Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.5 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫанталӑк

Республикӑра
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви архивӗнчи сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви архивӗнчи сӑн

Ӗнер ҫумӑра тата вӑйлӑ ҫиле пула Чӑваш Енре 4 округри 7 ялта электроэнерги сӳннӗ: Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш тата Шупашкар округӗсенче. Ҫил хушӑран ҫеккунтра 20 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ.

Каҫхине республикӑра юсав ӗҫӗсемпе 4 бригада ӗҫленӗ: 12 ҫын тата 4 техника.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/GKCHS/4001
 

Ҫутҫанталӑк

Ку эрнере республикӑра ҫанталӑк нормӑран ӑшӑрах тӑрать. Хӗвел ҫинче 35-40 градус шӑрӑх пек туйӑнать. Термометр паян 30 градус ӑшӑ кӑтартать.

Ыран чи шӑрӑх кун пулӗ: термометр сулхӑнра 28-33 градус кӑтартӗ. Вырсарникун сивӗ фрончӗ ҫывхарма тытӑнӗ. Кӑнтӑрла хыҫҫӑн пӗлӗтленӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ. Каҫхине тата ҫӗрле вӑйлах ҫума пултарать. Пӑр ҫӑвас, ҫил вӑйланас хӑрушлӑх пур.

Тунтикун 19-24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрле – 10-12 градус. Ҫил вӑйланӗ, ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ. Уяр пулсан та кӑшт ӑшӑрах тумланма тивӗ.

Ҫитес эрнере ҫумӑр ҫумӗ, юнкун, эрнекун тата вырсарникун кӑна хӑш-пӗр ҫӗрте ҫума пултарать.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, иккӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче каллех 30 градус шӑрӑх пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫӗртме уйӑхӗнче мӗнле ҫанталӑк пулӗ-ха?

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк улашнса тӑрӗ, уйӑх тӑршшӗпе 5 хутчен ӑшӑтса сивӗтӗ.

Чи шӑрӑх кунсем пӗрремӗш декада вӗҫӗнче тата иккӗмӗш декадӑра пулӗҫ. Пӗрремӗш декада варринче вара ҫанталӑк ытти ҫулсенчен сивӗрех тӑрӗ.

Ҫумӑр сителӗклех ҫӑвӗ-и? Пӗрремӗш тата юлашки декадӑра типӗ ҫанталӑк пулӗ. Ҫумӑр ытларах уйӑх варринче ҫӑвӗ. Ун чухне ҫӗртме уйӑхӗнчи нормӑн ҫурри ытларах ҫӑвӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере тата ӑшӑрах пулӗ. Эрне вӗҫнелле кӑнтӑрла термометр 30 градус кӑтартӗ. Каҫхине те 15-20 градус ӑшӑ пулӗ.

Кӗҫнерникун кӑна пӗлӗтсем курӑнма тытӑнӗҫ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарать. Ҫапах шӑрӑх чакмӗ. Канмалли кунсенче ҫумӑр пулмӗ, кӑшт пӗлӗтленӗ, ҫил вӑйланӗ.

Чи шӑрӑх кунсем ҫӗртмен 1-2-мӗшӗсенче пулӗҫ. Ун чухне термометр сулхӑнра та 31-33 градус кӑтартӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере республикӑна сивӗрех сывлӑш килӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем ку эрнере мӗнле ҫанталӑк пулассине пӗлтернӗ. Паян тата ыран кӑнтӑрлаччен ҫумӑр ҫукалӗ. Унтан сивӗ сывлӑш килӗ, ҫил вӑйланӗ.

Кайран ҫанталӑк майӗпен ӑшӑтма тытӑнӗ. Ыран кӑнтӑрла хыҫҫӑн хӗвел тухӗ. Ҫапах эрне варринче те хушӑран ҫумӑр ҫума пултарӗ. Кӗҫнерникун республикӑна сивӗ фрончӗ ҫитӗ. Эрнекун уяр тӑрӗ. Анчах канмалли кунсем те сивӗ ҫанталӑкран пуҫланӗҫ. Вырсарникун вара хӗвеллӗ, ӑшӑ пулӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес тунтикун каллех сивӗ килӗ, вӑл икӗ куна тӑсӑлӗ. Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче тин республикӑра хӗвеллӗ, 20 градус ытла ӑшӑ ҫанталӑк хуҫаланма тытӑнӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫӗх ҫӗмӗрт сивви иртсе каять те… сирень сивви килет.

Халӗ ҫил кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен самай вӑйлӑ вӗрет. Ыран, шӑматкун, лӑпланӗ, сывлӑш 19-24 градус таран ӑшӑнӗ. Вырсарникун 30 градуса яхӑн ӑшӑ пулӗ. Анчах кӑнтӑрла хыҫҫӑн пӗлӗтленӗ. Ҫӗрле тата тунтикун кӑнтӑрлаччен ҫумӑр ҫӑвӗ. Аслати авӑтма пултарать. Эрне тӑршшӗпех ҫумӑр ҫукалӗ.

Ытларикун каллех ҫил вӑйланӗ, ҫавна май ӑшӑрах тумланма тивӗ. Телее, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑм ӳкмӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Унччен синоптиксем пӗлтернӗ пекех, уйӑхӑн иккӗмӗш ҫурринче ӑшӑтма тытӑнӗ. Ыран термометр 20 градус таран ӑшӑ кӑтартӗ. Ҫапла эрне вӗҫӗчченех пулӗ. Хӑш-пӗр кун вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫума пултарӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере каллех сивӗтӗ. Синоптикем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кӑна ҫуллахи пек ҫанталӑк хуҫаланма тытӑнӗ. Хальлӗхе вара, ҫитес 10 кунра, республикӑра ҫанталӑк климат норминчен 10 градус сивӗрех пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ӗнер тата паян республикӑра ӑшӑ, анчах ҫиллӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫӗр тата ыран ирхине ҫумӑр ҫӑвӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн – вӑйлах. Аслати авӑтма пултарать.

Уяв кунӗсенче ҫанталӑк кӑшт уҫӑрах пулӗ, кӑнтӑрла 10-15 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Ҫу уйӑхӗн 8- тата 11-мӗшӗсенче ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫил лӑпланӗ. Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче чи сивӗ кун пулӗ. Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнченпе 20 градус ӑшӑ хуҫаланма тытӑнӗ.

 

Раҫҫейре
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Паян Мускавра юр ҫуса лартнӑ. Синоптиксем кун пек вӑйлӑ юр юлашки 116 ҫулта рекорд пулнине палӑртнӑ.

Йывӑҫсем тӳннӗ, юпасем те ӳккеленӗ. Вӗсене пула машинӑсемпе ҫуртсем сиенленнӗ.

Сӑмах май, пӗлтӗр ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Чӑваш Республикинче те юр ҫунӑччӗ. 2003 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗнче Шупашкарта юр ҫуса лартнӑччӗ. Ун чухне симӗс ҫулҫӑллӑ йывӑҫсем юр йывӑрӑшне чӑтаймасӑр тӳнӗччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_430790
 

Ҫутҫанталӑк

Кӑҫал ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчи кунсем питех ӑшӑ килмерӗҫ. Малалла мӗнле пулӗ? Синоптиксем мӗн калаҫҫӗ?

Ҫу уйӑхӗн иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш декадисенче типӗ те ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ. Уйӑхӑн иккӗмӗш ҫурринче Шупашкарта сывлӑш 18-23 градус таран ӑшӑнӗ, хӑш-пӗр кунра – 25 градус таранах. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче аслатиллӗ шалкӑм ҫумӑр ҫума пултарать.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, [11], 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, ... 42
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй чакнине туятӑр. Хирӗҫӳсенчен пӑрӑнма тӑрашӑр, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫе тата пултарулӑха япӑх витӗм кӳме пултарӗҫ. Юнкун тата кӗҫнерникун кӗтмен ӗҫлӗ ыйтӑва пурнӑҫалма лайӑх. Еткерлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене вара татса памалла мар. Эрне вӗҫнелле налук тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлӗр.

Ҫӗртме, 04

1924
102
Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ ҫуралнӑ.
1938
88
Гордеев Денис Викторович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1968
58
Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ