Чӑваш Енре илем салонӗсем, парикмахерскисем майӗпех ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Анчах эпидемипе кӗрешмелли режима пӑхӑнассишӗн ертӳҫӗ яваплӑ пулӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хушу алӑ пуснӑ.
Хушура палӑртнӑ тӑрӑх, илем салонӗсемпе парикмахерскисем харӑсах икӗ ҫынран ытларах йышӑнма пултармӗҫ. Килнӗ ҫынсен салонра кӗтсе ларма юрамӗ.
Вӗсем хӑҫан уҫӑлассине татӑклӑн палӑртман. Анчах хушу вӑя кӗнӗ. Эппин, вӗсем халех ӗҫе тытӑнма пултарӗҫ.
Аса илтерер: илем салонӗсене, парикмахерскисене, ытти чылай организаци пекех, кашӑлвирус сарӑлнине пула пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче хупнӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ларӑвӗнче паян Чӑваш Енри ачасен правине хӳтӗлекен Елена Романова (Сапаркина) ыйтса ҫырнине пӑхса тухассине тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФО» хаҫат пӗлтернӗ.
Елена Романова хӑй кӑмӑлӗпе отставкӑна каясси пирки ҫырнӑ-мӗн. Комитет ларӑвӗ паян 14 сехетре пуҫланнӑ.
Елена Романова Чӑваш Енри ачасен правине хӳтӗлес енӗпе 2017 ҫултанпа ӗҫлерӗ. Анчах хӑш-пӗрисем шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑл ҫак должноҫре питех хастар пулман, хӑй тӗллӗн татӑклӑ йышӑнусем тума тытӑнса тӑнӑ. Унччен ҫав вырӑнта Вячеслав Рафинов ӗҫленӗччӗ. Елена Романова Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьевӑн арӑмӗн тӑванӗн хӗрӗ тесе сӑмахлатчӗҫ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «Вилӗмсӗр полк» акцие тӗнсе тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче ирттерме чӗнсе каланӑ. Ҫавӑн пирки видео ӳкерсе вӑл Инстаграма вырнаҫтарнӑ. Аллинче — Федор Максимович Григорьев сӑнӳкерчӗкӗ.
«Эпидеми, паллах, мероприятисен графикӗсене тата вӗсен формине улӑштарма пултарать. Анчах Тӑван ҫӗршывӑн паттӑрӗсене манма нимӗн те хистеймӗ. Пирӗн «Вилӗмсӗр полк» кӑҫал социаллӑ сетьсенче ирттӗр. Хӑвӑр паттӑрсем — аслаҫӑрсемпе асаннӗрсем — ҫинчен каласа кӑтартакан видеосем ӳкерсе илӗр. Ветерансен паттӑрлӑхӗпе пӗрле мӑнаҫланӑпӑр, вӗсен ятне ачамӑрсемпе мӑнукӑмӑрсем патне ҫитерӗпӗр», — тесе ҫырнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ.
Чӑваш Енре те электронлӑ пропусксем пулӗҫ. Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен пуҫласа муниципалитетсен хушшинче ҫӳрекен маршрутсем электронлӑ пропуск килӗҫ.
Аса илтерер: кӑшӑлвируса пула Чӑваш Енре районсене ҫӳрекен маршрутсен йышне чакарнӑ. Анчах ку самантпа усӑ куракансем тупӑннӑ: саккуна пӑсса пассжирсене турттаракансем пуррине тупса палӑртнӑ.
Ҫавна май мунипалитетсен хушшинче ҫӳрекен маршрутсене электронлӑ пропуск пама йышӑннӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Чӑваш Ене республика прокурорне ларма пултаракан ҫын килнӗ. Вӑл – Андрей Фомин, Владимир облаҫӗнче ҫуралса ӳснӗскер.
ЧР Правительствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Андрей Фоминпа тӗл пулнӑ. Андрей Фомин унччен Крымра ӗҫленӗ, вӑл Олег Алексеевича хӑйӗн опычӗ пирки каласа кӑтартнӑ.
Палӑртмалла: Чӑваш Ен прокурорӗн кандидатурине Раҫҫей тӗп прокурорӗ Игорь Краснов сӗннӗ. Акан 16-мӗшӗнче вара ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче депутатсене Андрей Фомин кандидатурине йышӑнма сӗннӗ. Вӗсем ырланӑ, кун хыҫҫӑн ҫакна РФ президенчӗ ҫирӗплетмелле.
Пирӗн республикӑра малашне ҫулсерен Карьера кунӗсем ирттерме палӑртнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «О дополнительных мерах, направленных на привлечение молодежи к работе в системе государственного управления» (чӑв. Патшалӑх управленийӗн тытӑмӗнче ӗҫлеттерме ҫамрӑксене явӑҫтарма хушма мерӑсем йышӑнасси ҫинчен) хушу кӑларнӑччӗ.
Влаҫ органӗсенче ҫамрӑксем сахаллине кура вӗсем валли Карьера кунӗсем ирттересшӗнччӗ. Кӑҫалхине ака уйӑхӗнче йӗркелессине хыпарланӑччӗ.
Республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнӑ саманара Карьера кунӗсене ирттермӗҫ. Кун пирки Олег Николаев ятарлӑ йышӑну тунӑ. ЧР Элтеперӗн Патшалӑх граждан службин, кадр политикин тата патшалӑх наградисен управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Карьера кунӗсене каярах йӗркелӗҫ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Николай Бударин космонавта професси уявӗпе саламланӑ. Кун пирки вӑл Инстаграмра пӗлтернӗ.
«Космонавтика кунӗпе, туссем! Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗ – наци мӑнаҫлӑхӗн, профессионализм ҫитӗнӗвӗн тата мӗнпур ҫӗршывӑн талпӑнӑвӗн кунӗ. Космос отраслӗн аталанӑвӗн ҫитӗнӗвӗпе эпир кунсерен усӑ куратпӑр. Пуласлӑх технологийӗсем пирӗншӗн тахҫанах кулленхи куна ҫаврӑнчӗҫ. Ҫав технологисем пулӑшнипе хамӑрӑн ентешӗмӗре Николай Михайлович Бударин космонавта уяв ячӗпе саламлама пултартӑм», – тесе ҫырнӑ Олег Николаев.
Чӑваш Ен тӗнчене харӑсах виҫӗ космонавта парнеленине палӑртнӑ вӑл. Андриян Николаев, Муса Манаров тата Николай Бударин ячӗсем Чӑваш Ен историйӗнче ӗмӗрлӗхе ҫырӑннине асӑннӑ. «Эпӗ вӗсен паттӑрлӑхӗпе хавхаланатӑп. Тӳпе пирки ӗмӗтленсе вӗсен мӗн тӳсме тивнине ачасене каласа кӑтартатӑп», – ҫырнӑ Олег Николаев Инстаграмра.
ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, социаллӑ экономика аталанӑвӗн программине пурнӑҫламашкӑн Чӑваш Ене ҫитес тӑватӑ ҫулта 5 миллиард тенкӗ килӗ.
Палӑртмалла: ку программӑна Чӑваш Ен Правительстви ӗнер, ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, ҫирӗплетнӗ. Уйӑрнӑ 5 миллиард тенкӗпе мӗн тӑвӗҫ-ха? Чи малтанах ҫӗнӗ савутсем хута ярӗҫ, ҫапла майпа ҫынсем валли ӗҫ вырӑнӗсем пулӗҫ.
Ку кӑна мар, ҫак программӑна ӑнӑҫлӑ пурнӑҫласан Чӑваш Ене тата тепӗр 5 миллиард тенкӗ килӗ.
Чӑваш Ене маска кӳрсе килнӗ. Кун пирки республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Инстаграмра паян пӗлтернӗ.
«Малтан шантарнӑ пекех республикӑна медицина маскисемпе тивӗҫтертӗмӗр. Паян Чӑваш Ене пысӑк парти –326 пин – килчӗ. Раҫҫейӗн Промышленность министерствипе калаҫу ирттернин усси пулчӗ», – тесе ҫырнӑ Олег Николаев.
Маскӑсене республикӑн патшалӑх аптекисене сутма парӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах маскӑсемпе чи малтан тивӗҫтермелли категорие те асӑннӑ. Кунта – пульницӑсенче тӑрӑшакансем, полици тата Росгварди ӗҫченӗсем. Юлашкинчен асӑннисем пирки республика ертӳҫи Олег Николаев урамсемпе ҫулсем ҫинчен йӗрке тӑваҫҫӗ тесе палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне нимеҫӗсене маскӑпа тивӗҫтерӗҫ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем хушшинче кӑшӑлвируспа чирлӗ тата тепӗр икӗ ҫынна тупса палӑртнӑ. Кун пирки республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ ирхи канашлура каланӑ. Ку хыпара Чӑваш Енӗн ПТРК пӗлтернӗ.
Кӗске хыпарта каланӑ тӑрӑх, кӑшӑлвирус лекнӗ тепӗр икӗ ҫынна палӑртнӑ. Шӑматкун ку чирпе аптӑракансене икӗ тӗслӗх тупса палӑртнӑччӗ.
Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑшӑлвирус ернисем, арӑмӗпе упӑшки, ют ҫӗршывран – Доминиканӑран – канса килнӗ. Мӑшӑр карантинта килте ларнӑ. Арӑмӗпе упӑшкин анализӗ начаррине пӗлсен тухтӑрсем вӗсене пульницӑна васкавлӑн тата мӗнпур хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнса илсе кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 26 - 28 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |