхӑнас темен — ҫулпа пынӑ чухне телефонпа калаҫнӑ. Ҫавна ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем асӑрханӑ. Водителе явап тытарнӑ.
Шупашкара Питӗртен килекен самолет чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Мускаври Внуково аэропортӗнче анса ларнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: самолетӑн топливо системи таса мар пулнӑ.
Паян эпир асӑннӑ лайнерӑн пилочӗ Алексей Николаев ку историе хӑйӗн страницинче комментариленине асӑрхарӑмӑр. Инкеклӗ лару-тӑру пулнӑ тенипе пилот килӗшмест. Пысӑках мар техника сӑлтавӗ ҫеҫ, вӑл кӑлтӑкпа Хабаровска та ҫитме пулатчӗ тесе палӑртнӑ. Шупашкарта вӑл кӑлтӑка пӗтерме пултаракан специалистсем ҫук тенӗ. Ҫавӑнпа вӑл компанипе ҫыхӑнса никӗс аэропортра анса ларма йышӑннӑ. Самолета ылмаштарма 40 минут ҫеҫ иртнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |