Хулара
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 11 сехет те 50 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарта "Дубрава" чарӑну патӗнче 101-мӗш "с" автобус хӗрарӑма ҫапса хӑварни пирки тӗнче тетелӗнче хыпар сарӑлнӑччӗ. Вӑл светофор хӗрлӗ ҫутнӑ вӑхӑтра ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Шел те, ҫав хӗрарӑм, 72 ҫултискер, кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пульницӑра вилнӗ. Кунсӑр пуҫне ҫав кунах Шупашкарти База проездӗнче васкавлӑ медпалӑшу машини, ачана Республика клиника пульницине илсе каяканскер, аварие лекни пирки пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |