Ӗнер, юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче, «М-7» автоҫул ҫинче, тӑватӑ машина ҫапӑннӑ. Инкекре 13 ҫулти хӗрачапа 11-ти арҫын ача аманнӑ. Вӗсем машинӑсенчен пӗрин салонӗнче ларса пынӑ.
Ҫул-йӗр инспекторӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, «Хендай» автомобиль водителӗ ҫул урлӑ каҫакана ирттерсе яма чарӑннӑ. Ҫуран ҫӳрекен ятарлӑ вырӑнтах, анчах светофор ҫук тӗлте, каҫнӑ.
Ҫӑмӑл машина ҫине ҫурма прицеплӑ, йывӑр тиевлӗ машина пырса кӗнӗ. «Хендай» ҫавна май хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ, унта «Лада Грантӑпа» пырса ҫапӑннӑ. Икӗ машина та ҫул айккине чӑмнӑ. Ҫав вӑхӑтрах йывӑр машина ҫине «Лада Приора» пырса кӗнӗ. Унӑн салонӗнче икӗ ача пулнӑ. Руль умӗнче пулнӑ 18 ҫулти хӗр тата машинӑри икӗ ачана ӑсатнӑ.
Шупашкарти аэропорт хӗллехи ӗҫ вӑхӑчӗ ҫине куҫнӑ. Кун пек вӑл юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнченпе ӗҫлет. Хӗллехи режим пуш уйӑхӗн вӗҫӗччен пырӗ.
Шупашкарти аэропортӑн расписанийӗнче «Победа» авиакомпанин рейсӗсем йышланнӑ. Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнченпе лоукостер Питӗр хулине эрнере тӑватӑ хутчен вӗҫет. Ҫапла вара пирӗн республика ҫыннисем архитектура тата культура енчен пуян ҫав хулана
ытларикунсерен, кӗҫнерникунсерен, эрнекунсерен тата шӑматкунсерен кайма пултараҫҫӗ. Самолет Питӗрти Пулково аэропортне илсе ҫитерет. Кунне кура расписани тӗрлӗрен. Ытларикунпа шӑматкун самолет Шупашкартан 12 сехет те 50 минутра хускалать, Питӗре вӑл 14 сехет те 55 минута ҫитерет; кӗҫнерникун 12 сехет те 40 минутра вӗҫсе кайӗ, Пулково аэропортӗнче 14 сехет те 45 минутра пулӗ; эрнекун 19 сехет те 25 минутра хускалӗ, 21 сехет те 30 минута ҫитерӗ.
Икӗ тӑван урам урлӑ пурӑнаҫҫӗ, нихҫан та пӗр-пӗрне курмаҫҫӗ тесе калакан ваттисен сӑмахӗ аса килчӗ-ха. Ҫӗнӗ Шупашкара Шупашкарӑн спутник хули те теҫҫӗ, анчах Ҫӗнӗ Шупашкартан ирхине Шупашкара килме хӗн, каҫхине — таврӑнма. Мӗншӗн йывӑррине паян республикӑн Правительствин ҫуртӗнче тишкернӗ.
Республикӑн транспорт министрӗ Владимир Осипов икӗ хулана ҫыхӑнтаракан 7 маршрутпа 185 автобус ҫӳремеллине пӗлтернӗ. Анчах вӗсенчен 120-130-шӗ ҫеҫ ҫула тухать иккен. Сӑлтавӗ — транспорт тата водительсем ҫитменни. Пуррисем маршрут тупӑшли марри ҫине йӑвантараҫҫӗ. Хака 2012 ҫултанпа ӳстермен-мӗн.
Транспорт министерстви ҫывӑх вӑхӑтра ҫӗнӗ маршрут уҫасшӑн.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, «Ҫӗрпӳ-Чӗмпӗр» А-151 ҫул ҫинче инкек пулнӑ. Пӑтӑрмах кӑнтӑрла, 12 сехет тӗлӗнче, сиксе тухнӑ.
«Мерседес» минивэн водителӗ ҫулӑн сулахай енче ларакан манипуляторпа ҫапӑннӑ.
Ҫӑмӑл машинӑра 9 пассажир пулнӑ. Вӗсене водитель Мускавран Патӑрьел районне илсе килнӗ. Анчах Ҫӗрпӳ районӗнче ҫынсем инкеке ҫакланнӑ. Манипуляторпа ҫапӑнсан «Мерседес» водителӗ аманнӑ. Унсӑр пуҫне тӑватӑ пассажира пульницӑна ӑсатнӑ. Ыттисене вырӑнта пулӑшнӑ.
Чӑваш Енӗн ШӖМӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ют ҫӗршывра кӑларнӑ ҫӑмӑл автомашина водитель тимсӗрлӗхӗпе ҫыхӑнма пултарнӑ.
Паян Куславкка районӗнчи Куснар ялӗ тӗлӗнчи автоҫула савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. «Атӑл» М-7 ҫула пурӗ 17 километр тӑршшӗ лаптӑк ҫинче юсанӑ. Калӑпӑшлӑ ӗҫсене пурнӑҫлама 1,5 миллиард тенкӗ тӑкакланӑ. Тупрана федераци хыснинчен уйӑрнӑ.
Ҫула юсаса ҫӗнетнӗ май автодус чарӑнӑвӗсене кирпӗчрен пурӗ сакӑр штук купаланӑ. Шӑв-
шавран сыхлакан экрансем, ҫутӑ хунарӗсем вырнаҫтарнӑ.
Юсав ӗҫӗсене подряд организацийӗ пӗлтӗрхи утӑ yйӑxӗнче пуҫланӑ.
Юсаса ҫӗнетнӗ ҫула уҫма тӳре-шара пухӑннӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев строительсене ӗҫшӗн тав тунӑ.
Улатӑр районӗнчи Иваньково-Ленино ялӗнче руль умӗнчи хӗрарӑм йывӑҫ ҫине пырса тӑрӑннӑ. Вӑл руле итлеттереймен, ҫул ҫинчен тухса кайнӑ.
Ку авари юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ирхи 7 сехет те 35 минутра пулнӑ. 35 ҫулти хӗрарӑмпа пӗрле 7 ҫулти ачи пулнӑ. Хӗрарӑм хӑй те, ачи те ятарлӑ пиҫҫиххипе ҫыхӑнман. Ҫитменнине, ачан ятарлӑ кресло пулман.
Аварире шар курнӑ хӗрарӑмпа шӑпӑрлана пульницӑна илсе кайнӑ. Вӗсен сурансем пур.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкарти Эгер бульварӗпе Шумилов урамӗ хӗресленнӗ вырӑнта 15 ҫулти ҫамрӑк аварире шар курнӑ.
Эгер бульварӗнчи 31-мӗш ҫурт патӗнче «Ладӑн» вунтӑвттӑмӗш моделӗ тата «Шкода» ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тарӑх, «Лада» сулахаялла пӑрӑннӑ чухне тепӗр машинӑна ҫул паман. «Ладӑри» 15 ҫулти пассажир аманнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ҫамрӑка тухтӑрсем медпулӑшу панӑ хыҫҫӑн киле янӑ.
Ҫакӑ паллӑ: авари вӑхӑтӗнче икӗ водитель те урӑ пулнӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Правительствинче «Мускав — Чулхула — Хусан» автоҫула тӑвас ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
«М-12» ҫул пирӗн республикӑри Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Канаш, Тӑвай районӗсем урлӑ иртмелле. Пирӗн регионта унӑн тӑршшӗ 98 ҫухрӑмпа танлашӗ. Ҫула 2024 ҫулхи ҫур-кунне туса пӗтерме ӗмӗтленеҫҫӗ.
Ҫул-йӗр тӑвас ыйтупа яваплисем ӗҫе кӳлӗннӗ ӗнтӗ. Ятарлӑ дирекци йӗркеленӗ. Халӗ территорие планлас енӗпе кирлӗ хутсене хатӗрлеҫҫӗ.
Машинӑсем пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳремеллискер «Европа — Хӗвеланӑҫ Китай» ҫулӑн пӗр пайӗ пулӗ.
Чӑваш Енре ҫул-йӗр ҫинчи инкексен шучӗ сахалланнӑ. Кун пирки Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Романов калана.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен правительство комиссийӗн ларӑвне ирттернӗ.
Кӑҫалхи 9 уйӑхра пирӗн республикӑра ҫул-йӗр инкекӗсен шучӗ 5,1 процент (900 штукран 854 таран) чакнӑ. Инкексенче вилнисен йышӗ пӗлтӗрхи тӑхӑр уйӑхра 90 ҫын вилнӗ, кӑҫалхи кӑрлач—авӑн уйӑхӗсенче — 87. Суранланнисен йышӗ пӗлтӗр 1175 ҫынпа танлашнӑ, кӑҫал – 1109.
Элӗк районӗнче Прокопьев усламҫа контракта вӑхӑтра пурнӑҫламаншӑн штрафланӑ. Республика прокуратури ӑна 214,4 пин тенкӗлӗх штраф тӳлеттернӗ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, Прокопьев усламҫӑ виҫӗ урамри ҫула (вӗсем виҫӗ ялта вырнаҫнӑ) юсама контракт илнӗ, анчах палӑртнӑ вӑхӑт тӗлне объектсене туса ҫитереймен. Юсамалли урамсем Элӗк районӗнчи Шӗмшеш ял тӑрӑхӗнче пулнӑ.
Предпринимателӗн ҫулсене ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗччен юсаса пӗтермелле пулнӑ. Ҫурлан 14-мӗшӗнче прокуратура ӗҫченӗсем объектсене тӗрӗслеме персе ҫитнӗ, анчах ӗҫе вӗҫличчен чылай юлнине асӑрханӑ. Ҫапла май усламҫа РФ КоАПӗн 7.32-мӗш статьян 7-мӗш пайӗпе айӑпланӑ, урӑхла каласан, контрактпа палӑртнӑ ӗҫе пурнӑҫлама пултарайманшӑн. Ку вара юлашкинчен контракт хакӗн 5 проценчӗпе танлашакан штрафпа ҫаврӑннӑ.
Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен ӗҫченӗсем объектсенче килсе кайнӑ хыҫҫӑн унти ӗҫ хӑвӑртланнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |