Чӑваш Ен Президенчӗн Хушӑвне пурнӑҫласа Ҫӗрпӳ районӗнчи кашни яла ҫитиех асфальтлӑ ҫул сарса тухрӗҫ ӗнтӗ. Хӑш-пӗр ял ҫеҫ хытӑ ҫулсӑр юлнӑ. Вӑл шутра Аялти Хыркасси те.
Ҫулӗ ҫук теме май ҫук, пур — ытти ялсене ҫитерекен ҫул 27 киллӗ Аялти Хыркассинчен 800 метрта иртет. Ҫухрӑм патнелле вара ҫынсен яла хытарман ҫулпа ҫитмеллеччӗ.
Ҫӗрпӳ районӗн пуҫлӑхӗ Юрию Николаев патне темиҫе хут ҫырса янӑ хыҫҫӑн вара кӑҫал район бюджетӗнчи укҫапа ҫула сарма пуҫларӗҫ.
«Чӑвашавтоҫул» ҫул сарнӑ ҫерте ӗҫсем менле пынине Юрий Николаев хӑй кайса тӗрӗслерӗ. Хальхи вӑхӑтра 500 метр тӑршшӗ чул сарса тухма ӗлкӗрнӗ, 500 метр патнелле — асфальтне те хунӑ. Чӑваш автоҫул мастерӗ Валерий Белков пӗлтернӗ тӑрӑх херӳ ӗҫ халӗ ҫырмара пырать — кунта 6 метр патнелле чавма тивнӗ, 19 пин куб ҫурӑ ҫӗр туртарса тухнӑ. Ӗҫӗ нумай, анчах та авӑн уйӑхӗ тӗлне ҫула сарса пӗтерме шантарчӗ.
Мӗнех, ак тепӗр яла та ҫул ҫитӗ.
Тупах ялӗ Вӑрмар тӑрӑхӗнчи илемлӗ вырӑнта вырнаҫнӑ. Ҫырми-ҫатрийӗ, юханшывӗсем, уйӗсем чуна илӗртеҫҫӗ. Тупах ялӗнче пӗве те сахал мар. Тин кӑна Келкеш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӑрӑшнипе виҫӗ пӗвене ҫӗнетсе юсама йышӑннӑ. Ял ҫыннисем вара ку питӗ лайӑх хыпар — пӗвесем тем тесен те яла илем кӳреҫҫӗ, ялти пурнӑҫа та самай ҫӑмӑллӑх параҫҫӗ.
Ял тӑрӑхӗн кантурӗ вырнаҫнӑ Келкешре вара Шкул урамӗнчи ҫула такӑрлатаҫҫӗ — чул сараҫҫӗ. Валерий Данилов, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ, ҫула ялти магазин таранах хытарса тухасшӑн.
Тупахпа Келкеш ялӗсем Кӗҫӗн Енӗш тавралӑхӗнче, Вӑрмар районӗн ҫурҫӗр-тухӑҫ енче вырнаҫнӑ. Келкешри 5 урамра пурӗ 350 ытла, Тапахра вара 400 ытла ҫын пурӑнать. Келкеш ял тӑрӑхне пурӗ 4 ял кӗрет: Келкеш, Тупах, Ҫитмӗш, Чӗкету. Пӗтӗмӗшле илсен ял тӑрӑхӗнче пин ытла ҫын пурӑнать. 2 шкул (Келкешри вӑтам шкул тата Тупахри тӗп пӗлӳ паракан шкул), 3 ял клубӗ (Килкешре, Тупахра тата Ҫитмӗшре), 3 фельдшер пункчӗ (Чӗкетусӑр пуҫне кашни ялта пур), Вӑрмар райпойӗн 3 лавкки (Килкешре, Тупахра тата Ҫитмӗшре), 1 ял вулавӑшӗ (Келкешре).
Шупашкар районӗнчи «Шупашкар—Сӑр» ҫулӑн Ишлейпе Курак Чурачӑк пайӗнче вырнаҫнӑ кӗпере тӗрӗслеме ятарласа тунӑ комисси пайташӗсем тата республикӑран чӗннӗ специалистсем нумай пулмасть ун патне ҫитсе кӗпере тимлӗн пӑхса тухнӑ.
Мӑттикассипе Курак Чурачӑк ялӗсем хушшинче вырнаҫнӑ кӗпере юсамалли куҫа курӑнать пулин те хӑрушла авӑнчӑк курман. Комисси кӗпере тӗпрен тӗрӗслеме , ҫав шутрах шыв ҫулне ҫӗнӗрен пӑхса тухма сӗннӗ. Юсав ӗҫӗсене ҫитес вӑхӑтра ирттерме шут тытнине кура кӗпер урлӑ каҫнӑ чухне машинсен хӑвартлӑхне тата йывӑрӑшне чакарма сӗннӗ.
Ҫапла, ситес вӑхӑтра Етӗрне районӗнчи Ирҫе ялӗнче ҫӗнӗ асфальтлӑ ҫул пулӗ. Ӗнер район пуҫлӑхӗ Евгений Яранский ӗҫ мӗнле пынипе яла ҫитсе паллашрӗ.
— Эрне иртсен килсе курӑр пирӗн ӗҫе — кунта вӑл вӑхӑтра ҫӗнӗ асфальт ҫулӗ пулӗ, — шантарчӗ ДРСУ ӗҫченӗ Николай Арсентьев.
Ҫула хывас ӗҫ мӗнле пынине пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн район пуҫлӑхӗ «Чебаково» ЯХК ертӳҫипе ҫурхи ака ӗҫне сӳтсе яврӗ. Ҫурхи акнӑ 500 гектар тырӑ ҫумӑр кӗтни пирки пӗлтерчӗ Сергей Архипов. Ҫитес вӑхӑтра 400 гектар ҫӗр ҫинче нумай ҫул ӳсекен курӑк акса хӑварасшӑн иккен — сухаласа тухма ӗлкернӗ те. Ядрин райдиовне панӑ интервьюра Сергей Архипов ялти лару-тӑру пирки каласа пачӗ. Ҫитӗнӳсем юлашки вӑхӑтра чылай иккен вӗсен: пӗтӗмӗшле практикӑлакан тухтӑр офисне уҫнӑ, вулавӑх тӗслӗхлисен шутне кӗнӗ, культура ҫурчӗ илемленет, шкул ҫӗнелнӗ. Йывӑрлӑхсем те пур — шывпа тивӗҫтерес йыту ҫивӗч тӑрать. Ял халӑхӗ Евгений Яранскинчен пулӑшу ыйтрӗ. Ирҫе ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗпе, Станислав Красновпа канашланӑ хыҫҫӑн, лешӗ ял халӑхӗ шывшӑн укҫа тӳлеменрен шывпа лайӑххӑн тивӗҫтерме укҫа ҫитменни ҫинчен пӗлтерчӗ.
Паян Чӑваш Енӗн хула хӑпартассипе тата обществӑллӑ инфраструктура аталанӑвӗн министрӗ Александр Гончаров Вӑрмарта ҫӗнӗ вокзала тӑвас ӗҫ епле пынипе паллашрӗ.
Вӑрмар посёлокӗн чукун ҫул вокзалне ҫитсе ӗҫсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн министра ӗҫлӗ канашлу пухрӗ — унта район пуҫлӑхӗ Вячеслав Кириллов, «СУОР» ТМЯО тӗп директорӗ Владимир Ермолаев тата субподрядлӑ организацисен ӗҫченӗсем хутшӑнчӗҫ.
Хальхи вӑхӑтра вокзалта шалти ӗҫсем пыраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех пушартан хӳтӗленмелли резервуарсене вырнаҫтарнӑ май ҫӗр чакалаҫҫӗ, электричество кабелӗсене хываҫҫӗ, перронсене ҫӗнетеҫҫӗ. Посёлок администрацийӗ Вокзал урамӗнчи 10-мӗш номерлӗ кивелнӗ ҫурта та ишме пуҫланӑ ӗнтӗ. Каярах вара ун таври лаптӑка илемлетсе тухӗҫ.
Министр Вӑрмарти Окьябрь урамне тирпейлеме хушса хӑварчӗ. Тӗп подрядчик вокзала Республика кунӗ ҫитиччен, ҫӗртмен 18-мӗшӗ тӗлне, туса пӗтерме шантарчӗ.
Ӗнер, акан 25-мӗшӗнче, Шупашкара пӗрремеш пӑрахут ҫитрӗ. Атӑлпа килнӗ пӗрремӗш хӑнасем Чулхуларан пулчӗҫ, пирӗн тӗп хулана вӗсем «Чулхула — Шупашкар — Чулхула» круизран анчӗҫ. Кӑҫалхи чи пирвайхи хӑнасемшӗн тӗлӗнмелли те, интересли те чылай хатӗрлесе хунӑ — бард юррисен конкурсӗ, дискотека, чӗрӗ юрӑ-кӗвӗ. «Карл Маркс» теплоходран аннӑ хӑнасене тумсен тата капӑрлану япалисен куравӗ, фотосесси, коктейль-шоу та кӑсӑклӑ пулчӗ. Чулхуласем Шупашкар тӑрӑх та курса савӑнчӗҫ.
«Карл Маркс» теплоход ҫинче пурӗ 120 ҫын пулчӗ, вӗсен хушшинче Мускаври, Питӗрти, Чулхулари усламҫӑсем, хаҫат-журнал ӗҫченӗсем пулчӗҫ.
Чӑваш Енӗн тӗп хула хӑнасене чӑн та илӗртет — кӳлмекӗ те, тасалӑхӗ те, ҫынсен кӑмӑллӑхӗ те. Кӑна фактсем те ҫирӗплетсе кӑтартаҫҫӗ: 2007 ҫулта Шупашкарти порта 312 , 2008 ҫулта 314 теплоход килче чарӑннӑ пулсан, пӗлтӗр вӗсен шучӗ самай ӳснӗ — 370-е ҫитнӗ. Статистика тӑрӑх 2009 ҫулта Атӑлпа пурӗ 64 пин хӑна килнӗ.
Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ ултав кунӗ пулсан та, Кивӗ Сӗнтӗр ҫыннисене хальхинче улталамарӗҫ. Тахҫантанпах кӗтнӗ маршрутлӑ автобус чӑннипех ял варрине ҫитсе чарӑнчӗ. Район центрӗнчен Кивӗ Сӗнтӗре ҫитме халӗ питех те меллӗ. Нумай ҫул ҫуран утса тертленнӗ хыҫҫӑн «Комсомольски — Кивӗ Сӗнтӗр — Хырай Ӗнел» маршрутпа автобус ҫула тухни ял ҫыннисемшӗн чӑн-чӑн уяв пекех.
Ялти культура ӗҫченӗсем В.Ванюркин, Г.Ванюркина, Е.Костякова, ветерансен совечӗн председателӗ А.Петрова пухӑннӑ ҫынсемпе пӗрле пӗрремӗш автобуса юрӑ саламӗпе, ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ. Водительне вара ҫул ҫинче ӑнӑҫу, ырлӑх-сывлӑх сунчӗҫ. «Правда» ООО ертӳҫи К.Н.Кокшин та маршрута уҫнӑшӑн тав сӑмахӗ каларӗ.
Малтанах конференцие пухӑннисем ял тӑрӑхӗнчи ал ӑстисемпе районти ача-пӑча тӗслӗх вулавӑшӗнчи кружоксене ҫӳрекенсен ӗҫӗсен тата районти тӗл библиотека ӗҫченӗсем юбилейсен ячӗпе йӗркеленӗ кӗнекесен выставкисемпе, ҫавӑн пекех вырӑнти юрӑҫсен, ку шутра ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче вӑй хуракансен тата ветерансен хорӗн (ертӳҫи — ЧР культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ А. Алексеев) пултарулӑхӗпе паллашрӗҫ. Унтан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В. Шестаков пӗлтӗрхи ӗҫ-хӗл пирки туса панӑ отчета тимлӗн тӑнларӗҫ. Ҫулталӑк тӑршшӗпе алӑ усса ларманран Владимир Константиновичӑн та каламалли темӗн чухлех тупӑнчӗ. Вӑл хӑйсен ӗҫне пур енлӗн сӑнласа пама ҫине тӑнине ун сӑмахӗнчи аяларах илсе кӑтартакан хӑш-пӗр цифрӑсемпе фактсем урлӑ вулакан патне ҫитерес тетӗп.
Ял тӑрӑхӗнчи пӗчӗк 79 предприятире 1060 ҫын ӗҫлет. Пӗлтӗр ҫеҫ райцентрта «Людмила», «Мастер» лавккасем уҫӑлнӑ. «Ҫамрӑк ҫемьесен чи лайӑх хушма хуҫалӑхӗ» конкурс ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. Ҫӗньял Упири Марк Аттай урамӗнче ҫӗнӗ ҫӑл тунӑ. Красноармейскинчи Ленин урамӗнчи газонсем ҫинче чечексем ҫитӗнтернӗ (2010 ҫула районта Чечексен ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ май, пархатарлӑ ку ӗҫе кӑҫал татах та анлӑраххӑн сарасшӑн).
Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял-Покровски ял тӑрӑхӗнче «Кивпулӑх—Ишлей ст.—Мишер—Янту» ҫула хута ячӗҫ. Ҫак савӑнӑҫлӑ саманта палӑртма Кивпулӑхпа Янту халӑхӗ пухӑнчӗ.
Ҫула уҫнӑ ятпа саламласа Шупашкар район пуҫлӑхӗ Анатолий Князев, Ҫӗньял-Покровски ял тӑрӑхӗн кӑлави Фёдр Данилов, «Дорстройӑн» тӗп инженерӗ Владимир Михайлов ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ, ҫула перекетлӗ тытма хушрӗҫ.
Ҫула «Дорстрой» организаци сарчӗ — пӗтӗмӗшле тӑршшӗ 1,66 ҫухрӑм. Маларах Янтӑва ҫитме ҫынсен Явӑш урлӑ каҫса ҫӳремелле пулнӑ. Унта та ахаль урапа ҫулӗ ҫеҫ — ҫанталӑк пӑсӑлсан ни тухма, ни кӗме. Халӗ ӗнтӗ ҫӗн ҫула Кивпулӑх урлӑ сарнӑ. Ҫулӑн пӗлтерӗшӗ самай пысӑк — вӑл Янтӑва кӑна мар, Кивпулӑхпа Мишерте пурӑнакан ҫынсене те самай усӑ парӗ — шӑп та лӑп ҫак ялсен урамӗпе иртет те ӗнтӗ. Тавралӑхӗ ҫырма-ҫатраллӑ пулнӑран укҫине те самаях тӑкаклама тивнӗ — республика бюджетӗнчен 20 млн. ытла тенкӗ кирлӗ пулнӑ.
Шупашкар районне кӗрекен Шӑмӑш ялӗнче ҫурлан 12-мӗшӗнче хаваслӑ уяв иртрӗ. Ялта кӗпер уҫрӗҫ. Малтанхи кӗпер йывӑҫран пулнӑ, кӗҫ-вӗҫ ишӗлсе анман. Кӗпере «Механик» строительство фирми тунӑ. Ҫӗнӗ кӗпере тума 700 пине яхӑн укҫа хывнӑ. Кӗпере уҫнӑ хыҫҫӑн концерт иртрӗ. Концертра эстрада ҫӑлтӑрӗсем те пулчӗҫ. Ҫитес шӑматкун чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсемпе концерт пулмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Александр Аксар, чӑваш ҫыравҫи, литература тӗпчевҫи, журналист ҫуралнӑ. | ||
| Порфирьев Николай Анатольевич, чӑваш журналисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Людмила Сачкова, чăваш çыравçи çуралнă. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри вилнӗ. | ||
| Лашман Степан Митрофанович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |