Паян Шупашкарти Воробьев композиторсен урамне уҫнӑ. Аса илтеретпӗр, ӑна юсаса ҫӗнетме йышӑннӑ хыҫҫӑн строительсем ҫине тӑрсах ӗҫлерӗҫ. Хӗвеланӑҫ, хӗвелтухӑҫ тата кӑнтӑр енне выртакан транзитлӑ магистарльсене ҫыхӑнтаракан ҫул Шупашкарӑн транспорт тытӑмӗн шӑнӑрӗ шутланать.
Ӑна юсаса ҫӗнетме 90 миллиона яхӑн тенкӗ тухса кайнӑ. Ҫул сарлакӑшне 17,5 метра ҫити анлӑлатнӑ. 30 ҫул ылмаштарман инженерипе техника сечӗсене улӑштарнӑ. Шыв, газ, ҫыхӑну участокӗсене те юсама лекнӗ. Троллейбус тата ҫутӑ валли ҫӗнӗрен 40 юпа вырнаҫтарма тивнӗ.
Ҫӗнетнӗ урама уҫма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, транспорт тата строительство министрӗ Владимир Филиппов тата ыттисем пырса ҫитнӗ. Михаил Васильевич ӗҫе вӗҫленӗ ятпа саламланӑ, кӑткӑс участокра тӑрӑшуллӑ ӗҫленӗшӗн тав тунӑ.
Элтеперӗн Тав ҫырӑвӗпе тата сехечӗпе «Газпром газораспределение Чебоксары» акционерсен обществин филиалӗн аслӑ мастерне Сергей Макарова, «Чӑвашавтодор» акционерсен обществин мастерне Дмитрий Семакина тата Сергей Сергеев монтажника чысланӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Питӗркассинчи культура ҫурчӗ ҫӗнӗрен чӗрӗлет. 1977 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑскер кивелме ӗлкӗрнине кура халӗ унта тӗплӗ юсав пырать. Ун пеккине вӑл 35 ҫул курман.
Паянхи куна унта урай хӑмине, чӳречесене, алӑксене, ҫивтиттине ылмаштарма ӗлкӗрнӗ, стенана, маччана тата урам енчен ҫӗнетеҫҫӗ.
Вырӑнти культура ҫуртӗнче тата вулавӑшра ӗҫлекенсем те юсав ӗҫӗнчен аякра пӑрӑнса юлман, хӑш-пӗр ӗҫе хӑйсем тӗллӗн те пурнӑҫлаҫҫӗ.
Ӗҫ-пуҫ епле пынипе паллашма ҫак кунсенче унта район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Башкиров тата культура, спорт тата архив ӗҫӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Самсонов вырӑна ҫитнӗ.
Сӑнсем (11)
Шупашкар районӗнчи Котеркассинчи Фольклор ҫуртне юсама 1 миллион тенкӗ ытла ларать. Маларах вырӑнти Тутаркасси ял тӑрӑхӗ культура ҫуртне юсакан подряд организацине палӑртассипе конкурс ирттернӗ. Халӗ юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ.
«1947-мӗш ҫулта туса лартнӑ ҫурт япӑхса кайнӑччӗ. Кивӗ пулин те ку тӑрӑхрисемшӗн вӑл чӑн-чӑн культура вучахӗ пулса тӑнӑччӗ. Ҫиелтен юсани ҫителӗксӗррине кура ӑна тӗпрен юсама йышӑнтӑмӑр», — тесе пӗлтерчӗҫ вырӑнти ял тӑрӑхӗнче.
Сӑнсем (9)
Вӑрмар районӗнчи Чулкас ял тӑрӑхӗнче ял урамӗсене юсас тӗллевпе юлашки вӑхӑтра самай ӗҫ пурнӑҫланине пӗлтереҫҫӗ вырӑнтисем.
Асӑннӑ ял тӑрӑхӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, укҫана вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ҫулсене тӗпрен юсама тата тытса тӑма уйӑракан субсиди шучӗпе майлаштараҫҫӗ.
Кӑҫал хӑш ялсене юсанине асӑнса кайман та, анчах ӳкерчӗк тӑрӑх хакласан ӗҫлени куҫкӗрет.
Чулкас тӑрӑхӗнчи ялсенчи ҫулсене юсама «Стройтранс» текен обществӑна суйланӑ-мӗн.
Сӑнсем (32)

ЧР Аслӑ сучӗ Г.Лебедев ячӗллӗ чӑваш наци лицейӗн корпусӗсене Шупашкарти Граждан урамӗнчех хӑварма, пысӑк юсав ӗҫӗсем ирттерме йышӑннӑ. Эппин, лицей кӗҫех республикӑри пултаруллӑ ачасене йышӑнма пултарӗ.
ЧР Аслӑ сучӗн залне лицей шӑпишӗн пӑшӑрханакансем пухӑннӑ. Унччен районти судра выляса янӑ ашшӗ-амӑшӗ, вӗрентекенсем алӑ усман — Аслӑ суда аппеляци панӑ. Суд вара вӗсен майлӑ пулнӑ.
Анчах, чиновниксем палӑртнӑ тӑрӑх, лицей ҫӗнӗрен ӗҫлеме тытӑнсан унта, унчченхипе танлаштарсан, ача виҫӗ хут сахалрах вӗренӗ. Ҫавна май унта вӗренме килекенсен ҫирӗп суйлав витӗр тухма тивӗ.
Музыка енӗпе те вӗрентӗҫ. Кунсӑр пуҫне лицей статусӗпе килӗшсе тӑракан квалификациллӗ вӗрентекенсемпе воспитательсене шырама тивӗ. Йӑлтах — хула влаҫӗн аллинче. Лицее муниципалитет харпӑрлӑхӗнчен республикӑнне куҫарма май килмен.
Кунта пӗлтӗрех пӗчӗк юсав ӗҫӗсем ирттернӗ. Ун чухне хыснаран уйӑрнӑ 1 миллион тенкӗпе душ пӳлӗмӗсене ҫӗнетнӗ. Анчах лицей ӗҫне икӗ ҫул каялла ишӗлес хӑрушлӑх пур стенашӑн чарса лартнӑ. Халӗ ӑна юсмашкӑн кӑна 9 миллион тенкӗ кирлӗ. Анчах юсав ӗҫӗсем хӑҫан тытӑнасси паллӑ мар-ха.

Сӗнтӗрвӑррихулинчи Чкалов урамӗнчи 55-мӗш ҫуртра пурӑнакансем ҫӗн пӳрт ӗҫкине икӗ хутчен тунӑ.
Нмуай хваттерлӗ ҫав ҫурт кивӗ тата ишӗлекен ҫурт-йӗр программӑна лекнӗ. Ҫавна май ӑна юсаса ҫӗнетме йышӑннӑ. Вырӑнти хуҫасем ӗнентернӗ тӑрӑх, юсанӑ хыҫҫӑн унти хваттерсем «пачах ҫӗнӗ, хӑтлӑ, ирӗклӗ» пулса кайнӑ. Юсанӑ хыҫҫӑн ҫурчӗ хӑй те, хваттерӗсем те хальхи вӑхӑтри йышшине ҫаврӑннӑ имӗш. Ҫурта юсанӑ-юсанах ун патне пырса кӗмелли ҫула та, ҫурт йӗри-тавралли территорие те хӑтлӑх кӳнине пӗлтереҫҫӗ. Юсаса ҫӗнетме пӗтӗмпе 16,7 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ, ҫав шутран 10,7 миллионне — федераци хыснинчен.
Сӑнсем (22)

Элӗкре нумай хваттерлӗ ҫурт картишӗсене юсассипе кӑҫал самай ӗҫленӗ. Ҫак тӗллевпе унта хыснара 1,2 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Тупрана район центрӗнчи Совет урамне асфальт сарма янӑ. Кунсӑр пуҫне асӑннӑ урамри 36/1 тата Гагарин урамӗнчи 37-мӗш ҫурт картишӗснее хӑтлӑх кӗртнӗ.
Ҫӗнӗрен асфальт сарни, юсамаллине юсани машинӑсене кӗрсе тухма та меллӗх кӳни каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ. Вӑл вара халӑхӑн пурнӑҫне те лайӑхлатасса шанаҫҫӗ.

Ырантан, ҫурлан 1-мӗшӗнчен, пуҫласа Шупашкарти Гагарин кӗперне юсама тытӑнӗҫ. Ҫавна май транспортсене унтан ҫӳреме сӗнмеҫҫӗ.
Ҫурлан 1–18-мӗшӗсенче транспортсене сылтӑм енӗсемпе сахалрах ҫӳреттерӗҫ. Ҫак тапхӑрта икӗ еннелле каякансем те ҫул варрипе ҫӳрӗҫ. Унта ун чухне юсав ӗҫӗсем пымӗҫ.
Хула кунӗ хыҫҫӑн, ҫурлан 18-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 8-мӗшӗччен, транспортсене ҫул варрипе ҫӳреме чарӗҫ. Ҫак вӑхӑтра сылтӑм енчи ҫулсемпе ҫӳреме май пулӗ.

Ҫак кунсенче Муркаш районӗнчи Турай ялне каякан ҫула тӗплӗн юсасси малалла пырать. Райцентра «Сӑр» автоҫулпа ҫыхӑнтаракан ҫак трассӑна Чӑваш Енӗн Транспорт министерствин «Чувашупрдор» учрежденийӗ ҫӗнетет.
Ҫул 4-мӗш техника категорине кӗрет иккен. Ӗҫе виҫӗ тапхӑра пайланса пурнӑҫламалла. Халӗ пӗрремӗш тапхӑрӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Халь юсакан ҫулӑн тӑршшӗ — 6 километр та 80 метр. Икӗ йӗрлӗ ҫулӑн иртсе ҫӳремелли пайне 6 метр сарлакӑш тӑваҫҫӗ. Халӗ хура вак чул сарма тата асфальтпа бетон хутӑшӗ сарма тытӑннӑ ӗнтӗ.
Сӑнсем (16)
Шупашкарти Воробьев композиторсен урамне юсаса ҫӗнетме тытӑнасси пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫавна пула паянтан пуҫласа ҫурлан 15-мӗшӗччен троллейбуссемсӗр тата маршрут автобусӗсемсӗр пуҫне ытти мӗнпур транспорта Воробьев композиторсен урамӗпе Ярославль урамӗ пӗрлешнӗ тӗлтен пуҫласа Карл Маркс урамӗпе пӗрлешекен вырӑн таран ҫӳреме чарнӑ.
Автотранспорта Калинин урамӗпе, Шупашкар заливӗ хӗррипе, Константин Иванов, Ярославль, Дзержински урамӗсемпе, Президент бульварӗпе ярӗҫ.
Хулари 37-мӗш, 42-мӗш, 48-мӗш, 51-мӗш, 52-мӗш, 62-мӗш, 63-мӗш номерлӗ маршрутсене Калинин урамӗнчен Шупашкар заливӗ, Константин Иванов, Водопровод урамсемпе, Мускав проспекчӗпе кайтараҫҫӗ. 101с, 101э, 331, 332, 333, 334-мӗш автобуссене маларах асӑннӑ ҫулпа яраҫҫӗ. 232-мӗш автобус Воробьев композиторсен урамне юсанӑ вӑхӑтра Калинин урамӗнчен Ярославль урамне тухӗ, унтан Дзержински тата Карл Маркс урамӗсемпе хӑйӗн яланхи маршручӗ ҫине кайӗ.
