Паян Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Евгений Тертышный ӗҫ ветеранне, «Чӑвашрессовпроф» организацин пайташне «Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ» хисеплӗ ят парасси ҫинчен калакан йышӑнӑва алӑ пуснӑ.
Евгений Алексеевич ӗмӗрӗпех строительство отраслӗнче тӑрӑшнӑ. 1935 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Курган облаҫӗнчи Шадринск хулинче ҫуралнӑ. Сартури автомобиль ҫулӗн институтӗнче вӗреннӗ. 1960 ҫулта «Чӑвашспецстрой» трест тытӑмӗнче маҫтӑрта ӗҫлеме пуҫланӑ. «СУОР» предприятире пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулса та тимленӗ.
2006 ҫулта ӑна « Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни» ят панӑ. Евгений Тертышный тӗрлӗ медальпе ордена чылай тивӗҫнӗ. Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ строителӗ. Сакӑр урлӑ теҫетке урлӑ тахҫанах каҫнӑ ватта халӗ тата тепӗр хисеплӗ ят панӑ.
Паян ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче саккун проектне пӑхса тухнӑ. Вӑл сусӑр ачасене воспитани паракан ҫемьесене транспорт налукӗнчен хӑтарассипе ҫыхӑннӑ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, сусӑр ачана ҫитӗнтерекен ҫемьесен 150 лаша вӑйӗллӗ пӗр машинӑшӑн налук тӳлемелле мар. Элтепер ку шухӑша ырланӑ.
«Чӑваш Енре кунашкал 5 пине яхӑн ҫемье. Кашни иккӗмӗш ҫемьен тенӗ пекех ҫӑмӑл машина пур. Сусӑр ачасене, паллах, вӗренме, пульницӑна, реабилитацие илесе каймалла. Вара шухӑш ҫуралчӗ – кунашкал ҫемьесене транспорт налукӗнчен хӑтармалла. Кун пирки эпир ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева пӗлтертӗмӗр, вӑл ӑна ырларӗ», - ҫапла каланӑ ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗн ҫумӗ Юрий Кислов.
Политика тата экономика коммуникацийӗсен федераци агентстви иртнӗ эрнере регионсен пуҫлӑхӗсем Инстаграмра хӑйсен страницисене мӗнле тытса пынине тишкернӗ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ку тӗлӗшпе питӗ хастар: топ-10 списока лекнӗ.
Михаил Васильевич 9-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Раштав уйӑхӗн 2-8-мӗшӗсенче вӑл 14 пост, 30 сторис хатӗрленӗ, анчах тӳрӗ эфира пӗр хутчен те тухман. Элтепер страницине 28 пин ҫын пӑхса тӑрать.
Палӑртмалла: 85 пуҫлӑхран 65-шӗн Инстаграмра страница пур. Политика тата экономика коммуникацийӗсен федераци агентстви хатӗрленӗ танлаштарӑмра Астрахань облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Игорь Бабушкин пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, иккӗмӗш вырӑнта – Ханты-Манси автономи облаҫӗн пуслӑхӗ Наталья Комарова, виҫҫӗмӗш вырӑнта – Приморье крайӗн ертӳҫи Олег Кожемяко.
Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савучӗ нумаях пулмасть 85 ҫулхине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уявланӑ. Юбиляр-предприятие саламлама тӳре-шарапа депутатсем йышлӑн пуҫтарӑннӑ.
Республикӑри сумлӑ предприяти уявне хутшӑннӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев савута ырласа Инстаграмра та ҫырса хунӑ. «Пӗр йыш, пӗр ҫемье пек ӗҫлет Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савучӗ», — тенӗ Михаил Игнатьев. Предприятире хӑй темиҫе хут та пулнине, мухтавлӑ коллективра тӑрӑшакан чылай ҫынна палланине асӑнса хӑварнӑ.
Предприяти, чӑн та, самана саккӑрла ҫаптарнӑ вӑхӑтра та ҫухалса кайман. Савута Елена Бадаева чылай ҫул ӑнӑҫлӑ ертсе пырать. Маттур чӑваш хӗрарӑмӗ тахҫанах тивӗҫлӗ канура пулин те юратнӑ ӗҫе чунтан парӑнса пурнӑҫлать кӑна мар, самана таппипе тан утать. Ҫавна май савут продукцийӗн ассортименчӗ те, техӗм шӑршӑллӑ та кӑпӑшка ҫӑкӑр-булкӑна сутасси те ӑнӑҫлӑ пулса пырать.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн ертӳҫине Юрий Васильева ЧР Культура министерствин «За достижения в культуре» (чӑв. Культурӑри ҫитӗнӳсемшӗн) кӑкӑр ҫине ҫине ҫакмалли паллӑпа чысланӑ. Коллективӑн ытти хӑш-пӗр артистне вара Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн Хисеп хучӗсемпе, Тав хучӗсемпе хавхалантарнӑ.
Раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче юрӑпа ташӑ ансамблӗ 95 ҫулхи юбилейне Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн сцени ҫинче уявланӑ.
Уява ансамбль пултарулӑхне пысӑка хурса хаклакан куракансем, тӗрлӗ шайри тӳре-шара пырса ҫитнӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн саламне ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов ҫитернӗ. Вӑл коллектива ҫӗнӗ автобуссен уҫҫине те тыттарнӑ.
ЧР Элтеперӗн администрацийӗн автобази кӗҫех ҫӗнелӗ: 5 ҫӗнӗ машина туянма палӑртнӑ. Ку тӗллевпе 9 миллион тенкӗ тӑкаклама хатӗр. Ҫапла майпа пӗр машина 1,8 миллион тенке кайса ларӗ.
Аукцион ирттересси пирки Патшалӑх закупкисен сайтӗнче пӗлтернӗ. Малтанхи хак – 8,93 миллион тенкӗ. Укҫа-тенке республика хыснинчен тӗллевлӗ субсиди пек уйӑрӗҫ.
Иномаркӑсенче климат-контроль, ҫумӑр, ҫутӑ тата парковка датчикӗсем, круиз-контроль, харушсӑрлӑх минтерӗ тата карри пулмалла. Ку машинӑсемпе патшалӑх влаҫӗнче вӑй хуракансем ҫӳрӗҫ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Комсомольская правда» радиона интервью панӑ. Михаил Васильевич унта палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре кирек мӗнле яла та кирек мӗнле машинӑпа кӗрсе тухма пулать.
Ертӳҫӗ малтанах ӗненемен, тепӗр хутчен ыйтнӑ: «Ку мӗнпе пынинчен килет!. Тракторпа ав — хӑть упа шӑтӑкне! «Мерседеспа» вара?» Элтепер хуравланӑ: Кирек мӗнле автотранспортпа та! Ҫил-тӑман чухне, паллах, ҫулсене хӳсе лартать, тӳрех кӗрейместӗн. Техника тасатса ӗлкӗреймест. Анчах ку – темиҫе сехетлӗхе кӑна».
Ҫапах Элтепер республикӑра мӗнпур ҫул лайӑхах маррине пӗлет. Ҫакна вӑл ӗҫпе ҫӳренӗ чухне курать.
Паян иртнӗ Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗпе ҫыхӑннӑ калаҫу та пулнӑ.
Шупашкар хулин сити-менеджерӗ Алексей Ладыков филармони коллективне тытса тӑни республикӑн тӗп хулин хыснине тӑкак кӳнине палӑртнӑ. Шупашкар хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, коллектива е Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн, е Трактор тӑвакансен культура керменӗн йышне кӗртмелле.
Республикаӑн культура министрӗ Константин Яковлев филармонире реконструкци вӗҫлениччен хула хыснинчен куҫарасшӑн маррине палӑртнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев филармони артисчӗсем чӑн-чӑн профессионалсем пулнине кура коллектива упраса хӑвармаллине татӑклӑн каланӑ. Филармонипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва яваплисем ҫывӑх вӑхӑтра тишкерӗҫ.
ЧР Транспорт министерстви «Шупашкар – Сурски» автоҫула федераци харпӑрлӑхне памашкӑн документсем хатӗрлет. Кун пирки ЧР Элтеперӗн администрацийӗн пресс-служби хыпарлать.
Палӑртмалла: халӗ вӑл – республика харпӑрлӑхӗнче. Ҫапах ҫул Нурӑс, Пӑрачкав, Улатӑр урлӑ Мӑкшӑ Республикине илсе ҫитерет. Ҫул тӑршшӗ – 200 ҫухрӑм.
Халӗ тӳре-шара ҫак ҫула федераци хыснине памашкӑн ҫине тӑрсах ӗҫлет. «Документацие тӗплӗн хатӗрлеме ыйтатӑп. Документсене япӑх хатӗрлесен комисси йышӑнмасан та пултарать», - тене Михаил Игнатьев Элтепер.
Чӑваш Республикин патшалӑх элемӗпе епле усӑ курмалли йӗркене ҫӗнетнӗ. Саккуна улшӑну кӗртме Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев йышӑннӑ. Ҫапла пӗлтерет ЧӑвашЕен Элтеперӗн патшалӑхпа право управленийӗ. Саккуна Михаил Игнатьев паян, чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
«О государственных символах Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикин патшалӑх элемӗсем ҫинчен) саккунӑн 9-мӗш статйине улшӑну кӗртнӗ. Ҫавна Чӑваш Енӗн патшалӑх элемне, патриотизма сарас тӗллевпе тунӑ тесе хыпарлаҫҫӗ.
Патшалӑх гербне тата Патшалӑх ялавне халӑхпа ирттерекен мероприятисенче, сувенир продукцийӗ кӑларнӑ чухне усӑ курма ирӗк панӑ.
Элемсемпе вырӑнлӑ усӑ курмасан ҫынсене 2-3 пин тенкӗ таран штрафлама юрать, должноҫри ҫынсене – 5-7 пин тенкӗлӗх, предприяти-организацие – 50-80 пин тенкӗлӗх.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |