Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев журналистсене черетлӗ хутчен пресс-конференцие чӗннӗ. Республика ертӳҫи калаҫнине видео ӳкерсе илекенсем те пулнӑ. «Ҫыхӑнура» портал журналисчӗсем «Грани» хаҫатӑн видеохыпарлавӗ тӑрӑх пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Игнатьев вӑтам шалӑва шута илекен статистикӑна ырламан. «Сӑрӑ» шалушӑн та пӑшӑрханать иккен республика ертӳҫи.
Михаил Васильевич шухӑшланӑ тӑрӑх, Ҫурҫӗрте пирӗн республикӑра пурӑнакансем, пурӗ 30 пинтен кая мар ҫын, ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем Чӑваш Енре пурӑнаҫҫӗ, ытти регионта вахта мелӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Унтах вӗсене Росстат шута илет. Килес ҫултан ведомство шутлав меслетне улӑштарӗ. Ҫапла тусан, Михаил Игнатьев Элтепер шухӑшланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри вӑтам шалу виҫи те пысӑк курӑнӗ.
Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев каллех тӳрӗ лини ирттерет. Хальхинче – Чӑваш наци телекуравӗпе. Аса илтерер: юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Михаил Васильевич Наци радиовӗпе тата «Тӑван радиопа» тӳрӗ лини ирттернӗ.
хальхинче Элтепер республикӑри социаллӑ экономика лару-тӑрӑвӗ пирки каласа кӑтартӗ, малашнехи плансене уҫӑмлатӗ тата ҫынсен ыйтӑвӗсене хуравлӗ. Элтепере ыйту парас килсен 56-51-00 номерпе шӑнкӑравламалла. Чӳк уйӑхӗн 12-13-мӗшӗсенче шӑнкӑравсене 17 сехетчен йышӑнаҫҫӗ. Чӳкӗн 14-мӗшӗнче тӳрӗ лини вӗҫленичченех ыйтусене йышӑнӗҫ.
Тӳрӗ лини 13 сехетре пуҫланӗ.
Ялта пурӑнакан ҫамрӑк специалистсемпе ҫемьесене ипотекӑна 3 процентпа пама тытӑнасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ялти ипотека килес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ӗҫлеме тытӑнӗ. Ҫакӑн пирки малтанласа РФ ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Иван Лебедев авӑн уйӑхӗнче каланӑччӗ.
Шупашкарти Пӑр керменӗнче иртнӗ Ял хуҫалӑхӗнче тата тирпейлекен отрасльте ӗҫлекенсен кунне паллӑ тума хутшӑннӑ Раҫҫей ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Оксана Лут та асӑнса хӑварнӑ.
Паян вара ҫӗнӗлӗх пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе эрнесерен ирттерекен планеркӑра пӗлтернӗ. Республика ертӳҫи пӗлтернӗ тӑрӑх, ялта ҫурт-йӗр тумалли укҫана 3 миллион тенкӗ таран илме май пулӗ. Унпа 25 ҫул хушшинче татӑлмалли. Кивҫен укҫана ялта ӗҫлекен 21-65 ҫулсенчи ҫынсем илейӗҫ.
Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Юрма» кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗ пирки тӗрлӗрен калаҫнине илтме тивет. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ял хуҫалӑх предприятине панкрута кӑларас ыйтупа ЧР Арбитраж судне тавӑҫ ҫитнӗ. Тавӑҫне шӑрҫалаканни — «Устойчивое развитие Поморья» ятлӑ фонд. Предприяти 35 миллион тенкӗ парӑма кӗнине кӑтартнӑ тавӑҫра.
Ҫав вӑхӑтрах предприятире хальхи вӑхӑтра ҫӗнӗ инвесторсем хуҫаланнине палӑртмалла. Ҫӗнӗ хуҫа — Волгоградри «МегаМикс» тулли мар яваплӑ общество. Ӗнер ҫавӑн тӗп пуҫлӑхӗпе Василий Фризенпа тата «Юрма» агрохолдинг пуҫлӑхӗпе Сергей Разаевпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртӗнче тӗл пулнӑ.
ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хапрӑкра ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳленине, ҫынсене ӗҫе илнине, комбикорм савутне ҫӗнетессине, унта Германири специалистсене йыхравлассине, аш-какая вырӑнта тирпейлессине пӗлтернӗ. Кайӑк-кӗшӗк каяшне тирпейлемелли савута хута ярасси пирки те калаҫнӑ.
«Кӗпӗрнаттӑрсен наци танлаштарӑмӗ» пичетленнӗ. Хальхинче регионсен пуҫлӑхӗсен авӑн-юпа уйӑхӗсенчи ӗҫ-хӗлне хакланӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев танлаштарӑмра 7 йӗрке хӑпарнӑ. Унччен вӑл 67-мӗш йӗркере пулнӑ тӑк халӗ – 60-мӗш.
Кӑҫал республикӑра ҫӗрулми ӑнса пулнӑ, тыр-пул та тухӑҫӗпе савӑнтарнӑ. Кунсӑр пуҫне республикӑна федераци хыснинчен 10 миллиард тенкӗ килнӗ. Ҫаксем Элтепере танлаштарӑмра ҫӳлелле хӑпарма пулӑшнӑ та.
Аса илтерер: ҫитес ҫул республикӑра Элтепере суйламалла. Михаил Игнатьев ку пукана 2010 ҫултанпа йышӑнать. Экспертсен шухӑшӗпе, ҫитес суйлавра вӑл ку должноҫе йышӑнаймӗ.
Тухтӑрсем Ҫӗрпӳре пурӑнакан 12 ҫулти ачан пурнӑҫӗшӗн кӗрешеҫҫӗ. Арҫын ача нумай хутлӑ ҫурт тӑрринчен ӳкнӗ. «Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлассишӗн йӑлтах тӑваҫҫӗ», - ҫапла ҫырнӑ ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инстаграмри страницинче.
Инкек юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче каҫхине пулнӑ. Ача ҫурт тӑррине епле лекнӗ? «Регламент тата йӗрке пур, яваплисем пур. Айӑплисем явап тытӗҫ», - ҫырнӑ Элтепер.
Тухтӑрсем арҫын ачан сывлӑхӗ йывӑррине палӑртаҫҫӗ. Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ, следовательсем ӗҫлеҫҫӗ.
Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче икӗ хутлӑ культура ҫуртне туса пӗтернӗпе пӗрех. Ӑна иртнӗ ҫул хӑпартма пуҫланӑ. Строительство ӗҫӗсем епле шайра пулнипе паян, юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паллашнӑ.
Культура ҫурчӗн строительствипе паллашасшӑнах кайман-тӑр-ха республика ертӳҫи. Михаил Игнатьев ҫав тӑрӑхра ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе пулнӑ.
Регион ертӳҫи паллашнӑ вырӑнти объектсенчен пӗри Шӑхасанти культура ҫурчӗ пулнӑ та. Культура керменне строительсем ҫывӑх кунсенче туса пӗтерме шантарнӑ. Унта вырӑнти аграрисем ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен професси уявне палӑртасшӑн.
Ҫурт хӑтлӑ, ҫутӑ, илемлӗ. Чи кирли — ӑна йӗркеллӗ ӗҫлеттересси. Культура ҫуртне пушӑ лартмалла маррине Михаил Игнатьев Элтепер те асӑрхаттарса каланӑ.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат Чӑваш Ен Элтеперӗ пулма пултаракан тата тепӗр кандидат ятне асӑннӑ. Ку ҫын — Александр Шадриков.
Маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫ тӗшмӗртекен кандидат хальхи вӑхӑтра Тутарстанра ӗҫлет. Вӑл унта — экологи министрӗ.
Александр Шадриков кандидатурине Михаил Игнатьев Элтепер те ырлать-мӗн. Ҫавӑн пек шухӑшлама темиҫе сӑлтав пур теҫҫӗ. 42 ҫулти Александр Валерьевич — Тутартстанри Ҫӗпрел районӗнче ҫуралнӑ чӑваш. Чӑваш наци конгресӗн президенчӗпе Николай Угасловпа ҫывӑх. Чӑваш Енри элитӑпа ҫывӑх хутшӑнусем вӑл йӗркеленӗ те ӗнтӗ.
Юлашки ҫулсенче Александр Шадриков япӑх мар карьера тунӑ. 2018 ҫулта ӑна Тутарстанӑн экологи тата ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министрӗ пулма шаннӑ.
Чӑваш Енре наставниклӑх институтне чи лайӑх саракансене палӑртма конкурс ирттерме йышӑннӑ. Кун пирки ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян пӗлтернӗ. Конкурсшӑн явапли — ЧР Элтеперӗн Администрацийӗ.
Конкурса кирек кам та хутшӑнаять. Чи кирли — вӗсем республика территорийӗнче тӑрӑшакан предприятисем пулни. Харпӑрлӑх форми кирек мӗнли пулсан та юрать.
Наставниклӑха сарассипе ырӑ тӗслӗх кӑтартакансен ҫак опытпа палалштармалла. Ҫӗнтерӳҫӗне палӑртнӑ чухне настанвиклӑх тӗслӗхне ытти ҫӗрте усӑ курма май пуррине те шута илӗҫ.
Конкурса хутсене кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене хавхалантарма 150 пин тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Аса илтерер: ака уйӑхӗн вӗҫӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев наставниклӑх институтне аталантарасси ҫинчен калакан хушӑва алӑ пуснӑччӗ.
Михаил Игнатьевӑн хуралҫи пулнӑ ҫын Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗнче ӗҫсен управляющийӗ пулса тӑнӑ. Ҫак хыпар «Ҫыхӑнура» форумра паян пӗлтернӗ.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, Владислав Аркадьевич Кротова ҫав должноҫе шанса пани ҫинчен калакан хушӑва
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пичетлемен. Анчах ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн тытӑмӗнче Кротов ячӗ пур.
Владислав Кротов Михаил Игнатьевӑн хуралҫи пулса темиҫе ҫул тӑрӑшнӑ. 2016 ҫул вӗҫӗнче ӑна Элтепер Администрацийӗн ертӳҫин ҫумӗ пулма шаннӑ. 2018 ҫулхи кӑрлачра Кротова сирме тивнӗ имӗш, пукана унччен республикӑн вӗренӳ министрӗ пулнӑ Юрий Исаева панӑ. Ҫапла вара Владислав Кротов Кротов Михаил Игнатьев пулӑшуҫи пулса тӑнӑ та хальченех ҫав енӗпе тимленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |