
«Карчӑк ӑшши» питӗ савӑнтарчӗ: ку эрнере ӑшӑ та уяр ҫанталӑк тӑчӗ. Синоптиксем пире татах савӑнтараҫҫӗ: кун хыҫҫӑн республикӑна ылтӑн кӗркунне килет.
«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере те уяр ҫанталӑк тӑрӗ, анчах хальхи пекех ӑшӑ мар. Сӑмах май, ку эрнери ҫанталӑк ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчи норма пек пулнӑ. Хальлӗхе, канмалли кунсенче, термометр 18-23 градус кӑтартӗ-ха, ҫӗрле – 10-15. Шӑматкун уяр пулӗ. Вырсарникун хӑш-пӗр вырӑнта хушӑран ҫумӑр ҫума пултарать.
Ҫитес эрнере хальхи пекех пӑчӑ пулмӗ: 14-19 градус ӑшӑ тӑрӗ, ҫӗрлесерен – 5-10. Тунтикун республикӑн ҫурҫӗр-анӑҫ енче ҫумӑр ҫуса иртме пултарать. Ытларикунран вара уяртӗ, ылтӑн кӗркунне хуҫаланма тытӑнӗ.

Лайӑх хыпар пӗлтерер-ха: пирӗн республикӑна тинех «карчӑк ӑшши» ҫитнӗ!
Тата лайӑхрах хыпар: вӑл авӑн уйӑхӗн вӗҫӗччен пырӗ. «Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, анчах ыран, шӑматкун, тата тунтикун вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫума пултарать. Чи ӑшӑ кунсем вара ҫитес эрне варринче пулӗҫ: термометр ун чухне 19-24 градус кӑтартӗ. Эрне вӗҫнелле те хушӑран ҫумӑр ҫума пултарать, анчах ҫанталӑк ӑшӑ пулӗ. Ҫитес эрнери канмалли кунсенче те ҫанталӑк пире савӑнтарӗ: 18-20 градус ӑшӑ тӑрӗ.
Палӑртса хӑварар: кӑҫалхи аван уйӑхӗ юлашки тӑватӑ ҫулта чи нӳрӗ уйах пулнӑ.

Ку эрнере мӗнле ҫанталӑк пулассине пӗлес килет-и? «Ҫанталӑк 21» сайт мӗн пӗлтернине тишкерер.
Паян ҫанталӑк уяр пулӗ, анчах ыран кӑнтӑрла хыҫҫӑн пӗлӗтленӗ, юнкун кӑнтӑрлаччен вӑхӑт-вӑхӑтӑн ҫумӑр ҫукалама пултарӗ. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав вӑхӑтра Шупашкар хулинче тепӗр 13 мм нӳрӗк ӳкӗ. Ан кулянӑр: хӗвел тата таврӑнать. Кӗҫнерникунпа эрнекун уяр ҫанталӑк тӑрӗ, термометр 17-19 градус таранах ӑшӑ кӑтартӗ. Канмалли кунсенче вара пӗлӗтлӗрех пулӗ, анчах 20 градус таран ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ. Шӑматкун каҫхине тата вырсарникун кӑнтӑрла республикӑн хӑш-пӗр вырӑнӗнче хушӑран ҫумӑр ҫума пултарать.
Сайт малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑшӑ ҫанталӑк авӑн уйӑхӗн 22-23-мӗшӗччен пулӗ, унтан палӑрмаллах сивӗтӗ.

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере малтан ҫумӑр ҫӑвӗ, кайран вара уяртса ӑшӑтӗ.
Паян хушӑран ҫумӑр ҫӑвать, ыран та, ытларикун, ҫумӑрлӑ пулӗ, термометр 15 градус ӑшӑ кӑтартӗ, анчах ҫил ҫурҫӗр-анӑҫ енчен вӑйлӑ вӗрнӗрен сивӗрех пек туйӑнӗ.
Юнкун ҫумӑр питех ҫумӗ: каҫ енне республикӑн кӑнтӑр-тухӑҫ енче ҫумӑр ӳкӗ, аслати авӑтма пултарӗ. Кӗҫнерникун пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулӗ. Эрнен пӗрремӗш ҫурринче пӗр тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкӗ ҫине 10 литр шыв ӳкме пултарӗ.
Эрне вӗҫнелле вара тинех уяртӗ, ӑшӑтӗ. Ку эрнери чи ӑшӑ кун эрнекун пулӗ. Канмалли кунсенче те 20 градус ӑшӑ тарӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек ҫанталӑк иккӗмӗш декада вӗҫӗччен тытӑнса тӑрӗ. Сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ку «карчӑк ӑшши» пулӗ.

Кӗҫех сивӗтӗ, кӗрхи ҫанталӑк хуҫаланма тытӑнӗ, анчах нумайлӑха мар ку. Ҫапла пӗлтерет «Ҫанталӑк 21» сайт.
Паян хӑш-пӗр тӑрӑхра аслатиллӗ ҫумӑр ҫуса иртет, кӗҫӗр вара тӗтре карса илӗ. Шӑматкун уяр ҫанталӑк тӑрӗ, 20-25 градус таранах ӑшӑ пулӗ. Анчах кӑнтӑрла хыҫҫӑн пӗлӗтленӗ те ҫил вӑйланӗ, каҫхине вара ҫумӑр ҫӑвӗ. Вырсарникун кӑнтӑрла хыҫҫӑн уяртӗ, термометр 17-22 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Тунтикун та уяр пулӗ, анчах ҫанталӑк уҫӑлтарӗ, термометр 20 градус ӑшӑран сахалрах кӑтартӗ. Ытларикун тата юнкун вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ, кӑнтӑрла 14-16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрле термометр 8-10 градус кӑтартӗ. Ҫил вӑйланӗ, ҫурҫӗр енчен вӗрӗ. Паллах, ҫакна пула сивӗрех пек туйӑнӗ.
Ҫитес эрнере канмалли кунсенче вара каллех 20-25 градус таран ӑшӑтӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек ӑшӑ ҫанталӑк сахалтан та иккӗмӗш декада вӗҫӗччен пулӗ.

«Ҫанталӑк 21» сайт асӑрхаттарнӑ тӑрӑх, ҫитес кунсенче ҫӗрле тӑм ӳкме пултарать.
Ҫумӑр ҫума чарӑнчӗ, ҫанталӑк уяртрӗ. Сайт пӗлтернӗ тӑрах, ҫитес кунсенче кӑнтӑрласерен 14-19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил тӳлек вӗрӗ. Анчах шӑпах кун пек условисене пула ҫӗрлесерен хӑш-пӗр вырӑнта тӑм ӳкес хӑрушлӑх пур.
Тунтикун лару-тӑру улшӑнӗ: ҫил кӑнтӑр-хӗвел анӑҫ енчен вӗрме пуҫлӗ те 20 градус таран ӑшӑтӗ. Ытларикун тата ӑшӑрах пулӗ. Ун чухне ҫумӑр ҫумӗ. Эрне варринче термометр кӑнтӑрласерен 23-25 градус ӑшӑ кӑтартӗ, ҫӗрлесерен – 14-16. Анчах ӑмӑрланӗ, аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пулӗ. Канмалли кунсенче те вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫума пултарӗ, 15-20 градус ӑшӑ пулӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑшӑ пирӗн патра авӑн уйӑхӗн вӗҫлениччен тытӑнса тӑрӗ.

«Ҫанталӑк 21» сайт авӑн уйӑхӗн мӗнле пулассине пӗлтернӗ.
Уйӑх лайӑх ҫанталӑкран пуҫланӗ: ӑшӑтӗ, анчах пӗрремӗш декада вӗҫнелле, 10-мӗшӗ тӗлнелле, ҫанталӑк тӑрук сивӗтӗ, тӑм ӳкес хӑрушлӑх та пур.
Уйӑхӑн иккӗмӗш ҫурри типӗ те ӑшӑ пулӗ, термометр 15-20 градус таран ӑшӑ кӑтартӗ. Ҫумӑр ытларах уйӑхӑн пӗрремӗш ҫурринче ҫӑвӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑтам сывлӑш температури 11-20 градуспа танлашӗ. Норма – 11,7. Ҫумӑр вара ахаль чухнехинчен икӗ хут сахалрах ҫӑвӗ.
Метеорологи тӗлӗшӗнчен кӗркунне ахаль чухнехинчен 10 кун каярах килӗ – авӑн уйӑхӗн 8-10-мӗшӗсенче. Ӑшӑ ямашкӑн сивӗ ҫанталӑк юпа уйӑхӗнче кӑна пулӗ.

Ку эрнере мӗнле ҫанталӑк пулӗ? «Ҫанталӑк 21» сайт мӗн хыпарланине тишкерер.
Паян кӑнтӑрла хыҫҫӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ, хӑш-пӗр вырӑнта пӑр ӳкӗ. Республикӑра ҫур ҫӗр тӗлнелле кӑна ҫумӑр ҫума пӑрахӗ. Шупашкарта темиҫе сехетре пӗр тӑваткал метр лаптӑк ҫине 20 ытла литр шыв ӳкӗ. Ку – уйӑх нормин пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ.
Ытларикун уяр пулӗ, термометр 18-23 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Каҫхине кӑна вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарать.
Юнкун ҫумӑр ҫӑвӗ, термометр 20 градусран сахалрах кӑтартӗ. Кӗҫнерникунран ҫумӑр ҫума пӑрахӗ, анчах сивӗтӗ. Кӑнтӑрласерен 14-19 градус кӑна ӑшӑ пулӗ, ҫӗрлесерен – 4-9. Ҫуллан юлашки канмалли кунӗсенче уяр ҫанталӑк тӑрӗ, ҫил лӑпланӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗркунне уяр та ӑшӑ ҫанталӑкран пуҫланӗ, 22-27 градус ӑшӑ пулӗ.

Вырсарникун республикӑна тропика сывлӑшӗ килӗ, анчах кайран калех сивӗтӗ.
«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, паян республикӑра вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Ыран вара, шӑматкун, уяртӗ. Анчах каҫ енне, ҫӗрле каллех хӑш-пӗр вырӑнта ҫумӑр ҫӑвӗ, аслати авӑтма пултарать. Вырсарникун тинех ӑшӑтӗ! Сывлӑш 28-29 градус таран ӑшӑнӗ. Анчах ҫӗрле каллех вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ. Тунтикун каҫ еннелле пур округра та тенӗ пек ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫил те вӑйланӗ, аслати авӑтма пултарӗ. Шупашкарта пӗр тӑваткал ҫӗр лаптӑкӗ ҫине 20 литр шыв ӳкӗ.
Ытларикун 20 градусран ытларах ӑшӑ пулӗ, анчах эрне варринче пирӗн пата сивӗ ҫитӗ, ҫӗрлесерен те термометр 7-12 градус кӑна ӑшӑ кӑтартӗ.
Сайт малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн юлашки эрнинче ӑшӑ та уяр пулӗ, ҫумӑр ҫумӗ.

Ҫулла вӗҫленчӗ, кӗрхи ҫанталӑк ҫитрӗ тетӗр-и? Ун пек калама ан васкӑр – кӗҫех республикӑна ӑшӑ ҫитет.
«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран пирӗн пата антициклон килет, хӗвел тухать, палӑрмаллах ӑшӑтать – термометр 20-25 градус кӑтартӗ. Ҫапах вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫума пултарать. Кӗҫӗр вара тӗтре карса илӗ.
Ыран ҫӗрле те ҫумӑр ҫума пултарать. Юнкун 23-28 градус ӑшӑ пулӗ. Ун чухне ҫӗрле те ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ.
Кӗҫнерникун вара, ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, каллех сивӗтсе илӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ. Эрне вӗҫӗнче пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулӗ, ҫумӑр ҫумӗ. Вырсарникун кӑна вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ӳкӗ. Эрнекун вара ҫил вӑйланӗ, кӑнтӑрла 20-22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрле – 13-15 градус. Сӑмах май, ку климат нормипе кишӗлсе тӑрать.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере те ӑшӑ пулӗ. Уйӑх вӗҫӗнче кӑна ҫумӑр ҫума пӑрахӗ.
