Шупашкар районӗнчи Сарапакасси ял тӑрӑхӗнче пуҫлӑхра тӑрӑшнӑ арҫынтан республикӑн Аслӑ сучӗ пӗр миллион тенкӗ шыраса илмелле тунӑ.
Юрий Ильина 2012 ҫулта Шупашкар район сучӗ улталанӑ тата ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе айӑпланӑ. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ вӑхӑтра хайхи этем вырӑнти автоҫулсене тытса тӑма тесе 9 килӗшӳ тунӑ. Анчах ӗҫне пурнӑҫламан-мӗн. Ҫапла вара хыснаран уйӑрнӑ 1 миллиона яхӑн укҫа йӗп пек ҫухалнӑ. Тӗрӗсрех, пуҫлӑх кӗсйине кӗрсе ӳкнӗ пулать. Район сучӗ ӑна 180 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Кӑштахран район прокурорӗ хыснана кӳнӗ тӑкака шыраса илме тавӑҫпа суда тухнӑ. Анчах район сучӗ ыйтнине тивӗҫтерме ҫителӗклӗ ӗнентерсе паман тесе тавӑҫа татса паман. Ун хыҫҫӑн район прокуратури республикӑн Аслӑ судне ҫитнӗ. Унта вара маларах асӑннӑ укҫана шыраса илмелле тунӑ.
Юрий Ильина илес пулсан вӑл тӑрӑшнипе Шоркка арманӗсенчен пӗрине юсанине те асӑнса хӑварас пулать.