Вӑрмар районӗнчи ҫул-йӗр инспекцийӗн инспекторне сӗтев илнӗшӗн тата ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе айӑплаҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсен шучӗпе 39 ҫулти полицейски пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче руль умне правасӑр ларнӑ арҫынна тытса чарнӑ. Хайхин правине ҫулталӑк ҫурӑлӑха туртса илнӗ иккен. Сӗмсӗрленнӗ водителе 15 талӑклӑха ним мар хупса хума пултарнӑ. Анчах ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗ апла хӑтланас темен — административлӑ майпа явап тытарасси пирки хутсем ҫырасси вырӑнне 5 пин тенкӗ ыйтнӑ. Ҫавӑн чухлӗ тӳлесен вӑл курнине курмӑш пулма шантарнӑ. Тӗрӗсрех, автомобилӗн саппас пайне сутакан лавккара хӑйӗн парӑмне ҫавӑн чухлӗлӗх тӳлесе татма сӗннӗ. Лешӗ килӗшнӗ.
Маларах вара ҫав инспектор хӑйӗн тӑванне ҫур литр эрехле пулӑшнӑ. Лешӗ Тӑвайӗнче пӗр хӗрарӑма машинӑпа ҫапса хӑварнӑ пулнӑ, сывлӑхне вӑтам сиен кӳнӗ. Тӑван тӑванах тенӗ-тӗр ҫав — явап тыттарасси пирки ӗҫ пуҫарман. Хӗрарӑм вара ҫине тӑнӑ, ҫӑхав ҫырнӑ та айӑплӑ водителе 2 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Сӗтев илекен инспектор ӗҫне ҫывӑх вӑхӑтра суд пӑхса тухӗ.