Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.0 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Олег Николаев суйлава хутшӑнма документсем тӑратнӑ

Паллашу Ырӑ чунлӑ, ӗҫчен, ырӑ кӑмӑллӑ ял пурнӑҫне килӗштерекен хӗр упраҫпа Туран трекӗ ...
Паллашу Ҫемье ҫавӑрас тӗллевпе арҫынпа паллашатӑп ( ӗҫчен, начар привычкӑсӑр, пӗчӗк мар...
Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Таисия Ташней 24.06.2020 10:50 | 344 хут пӑхнӑ
Политика

Паян Чӑваш Енре республика Элтеперне суйламалли суйлав кампанийӗ пуҫланнӑ. Кун пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗ пӗлтернӗ. Республика пуҫлӑхӗ пулас кӑмӑллӑ пӗрремӗш кандидатӑн докуменчӗсене Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗ йышӑннӑ та ӗнтӗ. Вӑл ҫын — республика Элтеперӗн тивҫӗӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев.

Вӑл суйлава пӗрремӗш хут хутшӑнмасть пулин те пӑлханӑвне пытарман. «Тепӗр енчен пӑшӑрханни лайӑх та. Ҫак туйӑм ҫынна вӑй-хала ҫирӗплетме, шухӑшсене пӗр тӗвве ҫыхма пулӑшать», — тесе ҫырнӑ маларах асӑннӑ МИХ сайтӗнче.

Сӑмах май, ӗнер «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн конференцийӗ иртнӗ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗн кандидатурине (Олег Николаев ҫав парти пайташӗ. Анчах суйлава парти сӗмӗпе хутшӑнмасть, документсене хӑй тӗллӗн тӑратнӑ) унтисем ырланине пӗлтернӗ.

#суйлавсем, #Элтепер, #политика, #партисем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑваш Ен Элтеперӗ кам пулӗ?
2019, 09, 18
Олег Николаев Чӑваш Ен Элтеперӗ пуласшӑн
2020, 06, 13
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» Олег Николаева хирӗҫ мар
2020, 06, 17
Президентпа Михаил Игнатьев судлашас тенине ӗненмест
2020, 06, 20
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» Олег Николаева шанать
2020, 06, 23

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org