ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев паянхи планеркӑра троллейбус ыйтӑвне хускатнӑ. Чӑваш Ене Мускавран списокран кӑларнӑ троллейбуссене илсе килме пултараҫҫӗ.
Нумаях пулмасть ҫӗршывӑн тӗп хулинче «Транспорт эрни» иртнӗ. Унта пирӗн делегаци те ҫитнӗ. Паян вара Михаил Игнатьев «Транспорт эрнине» пӗтӗмлетнӗ.
Мускавра усӑ курман троллейбуссене Шупашкара илсе килме палӑртнӑ. Вӗсем Мускаври транспорт департаментӗнчен ҫитмелле. Транспорта укҫа-тенкӗсӗрех парӗҫ. Пӗтӗмпе – 30 троллейбус.
Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче ҫӗнӗ Культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ. Унта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫитсе курнӑ.
Михаил Васильевич каланӑ тӑрӑх, ку Культура ҫурчӗ республикӑра чи инновациллӗ шутланать. Кунашкалли тата 25 ҫурт пулмалла-мӗн. Шӑхасанти культура ҫуртне сусӑр ҫынсем те кӗрсе тухайӗҫ – унта лифт та пур.
Культура ҫуртне тумашкӑн 55 миллион ытла тенкӗ тӑкакланӑ. Унта 300 ҫын вырнаҫмалӑх курав залӗ, кружоксем ӗҫлемелли пӳлӗмсем пур. Кунтах халӑх театрӗ, ветерансен хорӗ, фольклор ушкӑнӗ тата ытти пултарулӑх ушкӑнӗ вырнаҫма пултарӗ.
Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутатне, «Победа» фирмӑн экс-директорне Виктор Шмакова мандатсӑр хӑварӗҫ. Вӑл тупашӗсем пирки деклараци тӗрӗс мар тӑратнӑ-мӗн.
Малтан Шмаковӑн декларацине ЧР Элтеперӗн общество харушсӑрлӑхӗн тата коррупцие хирӗҫ кӗрешес ыйтусемпе ӗҫлекен управленийӗ тӗрӗсленӗ, унтан Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗ ҫумӗнчи комисси пӑхса тухнӑ. Пӗтӗмлетӳ ҫапла тунӑ: Шмаковӑн декларацинче тупӑшсем тулли мар тата тӗрӗс мар. Шупашкар пуҫлӑхӗ Евгений Кадышев патне ӑна депутат мандачӗсӗр хӑварас ыйтупа тухнӑ.
Палӑртмалла: Виктор Шмаков тӗлӗшпе темиҫе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку Калинин урамӗнчи 83-мӗш ҫуртпа ҫыхӑннӑ. Нумай хутлӑ ҫурта халӗ те хута яман, «Победа» фирма вара панкрута тухнӑ.
Шупашкар хулинче полицин участокри пунктне тӳре-шарапах уҫнӑ. Сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, унта хула ҫыннисем те, пӗчӗк ачасем те пуҫтарӑннӑ.
Полицин участокри пунктне Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта уҫнӑ.
90 тӑваткал метр йышӑнакан лаптӑка Шупашкар хула администрацийӗ туяннӑ. Укҫана муниципалитетӑн ятарлӑ программипе килӗшӳллӗн уйӑрнӑ. Пӳлӗме Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти уйрӑмне усӑ курма курма тӳлевсӗрех панӑ.
Полицин участокри пунктне уҫма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та пырса ҫитнӗ. Унсӑр пуҫне — Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ, полицин генерал-майорӗ Виктор Шметков, Чӑваш Ен прокурорӗ Василий Пословский, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков, ШӖМӗн Шупашкарти управленийӗн пуҫлӑхӗ Марат Михайлов.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев журналистсемпе тӗл пулнӑ. Унта калем ӑстисем тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ. Вӗсенчен пӗри – Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче троллейбус ярасси.
Элтепер пӗлтернӗ тӑрӑх, правительствӑн троллейбус ямашкӑн мӗн чухлӗ тӑкак пулнине шутламалла. Анчах ку ыйтӑва пӗр ҫултах татса пама май ҫук.
«Троллейбуспа пассажирсене илсе ҫӳренин пӗлтерӗшне шута илес тӗк – ку экологи тӗлӗшӗнчен таса тата йӳнӗ транспорт. Ҫӗнӗ хула микрорайон аталанса пынине шута илсе Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче троллейбус ҫӳреттерме тытӑнмалла», - тенӗ Михаил Игнатьев.
Паян Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк тата экологи министерствин ҫӗнӗ ертӳҫине ҫирӗплетнӗ. Яваплӑ ҫак должноҫе Иван Исаева шаннӑ.
Ҫапла, хӑй вӑхӑтӗнче ҫак ведомствӑра министрта тӑрӑшнӑ Иван Васильевич Исаева. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑччӗ. 2015 ҫулта Иван Исаева министр пуканӗсӗр хӑварнӑччӗ.
Иван Исаева министр тилхепине тыттарасси ҫинчен калакан хӑйӗн хушӑвне Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑмра вырнаҫтарнӑ.
ЧР Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин сайтӗнчи тытӑмра ҫӗнӗ министр ятне ҫырса хунӑ, хушу номерне кӑтартнӑ. Сӑнӳкерчӗке тата биографие ҫак самантра вырнаҫтарманччӗ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев журналистсене черетлӗ хутчен пресс-конференцие чӗннӗ. Республика ертӳҫи калаҫнине видео ӳкерсе илекенсем те пулнӑ. «Ҫыхӑнура» портал журналисчӗсем «Грани» хаҫатӑн видеохыпарлавӗ тӑрӑх пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Игнатьев вӑтам шалӑва шута илекен статистикӑна ырламан. «Сӑрӑ» шалушӑн та пӑшӑрханать иккен республика ертӳҫи.
Михаил Васильевич шухӑшланӑ тӑрӑх, Ҫурҫӗрте пирӗн республикӑра пурӑнакансем, пурӗ 30 пинтен кая мар ҫын, ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем Чӑваш Енре пурӑнаҫҫӗ, ытти регионта вахта мелӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Унтах вӗсене Росстат шута илет. Килес ҫултан ведомство шутлав меслетне улӑштарӗ. Ҫапла тусан, Михаил Игнатьев Элтепер шухӑшланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри вӑтам шалу виҫи те пысӑк курӑнӗ.
Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев каллех тӳрӗ лини ирттерет. Хальхинче – Чӑваш наци телекуравӗпе. Аса илтерер: юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Михаил Васильевич Наци радиовӗпе тата «Тӑван радиопа» тӳрӗ лини ирттернӗ.
хальхинче Элтепер республикӑри социаллӑ экономика лару-тӑрӑвӗ пирки каласа кӑтартӗ, малашнехи плансене уҫӑмлатӗ тата ҫынсен ыйтӑвӗсене хуравлӗ. Элтепере ыйту парас килсен 56-51-00 номерпе шӑнкӑравламалла. Чӳк уйӑхӗн 12-13-мӗшӗсенче шӑнкӑравсене 17 сехетчен йышӑнаҫҫӗ. Чӳкӗн 14-мӗшӗнче тӳрӗ лини вӗҫленичченех ыйтусене йышӑнӗҫ.
Тӳрӗ лини 13 сехетре пуҫланӗ.
Ялта пурӑнакан ҫамрӑк специалистсемпе ҫемьесене ипотекӑна 3 процентпа пама тытӑнасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ялти ипотека килес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ӗҫлеме тытӑнӗ. Ҫакӑн пирки малтанласа РФ ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Иван Лебедев авӑн уйӑхӗнче каланӑччӗ.
Шупашкарти Пӑр керменӗнче иртнӗ Ял хуҫалӑхӗнче тата тирпейлекен отрасльте ӗҫлекенсен кунне паллӑ тума хутшӑннӑ Раҫҫей ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Оксана Лут та асӑнса хӑварнӑ.
Паян вара ҫӗнӗлӗх пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе эрнесерен ирттерекен планеркӑра пӗлтернӗ. Республика ертӳҫи пӗлтернӗ тӑрӑх, ялта ҫурт-йӗр тумалли укҫана 3 миллион тенкӗ таран илме май пулӗ. Унпа 25 ҫул хушшинче татӑлмалли. Кивҫен укҫана ялта ӗҫлекен 21-65 ҫулсенчи ҫынсем илейӗҫ.
Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Юрма» кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗ пирки тӗрлӗрен калаҫнине илтме тивет. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ял хуҫалӑх предприятине панкрута кӑларас ыйтупа ЧР Арбитраж судне тавӑҫ ҫитнӗ. Тавӑҫне шӑрҫалаканни — «Устойчивое развитие Поморья» ятлӑ фонд. Предприяти 35 миллион тенкӗ парӑма кӗнине кӑтартнӑ тавӑҫра.
Ҫав вӑхӑтрах предприятире хальхи вӑхӑтра ҫӗнӗ инвесторсем хуҫаланнине палӑртмалла. Ҫӗнӗ хуҫа — Волгоградри «МегаМикс» тулли мар яваплӑ общество. Ӗнер ҫавӑн тӗп пуҫлӑхӗпе Василий Фризенпа тата «Юрма» агрохолдинг пуҫлӑхӗпе Сергей Разаевпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртӗнче тӗл пулнӑ.
ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хапрӑкра ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳленине, ҫынсене ӗҫе илнине, комбикорм савутне ҫӗнетессине, унта Германири специалистсене йыхравлассине, аш-какая вырӑнта тирпейлессине пӗлтернӗ. Кайӑк-кӗшӗк каяшне тирпейлемелли савута хута ярасси пирки те калаҫнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |