Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 21 сехет те 20 минутра «Нурӑс – Патӑрьел – Елчӗк» ҫул ҫинче, 12-мӗш ҫухрӑмӗнче, авари пулнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта виҫӗ ача тата аслӑ ӳсӗмри икӗ ҫын шар курнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр машина транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та тепӗр машинӑпа ҫапӑннӑ. Пӗр машина водителӗ, унӑн салонӗнче пулна виҫӗ ача тата тепӗр машина водителӗ аманнӑ. Ачасем 3-ре, 8 ҫулта тата 12-ре.
Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Прокуратура ҫакна тӗрӗслесе тӑрӗ.
Паян ирхи 7 сехетре Канашра васкавлӑ медпулӑшу машини аварие лекнӗ хӗрарӑм патне кайма тухнӑ. Анчах вырӑна ҫитеймен – хӑй те аварие ҫакланнӑ.
Васкавлӑ медпулӑшу машини УАЗпа ҫапӑннӑ. УАЗ ҫаврӑнса ӳкнӗ, вӑл тӳрех хыпса илнӗ. Тухтӑрсен машини те самаях сиенленнӗ.
Канаш хулинче пулнӑ аварие те, районта ҫул ҫинче сиксе тухнӑ аварие те васкавлӑ медпулӑшу бригадисем янӑ. Инкекре суранланнӑ хӗрарӑма пульницӑна илсе ҫитернӗ. УАЗ водительне вара вырӑнтах пулӑшнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу машининче пулнӑ тухтӑра пульницӑра тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн киле янӑ.
Мускавран Хусана «М-12» трассӑпа кайнӑшӑн ҫӑмӑл машинӑсен 1600 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Ҫул ҫинче вӗсен 6 сехет те 30 минут иртӗ. Ҫапла пӗлтернӗ «Автодор» предприяти ертӳҫи Вячеслав Петушенко «Россия 1» телеканала.
Тӳлевлӗ ҫулсем ҫинче «Автодор» машинӑсене сехетре 150 километр таран хӑвалама ирӗк парасшӑн. «Ҫӑмӑл автомобильсен 1 километр ҫулшӑн вӑтамран 2,5 тенкӗ тӳлемелле. Трасса 800 километр тӑршшӗ пулассине шута илсен мӗнпур маршрутшӑн 1600 тенкӗ тӳлемелле», – тенӗ Вячеслав Петушенко.
Транспондерсен хуҫисене 20 процент йӳнӗрех тӳлеттерессине пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ автоҫула малтан шухӑшланӑ пек 2027 ҫулта мар, 2024-мӗшӗнчех туса пӗтересшӗн. Ҫакӑн пек тӗллев лартнӑ РФ премьер-министрӗ Михаил Мишустин.
Паян, утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче Красная Горка ялӗ ҫывӑхӗнче М-7 ҫул ҫинче фура ҫаврӑнса ӳкнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ку 16 сехетсенче пулнӑ. Шӑпах ҫавӑн чухне ҫумӑр ҫуса иртнӗ, асфальт йӗпеннӗ. Ҫитменнине, ҫав ҫул пайӗ хӑрушӑ шутланать, унта тӑвайккиллӗ.
Аварире пӗр ҫын шар курнӑ.
Канаш районӗнче 15 ҫулти яш мопед рулӗ умне правсӑр ларнӑ. Ӑна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ, мопеда штрафстоянкӑна ӑсатнӑ.
Шупашкарта та правсӑр ҫынсем руль умне лараҫҫӗ. Ун пек мотоциклиста асӑрхани пирки ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем Инстаграмра ҫырнӑ. Мотоцикла штрафстоянкӑна илсе кайнӑ.
Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умне ӳсӗр пуҫпа ларакансем те йышлӑ. Шупашкарта, ав, паян ирпе ҫамрӑк хӗрарӑм инкеке лекнӗ. Турра шӗкӗр, хӑй те, ҫуран ҫӳрекенсемпе ытти водитель те аманман, машина алӑкӗ ҫеҫ лапчӑннӑ. Сӑнпа пӑхма хӗрӗнкӗ пулни сисӗннӗ, апла пулин те ҫамрӑк хӗрарӑм эрех ӗҫнипе ӗҫменнине тӗрӗслеттерме килӗшмен.
Шупашкар хулинче, Хусанкай урамӗнчи шкул ҫывӑхӗнче, ҫул урлӑ каҫнӑ ҫӗрте светофор вырнаҫтарнӑ. Анчах вӑл ыттисенчен уйрӑлса тӑрать. Светофора хӗвел энергийӗпе ӗҫлемелле тӑнӑ. Ҫуран ҫӳрекенсем каҫнине, машинӑсен хӑвӑртлӑха чакармаллине светофор выляса тӑракан сарӑ ҫутӑпа асӑрхаттарать.
Специалистсем каланӑ тӑрӑх, шкултан инҫех мар светофор вырнаҫтарни инкексенчен асӑрханма пулӑшӗ. Светофор хӗвел энергийӗпе ӗҫленӗрен ун валли ҫутӑ кирлӗ мар. Вӑл кӑнтӑрла та, каҫпа та пӗр пек ӗҫлейрет.
Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртекен управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх,
хӗвел энергийӗпе ӗҫлекен светофорсене ытти вырӑнта та вырнаҫтарма пулать.
Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ирхи 1 сехет те 28 минутра Шупашкарта мотоциклист инкеке лекнӗ. Карл Маркс тата Воробьев композиторсен урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта, светофор симӗс тӗспе ҫуннӑ чухне, «HONDA» мотоцикла тытса пыракан ҫамрӑк арҫын тимӗр карта ҫине пырса кӗнӗ. 33 ҫулти арҫын вилнӗ.
Инкек вырӑнне йӗрке хуралҫисем пырса ҫитнӗ. Вӗсем мотоциклистӑн прави тата ОСАГО страхламалли полис ҫуккине палӑртнӑ.
33 ҫулти арҫын, вӑл Канаш районӗнчен пулнӑ, транспортпа ҫӳреме права пулман. Ӑна унсӑр хӑварнӑ.
Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пулса иртнӗ инкек сӑлтавне палӑртассипе йӗрке хуралҫисем малалла ӗҫлеҫҫӗ.
Раҫҫей тата Турци президенчӗсем Владимир Путин тата Реджеп Тайип Эрдоган икӗ ҫӗршыв хушшинче самолетсем ҫӳретме тытӑнас ыйтӑва телефонпа сӳтсе явнӑ. Ҫак ыйтӑва тишкерме яваплӑ ведомствӑсене хушнӑ. Кун пирки РФ ертӳҫин пресс-секретарӗ Дмитрий Песков «Новости» информаци агентствине пӗлтернӗ.
Маларах «Андолу» агентство Турцин Транспорт министерстви самолетсене утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗ хыҫҫӑн вӗҫтерме пуҫласси ҫинчен Раҫҫейпе калаҫса татӑлни пирки хыпарланӑ. Ҫапах та самолетсем хальлӗхе вӗҫмеҫҫӗ-ха.
Путинпа Эрдоган телефонпа утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче калаҫни пирки «Парламентская газета» хаҫат паян пӗлтернӗ.
Сӑмах май, иртнӗ эрнере Татьяна Голикова вице-премьер ҫӗршывсем хушшинче самолетсене утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен ҫӳретме пуҫлама май пуррине пӗлтернӗ.
Шупашкар районӗнче арӑмӗпе упӑшки ҫул ҫинчи инкекре вилнӗ. Пӑтӑрмах вырсарникун каҫхине 20 сехет те 50 минутра «Вятка» ҫул ҫинче пулнӑ.
Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Шупашкар енчен каякан «ВАЗ-2115» автомашина Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркасси енне пӑрӑнма тӑнӑ. Ҫавӑнта транспорт хирӗҫ пыракан «BMW» машинӑна ҫул паман имӗш. Инкекре водитель тата 51 ҫулти хӗрарӑм васкавлӑ пулӑшу бригади пырса ҫитиччен вилнӗ. Вӗсем упӑшкипе арӑмӗ пулнӑ, Шупашкар районӗнче пурӑннӑ.
Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машина рулӗ умӗнчи 29 ҫулти водитель (вӑл – Патӑрьел районӗн ҫынни) аманман. Ӑна тӗрӗсленӗ те, вӑл урӑ пулни палӑрнӑ. Ҫул-йӗр правилине пӑснӑшӑн ӑна маларах административлӑ майпа 18 хутчен явап тыттарнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗ хыҫҫӑн Канашран Хусана, Хусантан Канаша электричка ҫӳреме пуҫлӗ. Асӑннӑ маршрута кӑшӑлвирус сарӑлнине пула йышӑннӑ чарусем вӑхӑтӗнче хупнӑччӗ. Халӗ лару-тӑру йӗркеленсе пырать тесе ӗнентереҫҫӗ, ҫавна май пӗр регионтан тепӗр региона ирӗклӗнех (Раҫҫей тӑрӑх ҫула тухма унччен те чарман-ха, анчах тепӗр ҫӗре ҫитсен икӗ эрне карантинта лартатчӗҫ) ҫӳреме ирӗк параҫҫӗ.
«Хусан-Канаш-Хусан» маршрутпа электричкӑсем ҫӳреме пуҫласси пирки «Содружество» пассажир компанийӗн пресс-служби пӗлтернӗ.
6351-мӗш номерлӗ пуйӑс Хусантан 4 сехет 7 минутра хускалӗ, Канаша 6 сехет те 63 минутра ҫитӗ. Канашран вӑл 17 сехет те 57 минутра тапранӗ, Хусана 21 сехетре ҫитсе чарӑнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |