![]() Комсомольски районӗнчи Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче пурӑнакансем ялӗпех ҫул юсама тухнӑ иккен. Ӗҫне вара Комсомольски ял тӑрӑхӗн депутачӗ Геннадий Георгиев пуҫарнӑ. Ара, ҫул пурне те кирлӗ-ҫке: машинӑллисене те, ҫуран ҫӳрекенӗн те пылчӑк ҫӑрса утас килмест. Малти урапа куссан хыҫалти ҫӑмӑл тенешкел, пуҫараканӗ пулсан ыттисем те кӑмӑлпах ӗҫе тытӑннӑ. Малтан тӑпрана якатса хытарнӑ, кайран вара вак чул сарма тытӑннӑ. Строительство материалӗпе вырӑнти Комсосольски ял тӑрӑхӗ тивӗҫтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |