Ӗнер, пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнче пуйӑспа «ГАЗель» машина ҫапӑннӑ. Чукун ҫул ҫинчи пӑтӑрмах 15 сехет те 50 минутра пулнӑ. Чукун ҫул каҫҫинче «ГАЗель» ҫине тавар турттаракан пуйӑс пырса кӗнӗ, ӑна вӑл лапчӑтсах лартнӑ. Инкек «Тутаркасси – Кӳкеҫ – Ҫӗнӗ Шупашкар» трасса ҫинче сиксе тухнӑ.
Ҫул ҫинчи пӑтӑрмах пирки хыпарлакан МИХсенчен пӗри 10 вакунлӑ пуйӑс Шупашкар еннелле кайнине пӗлтерет, «ГАЗель» машина вара — Илпеше. Инкекшӗн хӑшӗ айӑпли хальлӗхе уҫӑмлӑ мар, ӑна палӑртӗҫ. «ГАЗель» автомобиль рулӗ умӗнче пулнӑ 48 ҫулти водитель ал лаппине касса янӑ.
Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Шупашкартан Питӗре каякан пуйӑс Ҫӗрпӳ районӗнчи чукун ҫул каҫҫи ҫинче фурӑпа ҫапӑннӑччӗ. Светофорӑн хӗрлӗ ҫутине пӑхмасӑрах чукун ҫул ҫине кӗрсе кайнӑ водителе явап тыттарнӑччӗ.
Шупашкар хулинче ҫул-йӗр хӗресленнӗ вырӑнта машинӑсем вӑрах тӑрасран светофорсен ӗҫне лайӑхлатсах пыраҫҫӗ. Хальхинче Ленин проспекчӗпе Гагарин урамӗ хӗресленнӗ тӗлтин ӗҫне ылмаштарнӑ.
Гагарин урамӗнчен Ленин проспекчӗн сулахай енне пӑрӑнакансем валли светофорӑн хушма секцийӗсене вырнаҫтарнӑ. Вӗсем 7-10 ҫеккунт ӗҫлеҫҫӗ. Мӗн чухлӗ пуласси талӑкӑн вӑхӑтӗнчен килет.
Светофор ӗҫне улшӑну кӗртни ҫул хӗресленнӗ вырӑнта инкек пуласран асӑрханма меллине ӗнентереҫҫӗ.
Гагарин урамне Петров урамӗнчен пуҫласа Ленин проспекчӗ таран сарлакалатни машинӑсем иртсе ҫӳрессине 20 процент хӑвӑртлатнӑ иккен.
Маларах Шупашкарти ытти хӑш-пӗр ҫул хӗресленнӗ ҫӗрти светофорсен ӗҫне те улӑштарнӑччӗ.
Шупашкарти Ҫӗнӗ хула микрорайона троллейбус ҫӳреттерме тытӑнасшӑн. Ҫавна май унта ҫул ҫаври тӑвасшӑн.
Ку проекта пурнӑҫа кӗртме 227 миллион тенкӗ кирлӗ. Ӗҫе 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме палӑртнӑ. Аукцион кӗҫех, пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, иртӗ.
Ӗҫ виҫӗ тапхӑрпа иртмелле. Пӗрремӗшӗнче Шупашкар проспектӗнчи ҫула тӑватӑ полоса таран сарлакалатасшӑн. Хальлӗхе вӑл 2 полосаллӑ кӑна.
Иккӗмӗш тапхӑрта ҫул ҫаври тӑвасшӑн. Виҫҫӗмӗш тапхӑрта микрорайонта троллейбус линине карасшӑн. Диспетчер пункчӗ халӗ маршруткӑсен юлашки чарӑнӑвӗнче пулӗ. Троллейбуса микрорайон тавра ярасшӑн.
«Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» холдинг Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене ҫу уйӑхӗнче тӳлевсӗр илсе ҫӳрӗ. Ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма мӗнпур класлӑ пуйӑсра, ҫав шутра — пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ «Сапсансенче» те, усӑ курма май килӗ.
Кӑҫалхи акци ҫу уйӑхӗпех тӑсӑлӗ. Ҫав вӑхӑтра Раҫҫей тӑрӑх унталла та кунталла пӗр ҫынах тем чухлӗ хутлама ирӗк парӗҫ.
Тӳлевсӗр билет туянас тесен вӑрҫӑ ветеранӗсен паспорт, вӑрҫӑ ветеранӗ, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин сусӑрӗ пулнине е «Ленинграда хӳтӗленишӗн» медальпе чысланине ҫирӗплетекен удостоверени кӑтартмалла. Ватӑпа пӗрле ҫула тухнӑ ҫынна та ҫӑмӑллӑх парӗҫ: унран вырӑн таврашӗшӗн, апатшӑн укҫа илмӗҫ.
Пӗлтӗр те вӑрҫӑ ветеранӗсен ҫӑмӑллӑх пулнӑччӗ. Анчах ун чухне вӗсене ҫу уйӑхӗн 3-12-мӗшӗсенче ҫеҫ тӳлевсӗр ҫӳретнӗччӗ.
«Раҫҫейӗн чукун ҫулӗ» холдинг хӑвӑрт ҫӳрекен пуйӑспа инҫе ҫула тухакан пассажирсене какай ҫитерме пӑрахнӑ. Унсӑр пуҫне вӗсене пулӑпа ҫӑмарта та лекмӗ. Анчах ҫакӑ — вӑхӑтлӑха кӑна.
«Раҫҫейӗн чукун ҫулӗ» холдингӑн Чулхулари чукун ҫулӗн корпоратив ҫыхӑнӑвӗсен пайӗн халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалисчӗ Алена Чернышева пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑйне евӗр апат типӗ тытакансене ҫеҫ пырса тивет. Анчах вӗсене те ирӗксӗрлесе ҫитермӗҫ. Хӑйсене килӗшекен менюна пассажирсем билет туяннӑ чухнех суйлаҫҫӗ.
Типӗ тытакансен рационӗпе хӑвӑрт ҫӳрекен «Сапсан» пуйӑсри пӗрремӗш класлӑ тата услам-класлӑ вырӑнсене билет туяннисене ҫеҫ тивӗҫтереҫҫӗ. Ун пек пуйӑссем Шупашкара ҫӳремеҫҫӗ-ха. Вӗсем, сӑмахран, Мускавран Питӗре тата Чулхулана хутлаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑхӑн патшалӑх инспекцийӗ пуш уйӑхӗнче темиҫе рейд ирттерме палӑртнӑ. Хайхи тӗрӗслевсен графикне хӑйсен сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
Ҫав графикпа килӗшӳллӗн республика шайӗнче профилактикӑпа ҫыхӑннӑ пилӗк тӗрӗслев йӗркелӗҫ. Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче «Ҫуран ҫӳрекен. Ҫул каҫҫи» рейд иртӗ. Уйӑх варринче, 16-мӗшӗнче, инспекторсем «Автобус» ятпа пулакан тӗрӗслеве тухӗҫ. Пуш уйӑхӗн 23-24-мӗшӗсенче ҫул ҫине руль умне ӳсӗрле ларса тухнисене тытса чарас тӗллевпе ҫине тӑрса ӗҫлӗҫ, акци ячӗ — «Ӳсӗр водитель».
Тепӗр пилӗк кунран, 29-мӗшӗнче, пакунлисем ҫынсем ачисене машинӑра епле илсе ҫӳренине тимлӗрех сӑнӗҫ, ун чухне вӗсем «Ачасем. Упранмалли хатӗрсем» рейда тухӗҫ. Тепӗр кунхине вара инспекторсем «Чукун ҫул каҫмӑшӗ» тӗрӗслев ирттерме планланӑ.
Вӑрнар районӗ еннелле каймалли ҫул лайӑхах мар, арканма пуҫланӑ. Хӑш-пӗр вырӑнта самай пысӑк шӑтӑксем. Кӑҫал ҫав ҫулӑн пӗр пайне юсама палӑртнӑ.
Ҫула Ишлей станцийӗнчен пуҫласа Красноармейски районӗнчи Пикшик ялӗ таран ҫӗнетӗҫ. Пӗтӗмпе – 23 ҫухрӑм.
Ҫула «Хӑрушсӑр тата пахалӑхлӑ ҫулсем» программӑпа килӗшӳллӗн юсӗҫ. Аукционри малтанхи хак – 171 510 911 тенкӗ. 90 миллион тенке яхӑн федераци хыснинчен уйӑрӗҫ. Вӑтамран илсен, аукционра хак пӗчӗкленмест пулсан, 1 ҫухрӑм ҫула юсамашкӑн 7,5 миллион тенкӗ кайӗ.
Аукцион пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртӗ. Килӗшӳ алӑ пуссан ӗҫе 7 уйӑхра вӗҫлемелле. Эппин, аукцион ӑнӑҫлӑ вӗҫленсен, чӳк уйӑхӗнче машинӑсем ҫӗнӗ ҫулпа ҫӳреме пуҫлӗҫ.
Ӗнер Шупашкарти Граждан ҫул ҫаврӑнӑшӗнче хӑрушӑ авари пулни пирки, унта виҫӗ ҫамрӑк вилни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Каллех хурлӑхлӑ хыпар: пульницӑра тепӗр ҫамрӑк пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Аса илтерер: «Лада Приора» машина юпа ҫине пырса кӗнӗ хыҫҫӑн ҫунма пуҫланӑ. Салонри 20-ри водитель тата 21 ҫулти икӗ пассажир вырӑнтах вилнӗ. 17-ри тата 18-ти ҫамрӑксене пульницӑна ӑсатнӑ. Шел те, вӗсенчен пӗри реанимацире вилсе кайнӑ.
Руль умӗнче ларнӑ ҫамрӑкӑн прави те пулман, ӑна туртса илнӗ. Машина вара — ашшӗн.
Куракансем каланӑ тӑрӑх, «Лада Приора» тата тепӗр машина «Богданка» енчен пысӑк хӑвӑртлӑхпа ӑмӑртмалла килнӗ. Пассажирсем вара хӑрушсӑрлӑх пиҫҫихипе ҫыхӑнман пулнӑ.
Паян ҫӗрле, 1 сехет иртсен, Шупашкарта хӑрушӑ авари пулнӑ. Граждан урамӗнчи ҫул ҫаврӑнӑшӗнче машина юпана пырса тӑрӑннӑ та ҫунма пуҫланӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Приора» водителӗ руле итлеттереймен те юпа ҫине пырса кӗнӗ. Кун хыҫҫӑн машина ҫунма пуҫланӑ.
Куракансем каланӑ тӑрӑх, машина ҫапӑнсан тӗтӗм йӑсӑрланма пуҫланӑ. Пушарнӑйсем вырӑна часах ҫитнӗ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем ҫула пӳлнӗ. Машина сирпӗнес хӑрушлӑх пулнӑ.
Шел те, хӑрушӑ аварире виҫӗ ҫын вилнӗ: водитель тата 21 ҫулти икӗ пассажир. Тепӗр иккӗшӗ, 17-ри тата 18-ти ҫамрӑксем, суранланнӑ, вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ.
Улатӑр хулинче пассажирсене турттаракансемпе канашлу иртнӗ. Ҫак енӗпе унта уйрӑм ҫынсем тата организацисем тимлеҫҫӗ иккен. Кун пирки хула администрацийӗн пресс-служби хыпарланӑ. Хулари 10 маршрута тытса тӑракансем — «Чӑвашавтотранс» предприятин филиалӗ, «Сура» юлташлӑх тата уйрӑм усламҫӑсем.
Канашлура хула ҫыннисен ӳпкевӗсем пирки те каланӑ: маршрут тата график йӗркине пӑсакансем пур иккен. Ҫакӑн пирки канашлура хытах калаҫса илнӗ. Расписанире пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, юлашки рейссен ҫула 20 сехет те 30 минутра тухмалла.
Канашлӑва Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Боголюбов ертсе пынӑ, вӑл транспортӑн йӗркене ҫирӗп пӑхӑнмаллине палӑртса хӑварнӑ, пассажирсене меллӗ пулмаллине аса илтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |