Чӳкӗн 1-мӗшӗччен Шупашкарти База тӑкӑрлӑкӗпе урапапа иртсе кайма йывӑрлӑхсем пулӗҫ — пушшех те хупса хумӗҫ, анчах та ҫула сарнӑ, тӗпрен улӑштарнӑ май ун тӑрӑх иртсе кайма ҫӑмӑлах пулмӗ. Унсӑр та унта час-часах ҫул пӑкӑланса ларатчӗ пулсан — сарас ӗҫсем пуҫланнӑ май лару-тӑру тата та йывӑрланмалла.
База тӑкӑрлӑкне пӗлтӗр тата кӑҫал самай юсарӗҫ — тӗпрен ҫӗнетсе хӑш-пӗр тӗлте икӗ йӑрӑмлӑ та туса хучӗҫ. Тротуарсем вырнаҫтарни вара ҫуран ҫӳренсемшӗн кӑмӑллӑ пулчӗ ӗнтӗ. Халь вара ҫак ӗҫӗн иккӗмӗш пайне тӑвӗҫ иккен — ҫак урамри 8-мӗшпе 19 ҫуртсем хушшинче ӗҫлӗҫ. Пӗтӗмӗшле юсав тӑршшӗ — 300 метр. Ӗҫе туса пӗтерсен шӑтӑклӑ-саплӑклӑ ҫул вырӑнне такӑр ҫул пуласса шанас килет. Унччен урапаҫӑсен, паллах, чӑтма тивӗ.
Ӗнер, авӑнӑн 10-мӗшӗнче, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Мускав кӗперне реконструкци тӑвас ыйтусемпе вырӑна тухса канашлу ирттернӗ. ЧТФ «Мостоотряд — 41» тӗп инженерӗ Алексей Ладыкова кӗпере малалла усӑ курас тесен ӑна юсамалли пирки каланӑ — кӗпер усӑ курма юрӑхсӑррине палӑртакан кӑлтӑкӗсене те кӑтартнӑ. Инженер шухӑшӗпе кӗпере туллин улӑштарас умӗн маларах ирттермелли ӗҫсен планне пӑхса тухмалла.
Вӑл кӑтартнӑ планпа килӗшӳллӗн хӗл лариччен кӗпер ҫинчи тротуара тата ҫӗвӗ ҫийӗнчи ҫул хуплавне «шӑратнӑ» асфальтпа юсамалла.
Хыҫҫӑнхи этап — ҫӗвӗсене хӑйсене юсаси. Вӗсем юрӑхсӑрланӑ, ҫавӑнпа та канашлӑвӗн пайташӗсем кӗпере тӗпрен юсама пуҫличчен ҫӗвӗсене йӗркене кӗртме йышӑннӑ. Ҫак ӗҫӗн планне проект институтне йӗркелеме шанса панӑ — ҫак институт хӑй вӑхӑтӗнче 2014 ҫулта ҫуркунне е ҫулла кӗпере реконструкцилес ӗҫӗн сметине хатӗрленӗ пулнӑ.
Аса илтеретпӗр, Мускав кӗперен тулли юсавне пӗрре куҫараҫҫӗ ӗнтӗ. Кӑҫал ҫуркунне вара хула администрацийӗ кӗпере реконструкцилес ӗҫсене 2014 ҫулта пуҫарӑнасси ҫинчен каланӑ. Ҫирӗплетмен хыпарсемпе килешӳллӗн ҫӗнӗлне кӗперӗн сарлакӑшӗ 35 метр пулӗ, урапасем ҫӳремелӗх 6 йӗр таранах пулӗ, ҫуран утмалли пайсене 2,2 метр таран сарма планланӑ.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем ҫурта тӗплӗн юсама ӳлӗмрен хӑйсен хыснинчен тӳлеме пуҫласси пирки чылайӑшӗ пӗлет-тӗр. Ун пек саккун ҫӗршывӗпех вӑйра пулӗ. Ӑна Чӑвашра та нумаях пулмасть йышӑннӑччӗ.
Ҫак кунсенче Раҫҫейӗн Регионсен аталанӑвӗн министерстви ҫынсен хӑш-пӗр категорине ҫӑмӑллӑх парасси пирки саккун проекчӗ хатӗрленӗ. Нумай хваттерлӗ ҫурта тӗплӗн юсассин тӳлевӗпе ҫур хак таран ҫӑмӑллӑх пама сӗнет. Ҫак йыша ведомство Чернобыльти инкеке сирме тата ытти ҫавӑн йышши инкеке пӗтерме хутшӑннисене кӗртнӗ. Кунсӑр пуҫне «ветерансемпе сусӑрсенчен хӑшӗ-пӗрисене» тесе ӑнлантарнӑ саккун проекчӗ пирки.
Ҫӑмӑллӑха Раҫҫей хысни шучӗпе саплаштарма шухӑшлаҫҫӗ иккен.
ҪУР | 21 |
Шыв — пурнӑҫ тыткӑчиех. Ял ҫынни пушшех те унсӑрӑн пурӑнаймасть. Пахча-ҫимӗҫ ӳстерме те, хур кӑвакал усрама та кирлӗ ялти пӗве-ҫырмасем.
Элӗк районӗнчи Какаҫри Макаҫ пӗве пуҫӗ темиҫе ҫул каяллах шывпа йӑшса татӑлса кайнӑччӗ. Шырланланма та пуҫланӑччӗ, шыв виҫи те палӑрмаллах чакнӑччӗ. Кӑҫалхи ҫу кунӗсенче пысӑк пӗве типсе ларас хӑрушлӑх та тухса тӑнӑччӗ. Ҫулсеренех 100 пуҫ хур тытакан Антоновсене уйрӑмах пӑшӑрхантарнӑччӗ ҫак ҫивӗч ыйту.
Иртнӗ кунсенче Болислав Антонов «Новый путь» хуҫалӑхран ятарласа трактор ыйтнӑ. Хӑйсен шучӗпех Макаҫ пӗве пуҫне юсаттарнӑ, шырланланма ӗлкӗрнӗ вырӑна тӗксе тикӗслеттернӗ. Ултӑ теҫеткери арҫын палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес вӑхӑтра пӗве пуҫне шыв юхма пысӑк пӑрӑх хурасшӑн.
Республикӑн тӗп хулинче кӗҫех лифтсене юсама тытӑнӗҫ. Ҫак ӗҫе камӑн пуҫӑнмаллине ятарлӑ конкурс ирттерсех палӑртнӑ ӗнтӗ. «Монтажспецстрой» ятлӑ тулли мар яваплӑ общество ҫитес эрнере Эгер бульварӗнчи 30-мӗш А ҫуртри лифта юсама тытӑнӗ.
Ятарлӑ планпа килӗшӳллӗн кӑҫал республикӑн тӗп хулинчи Афанасьев урамӗнчи 9-мӗш, Хевеш урамӗнчи 11/2-мӗш 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 15-мӗш, Ленинла комсомол урамӗнчи 32-мӗш тата 46-мӗш, Ҫӗрпӳ урамӗнчи 5-мӗш, Траткор тӑвакансен урамӗнчи 7-мӗш, Павлов мичман урамӗнчи 24-мӗш, Гузовски урамӗнчи 23-мӗш, Эгер бульварӗнчи 18-мӗш, 28-мӗш, 30-мӗш ҫуртри А блоксенчи ҫуртсенчи лифтсене ылмаштармалла. Ӗҫе пурнӑҫлама 46,7 миллион тенкӗ кирлӗ пулать. Ку укҫаран 35 миллионне Шупашкар хула хыснинчен уйӑраҫҫӗ, ыттине — ҫуртсенче пурӑнакан харпӑрлӑхҫӑсем.
Елчӗк районӗнчи Лаш-Таяпа ялӗнчи Пӗрремӗш май урамӗнчи урапа ҫулӗпе кӗрсе тухма хӗн пулнӑ. Вырӑнтисем ӑна юсама шут тытнӑ. Ӗҫне пурнӑҫлаканнине конкурс ирттерсех палӑртнӑ. Унта ҫав ялти А.И. Васильев фермер ҫӗнтернӗ.
Халӗ унӑн 3,5 метр сарлакӑш ҫула 350 метр тӑршшӗ юсамалла. Унта хайхин 15 сантиметр хулӑнӑш сийпе вак чул витсе тухмалла. Урам тӑршшӗ вара пурӗ 900 метр-мӗн-ха. Урам тӑршшӗпех юсама унта пурӑнакансем килсерен укҫа пухнӑ иккен. Ҫав ялта ҫуралнӑ, халӗ Шупашкарта пурӑнакан Владимир Меметов вара ҫул айне хума шыв пӑрӑхӗ кӳрсе килнӗ. Ҫак канмалли кун ҫынсем пӗрле пухӑнса ӗҫленӗ, пӑрӑх хунӑ.
Кашнинех тесе юсама палӑртнӑ ҫуртсем пирки каларӑмӑр. Патӑрьел районӗнче нумай хваттерлӗ тӑватӑ ҫурта юсама шутлаҫҫӗ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ район центрӗнче вырнаҫнӑскерсем, тепри — Туҫара.
Ҫуртсене ҫӗнетме пурӗ 6,2 миллиона яхӑн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Юсавшӑн яваплисене палӑртнӑ, вӗсем кашниех ӗҫе кӳлӗннӗ ӗнтӗ. Строительсем ҫивиттине, подьезд алӑкӗсене, ҫутӑ пӑралукӗсене ылмаштараҫҫӗ, сӑрламаллине вара сӑрлӗҫ. Туҫара ӗҫ-пуҫ уйрӑмах аван пырать темелле. Унта графикпа пӑхса хӑварнинчен те ирттереҫҫӗ иккен. Юсав ӗҫӗсене подрядчиксем 2014-мӗш ҫулхи авӑн ҫурри тӗлне вӗҫлеме шантараҫҫӗ.
Сӑнсем (5)
Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов тата унӑн ҫумӗ Татьяна Казакова Хӗрлӗ Чутай районӗнчи культура учрежденийӗсенче пулнӑ. Чи малтанах вӗсем районти культурӑпа кану центрне ҫитсе курнӑ. Тепри вара — Питеркасси ялӗнчи Культура ҫуртӗнче. 1977 ҫулта хута янӑскер ҫак ҫулсенче самай япӑхса кайнӑ-мӗн. Ҫавна май вӑл вунӑ ҫула яхӑн хупӑнса ларнӑ. Пӗлтӗр вара ӑна юсама шут тытнӑ. Тӗплӗн юсама республика тата муниципалитет хыснисенчен укҫа уйӑрнӑ та самай ӗҫ ирттернӗ.
Кайран министрпа ҫумӗ Мӑн Этменти Культура ҫуртне ҫитнӗ. Кӑҫал ӑна ҫутӑ, сасӑ, видеопроекци тата ытти хатӗрпе тивӗҫтермелле иккен. Ҫавӑн пекех сцена ҫине тухмалли тумсем те уйӑрӗҫ. Ҫав мул валли тупрана вӑл республика хыснинчен тивӗҫнӗ. Ятарлӑ конкурс витӗр тухса. Халӗ унта юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ-мӗн.
Сӑнсем (30)
Республикӑн тӗп хулинче тата тепӗр икӗ ача пахчи уҫма палӑртаҫҫӗ. Вӗсем влали вырӑнӗсене тупса хунӑ ӗнтӗ: пӗри Октябре 50 ҫул урамри 24-мӗш «А» ҫуртра пулӗ, тепри — Элкер урамӗнчи 10-мӗш «А» ҫуртра. Анчах вӗсене малтан юсаса ҫӗнетмелле.
Ӗҫе кам пурнӑҫлассине палӑртма конкурс ирттернӗ ӗнтӗ, ҫӗнтерӳҫисем те паллӑ. Хула администрацийӗ вӗсемпе килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен кӑҫалхи чӳк уйӑхӗ тӗлне проектпа шырав ӗҫӗсене туса ҫитермелле. Кайран вара строительство организацине палӑртассипе конкурс пулӗ. Унта кам юсассине палӑртӗҫ.
Кӑҫал пирӗн республикӑри темиҫе спорт объектне юсама Мускваран укҫа килмелле. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫӗршывӑн спорт министрӗпе Виталий Муткопа тӗл пулнӑ хыҫҫӑн уҫӑмланнӑ. Унпа 2015 ҫулта пирӗн патра ҫӑмӑл атлетика енӗпе ирттерме палӑртнӑ Европа чемпионатне хатӗрленесси пирки тата спорт сооруженийӗсене юсав тӑвасси пирки калаҫнӑ.
Шайбӑпа хоккейла выляс енӗпе вӗрентекен спорт шкулне тата лаша спорт комплексне юсама, сӑмахран, кӑҫал 35,5 миллион тенкӗ килмелле. «Олимпийски» стадиона юсама вара 60 миллион тенкӗ тивӗҫӗ. Ӑна маларах асӑннӑ чемпионата хатӗрленнӗ май юсама шут тытнӑ. Тӗп хулара хута яма палӑртнӑ Пӑр керменӗ валли те хушма тупра килмелле-мӗн. Кунсӑр пуҫне 2014–2015 ҫулсечне Чӑваш Енре вунӑ шкулта хальхи вӑхӑтри стадионсем тӑвас проект пурнӑҫа кӗмелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.