Нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре тытса тӑракан управляющи компанисене хурлакансем час-часах тупӑнни пирки республикӑн Правительствин авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче иртнӗ канашлура сӑмах хускатнӑ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев унта каланӑ тӑрӑх, вӗсенчен хӑшӗсем пирки вӗҫӗмех ҫӑхавсем килеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та управляющи компанисен ӗҫ-хӗлне тишкермелле.
«Нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре тытса тӑрасси, ҫурта тӗплӗн юсасси пирки ыйтусем нумай. Вӗсене республикӑн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствин тата Ҫурт-йӗр инспекцийӗн сӑнаса йӗркелесе тӑмалла. Управляющи компанисемпе ҫынсен хушшинче ҫыхӑну уҫӑ та пуриншӗн те ӑнланмалла пулмалла. Ҫавӑн чухне ыйтусем вырӑнтах татӑлӗҫ», — тенӗ республика ертӳҫи.
Олег Николаев хушӑвне шута илсе Чӑваш Енӗн Патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцийӗ онлайн-ыйтӑм ирттерет. Унта хутшӑнас тесен https://nk.cap.ru/poll/110 каҫӑпа кӗрсе регистрациленмелле.