Шупашкар хулинче пӗр машина Чӑваш патшалӑх филармонине хирӗҫ вырнаҫнӑ ҫуртӑн путвалӗн ҫине пырса кӗнӗ. Те васканӑ ӗнтӗ, те айккинелле пӑхма хӑтланса пӑрӑнса кайнӑ, те тормоз йӗркеллӗ ӗҫлемен...
Президент бульварӗнчи 11-мӗш ҫуртӑн аялти хучӗн кирпӗч стени ҫине «Toyota Land Cruiser» маркӑллӑ автомобиль паян, кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, пырса ҫапӑннӑ. Машинӑн патшалӑх номерӗ — О522ОО 21. ОСАГОн уҫӑ даннӑйӗсене ӗненсен, автомобиле 86 ҫулхи кинемей ячӗпе ҫыртарнӑ. Полисра ҫавӑн пекех 60 ҫулти арҫын ячӗ пур.