Ӗнер, ҫӗртмен 4-мӗшӗнче, 11:00 сехетре Склад тӑкӑрлӑкӗнче инкек сиксе тухнӑ — тиев машини ҫул урлӑ каҫакан ҫынна ҫапса кайнӑ. ҪЙХПИ ӗҫченӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх айӑпӗ хӑйӗнче пулнӑ мӗн.
— Ҫул урлӑ каҫиччен урапасем (машин) пуррипе ҫуккине лайӑхрах сӑнамалла пулнӑ. Ку арҫын вара унталла-кунталла пӑхма ӳркеннӗ, хӑйӗн тимсӗрлӗхне пула ҫеҫ инкеке лекнӗ. Сусӑрланнӑ арҫынна тӳрех пульница леҫнӗ, — пӗлтереҫҫӗ ҪЙХПИ ӗҫченӗсем.
ГАЗ–53-14 тиев машини водителӗ те ҫул урлӑ каҫакан арҫына тӳрех асӑрхаманни ҫинчен пӗлтерет. Ҫапла вара урапана вӑхӑтра чарса ӗлкерейменнипе ҫынн пырса ҫапнӑ.
Инкеке лекнӗ арҫын сывлӑхне халь Шупашкар пульницинче сиплеҫҫӗ.
Ҫӗртмен 3-мӗшӗнче Шупашкарта 19:20 сехетре Трактор тӑвакансен проспектӗнче ҫул ҫинче инкек сиксе тухнӑ. Чӑваш Енӗн ГИБДД ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче Форд урапапа (машинпа) пыракан водитель скутера ҫапса кайнӑ иккен. Скутер водителӗпе пӗрле ларса пыракан 6 ҫулхи хӗрачана тӳрех пульницӑна леҫнӗ.
«Форд Мондео» машинпа пыракан 32 ҫулхи водитель ҫул кукринче ҫаврӑннӑ чухне «Suzuki sepia» мопеда сисеймен пулнӑ, ҫапла вара скутера пырса ҫапнӑ.
Ӗнерхи кун республикӑра ҫул ҫинче пурӗ 4 пӑтӑрмах пулнӑ, вӗсенче 7 ҫын аманнӑ. Унсӑр пуҫне тата 20 ӳсер водителе тытнӑ.
Кашни эрнере иртекен хула планёркинче Шупашкар хулин администрацийӗн ЖКХ ыйтӑвӗсене татса паракан пуҫлӑхӗн ҫумӗ Герман Александров ҫул-йӗрсене юсамалли плансем ҫинчен пӗлтернӗ. Герман Александров пӗлтернӗ тӑрӑх паянхи куна Шупашкарта 13,3 пин тӑваткал метр асфальт ҫулне юсанӑ. Ҫак ӗҫ-пуҫ валли 13,2 миллион тенкӗ тӑкакланӑ.
Ҫитес кунсенче вара Шупашкар хулин 127 урамри ҫулӗсене юсама палӑртнӑ.
Унсӑр пуҫне тата Калинин, Пирогов, Королев академик, Гладков урамӗсенче, Эгер бульварӗнче, Машин тӑвакансен тӑкӑрлӑкӗнче тата ытти тӗп ҫулсене те юсанӑ — унта пахалӑха шантарнӑ тапхӑр вӗҫленмен пулин те кӑлтӑклӑ вырӑнсене тӳрлеткеленӗ.
Ҫу уйӑхӗнче нефть продукчӗсен хакӗсем йӳнелнӗ. Чӑвашстатра пӗлтернӗ тӑрӑх А-76 (АИ-80) маркӑллӑ бензинсӑр пуҫне (ун вӑтам кӑтартӑвӗ ҫу уйӑхӗнче 25,95 пус) чи паха продукчӗсен тӗсесем пур те хакӗпе чакнӑ.
АИ-92 (АИ-93 тата ыт.те) маркӑллӑ бензин ҫу уйӑхӗнче 0,79% йӳнелнӗ, ҫапла вара ун хакӗ 27,68 тенке ҫитнӗ. АИ-95 0,85%, йӳнелнӗ, ӑна вара 30,32 текӗпе туянма пулать.
Дизель топливӑн хакӗ асӑннӑ уйӑхра 0,88% йӳнелнӗ, хакӗ 30,4 тенке ҫитнӗ.
Иртнӗ уйӑхӑн юлашки кунӗнче Шупашкарта ятарлӑ ирӗк илмесӗрех ҫул ҫине тухакан автомашинӑсене палӑртассипе тӗрӗслев йӗркеленӗ. Комиссие республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр министерствин, Транспорт инспекцийӗн, ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх инспекцийӗн тата хула администрацийӗн ӗҫченӗсем хутшӑннӑ.
Шупашкар хула администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, транспорта ҫула кӑларма ирӗк париччен автобуссене техосмотр, водительсене медосмотр кӑлармалли условсием пуррине, автобуссенче лармалли вырӑн 18-тан кая мар пулнине тата ыттине тӗпе хураҫҫӗ имӗш.
Рейд вӑхӑтӗнче 57-мӗш тата 3«Р» маршрутсемпе ҫӳрекен виҫӗ автобуса асӑрханӑ-мӗн. Хайхисем пирки административлӑ правӑна пӑсни пирки протокол шӑрҫаласа тивӗҫлӗ ҫӗре ӑсатнӑ иккен.
Иртнӗ кунсенче суту-илӳ ҫурчӗ умӗнче Патшалӑх Канашӗн депутат пулӑшуҫи урапасем (машинсем) лартмалли вырӑнта пӗр харӑс виҫӗ машина лектернӗ имӗш. Ӳсерскер ВАЗ-ӑн 8-мӗш моделӗн рульӗ умӗнче ларнӑ. Лару-тӑрӑва уҫӑмлатас тӗлешпе пӗр харӑс икӗ ДПС машини пырса ҫитнӗ.
Хӑйсен пулӑшуҫине депутатсем хайсем суйлаҫҫӗ. Ку ӗҫе тӑвана е пӗр-пӗр пӗлӗше шантарма саккун чармасть. Ҫавӑнпах та пуль пулӑшуҫӑсем «ӗҫсер лармаҫҫӗ», хыт ӗҫленипе чунсене лӑплантарма «хӗренкелеҫҫӗ», вара руль умне ларса ҫӳллерех асӑннӑ ӗҫ-пуҫсене лекеҫҫӗ те.
Ҫитес ҫул Шупашкарти Мускав кӗперне юсама тытӑнӗҫ. Ҫул-йӗр юсассине илсен, республикӑн тӗп хулишӗн ку объект пӗлтерӗшлисен шутне кӗрет иккен, ӑна юсама 1 миллиард ытла тенкӗ уйӑрмалла.
1969 ҫулта хута янӑ тимӗрпе бетон кӗпере хальхинчен икӗ хут ытларах сарма палӑртаҫҫӗ. Ҫапла вара вӑл паянхи пек 17 метр сарлакӑш мар, 35 метр таран пулӗ. Ҫакӑ машинӑсене харӑсах ултӑ йӗрпе ҫӳреме май парӗ. Ҫуран ҫӳрекенсен те саркаланса утма май килӗ. Вӗсене утмалли ҫул хальхи пек 1,5 метр кӑна пулмӗ, 2,2 метрпа танлашӗ.
Кӗпере епле тӑвасси пирки татса паман-мӗн-ха. Пӗр варианчӗпе тусан кӗпер ӗмӗрӗ 90 ҫула пырать иккен, тепӗр варианчӗпе хӑпартни 60 ҫула ҫитет. Анчах тӗп уйрӑмлӑхӗ укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ. 9 теҫетке ҫула пыракан кӗпере тума 2,1 миллиард тенкӗ тухса кайӗ, иккӗмӗш йышши валли — 1,1 миллиард. Кӗпере юсаса ҫӗнетессин татӑклӑ проектне кӑҫалхи юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне хатӗрлесе пӗтермелле.
Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн ӗҫченӗ светофорӑн хӗрлӗ ҫутине пӑхмасӑр ҫул урлӑ вӗҫтерсе иртсе кайнӑ. Ҫакна асӑрханӑ ҫынсем асӑннӑ тытӑмӑн дежурство пайне систернӗ.
Часах айӑплине те палӑртнӑ. Вӑл полицай капитанӗ, асӑннӑ тытӑмра инженер-электроникра тӑрӑшакан арҫын пулнӑ иккен. «Киа Спектра» машинӑна светофора пӑхӑнмасӑр хӑваланӑскер эрех ӗҫнипе ӗҫменнине тӗрӗсленме килӗшмен. Унӑн ӗҫтешӗсен шучӗпе пӑхма вӑл хӗрӗнкӗрехӗн туйӑннӑ.
Полицайсен сумне ярать тесе халӗ капитана ӗҫрен хӑтарнӑ.
Ҫапла тӑвасси пирки Шупашкар хула влаҫӗсем асӑрхаттараҫҫӗ. Халӗ машинӑсем килсерен тенӗ пек пулса кайрӗҫ те (тата хӑш-пӗр ҫемьере пӗрре кӑна-и?) хурҫӑ утсем валли вырӑн ҫитменни ет вӑрттӑнлӑх мар-ха. Ҫапах та машинӑсене курӑк ҫине хӑпартса лартма та никама та ирӗк паман. Яваплӑхӗ пирки «Административлӑ майпа саккуна пӑсни ҫинчен» республика саккунӗнче уҫӑмлӑн пӑхса хӑварнӑ. Уйрӑм ҫынсен 500–2 000 тенкӗ кӑларса хума тивет, должноҫ йышӑнса ларакансен — 2 пинтен пуҫласа 5 пин тенкӗ таран, предприяти-организацисен — 5 пинтен тытӑнса 20 пин тенкӗ таран.
Урапа (машина) лартмалли йӗркене пӑснисем пирки паян хула администрацийӗн планеркинче те калаҫнӑ. Тротуар ҫине лартнӑшӑн ҫу уйӑхӗнче кӑна 37 протокол шӑрҫаланӑ, тротуар тӑрӑх кайнӑшӑн — 16. Тирпей-илем кӳрессин йӗркине (кунта машинӑсене курӑк ҫине лартни те кӗрет) 123 хутчен протокол шӑрҫаланӑ. Кунта эпир ҫул-йӗр инспекцийӗн ӗҫченӗсем ҫырни пирки каларӑмӑр. Унсӑр пуҫне хула администрацийӗ те ку ыйтупа ӗҫлет, тӗрӗслесе тӑрать.
Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарта Чернышевский урамӗнчи 16 ҫурт таврашӗнче мотоциклист виҫ ҫулхи ачана ҫапса кайнӑ. 24 ҫулхи «Honda» хуҫи ҫул ҫине чупса тухакан шӑпӑрлана тӳрӗх асӑрхаман пулнӑ, ҫавна пула вӑхӑтра чарӑнайманнипе ача мотоцикл урапи айне лекнӗ.
Асӑннӑ инкеке пула виҫ ҫулхи ача хытах сусӑрланнӑ, паянхи куна вӑл Ачасен хула больницинче 3-мӗш реанимацинче выртать.
Иртнӗ кунсенче республика таврашӗнче пӗтӗмӗшле ҫул ҫинче 2 инкек пулнӑ, вӗсенче икӗ ҫын аманнӑ. Шел пулин те ҫул ҫинчи инкексем нумай чухне ӳсӗр шоферсене пула тухаҫҫӗ. Шоферсен те, ҫул ҫине тухнӑ ватти-вӗттин те асӑрханулӑрах пулмалла. Пирӗн малашлӑх, сывӑ, тӗрӗс-тӗкел ҫӳресси нумай чухне хамӑртан килет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Александр Аксар, чӑваш ҫыравҫи, литература тӗпчевҫи, журналист ҫуралнӑ. | ||
| Порфирьев Николай Анатольевич, чӑваш журналисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Людмила Сачкова, чăваш çыравçи çуралнă. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри вилнӗ. | ||
| Лашман Степан Митрофанович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |