Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫутҫантанлӑк чуччупа ярӑннӑ пекех: ӑшӑтать, сивӗтет… «Ҫутҫанталӑк 21» портал пӑлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере те ҫаплах пулӗ.
Паян сивӗ-ха. Каҫ енне йӗпе юрпа ҫумӑр хутӑш ҫума тытӑнӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн пӑрлӑ ҫумӑр ӳкме пултарӗ. Ҫӗрле вара ӑшӑтма тытӑнӗ, ҫил вӑйланӗ.
Ытларикун каҫхине сывлӑш 7-12 градус таранах ӑшӑнма пултарать. Анчах ӑшӑ нумая пымӗ — юнкун ирхине самаях сивӗтӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн йӗпе юр ҫӑвӗ. Юнкунпа кӗҫнерникун ҫур республикӑра хӗвел пӑхӗ.
Кӗҫнерникун ҫил лӑпланӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илӗ. Ҫӗрлесерен термометр каллех «минус» кӑтартма тытӑнӗ, кӑнтӑрласерен 0 градус пулӗ.
Шӑматкун ҫумӑрлӑ пулӗ, вырсарникун вара юр ҫума пултарӗ.
