Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: элтепер

Персона
mvprint.ru сайтри сӑн
mvprint.ru сайтри сӑн

Чӑваш эстрада юрӑҫине Алексей Московские «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята панӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер алӑ пуснӑ.

Алексей Московский 1981 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗнче Елчӗкре ҫуралнӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, ача чухне вӑл тытӑнчӑклӑн калаҫнӑ, урокра ытлах сӑмах хушман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/ishutov_news
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

2026 ҫулта Республика кунӗ йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Шупашкарта тата пӗр-пӗр округра иртӗ. Ҫитес ҫул уяв мероприятийӗсем Шупашкар округӗнче пулӗҫ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра Республика кунне мӗнле паллӑ тӑвассине сӳтсе явса программа хатӗрлӗҫ.

Сӑмах май, иртнӗ ҫул уяв Шупашкарта тата Етӗрне округӗнче иртнӗ.

 

Экономика

Раҫҫейпе Узбекистан хушшинчи регионсем хушшинчи II канаш вӑхӑтӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «Узмахсуссувтаъмиртаъминот» предприяти тата «Шупашкарти электромашиностроени завочӗн ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ.

«Чӑваш Енпе пирӗн ӑшӑ ӗҫлӗ хутшӑнусем йӗркеленчӗҫ. Ҫулталӑк ҫурӑ вӑхӑтӗнче самай ӗҫ туса иртетреме май килчӗ», — тенӗ Узбекистан предприятийӗн генеральнӑй директорӗн пӗрремӗш ҫумӗ Салахиддин Шохрухбек Абдумумин угли.

Инвесторсем Ҫӗне Шупашкарти ятарлӑ экономика зонинче энергетика комплексӗн, хими, нефтьпе газ, металлурги отраслӗсен, строительство тата машиностроени предпряитийӗсем валли продукци туса кӑларма тытӑнасшӑн. Инвесторсем производствӑна 588 миллиона яхӑн тенкӗ хывасшӑн-мӗн.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Министрсен Кабинечӗн председателӗн тепӗр ҫумне палӑртнӑ. Ку должноҫе Олег Марков йышӑннӑ. Аса илтерер: суйлав хыҫҫӑн Олег Николаев ҫӗнӗ правительствӑра ҫавсенех, пӗринсӗр пуҫне, хӑварнӑ. Ун чухне вӑл Максим Иванова должноҫрен кӑларнӑ. Олег Марков ун вырӑнне йышӑннӑ. Вӑл Транспорт, Строительство, Ҫутҫанталӑк министерствисен тата Патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцийӗн кураторӗ пулӗ.

Олег Марков унччен вице-премьер пулнӑ ӗнтӗ. Ку должноҫе вӑл Михаил Игнатьев Элтепер пулнӑ чухне йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех Марков строительство министрӗ пулнӑ, анчах халӗ унӑн министр портфелӗ ҫук.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑн парламентӗнче хӑйӗн тулли праваллӑ элчи пулма Вячеслав Борисова ҫирӗплетнӗ.

Вячеслав Аркадьевич — Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи.

Хушӑва республика ертӳҫи паян, юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа републикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

 

Республикӑра
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев вӗрентекенсене професси уявӗпе саламланӑ.

«Шкул – ӗҫ кӑна мар, вӑл - чи яваплӑ тивӗҫ. Эсир вӗҫӗ-хӗррисӗр пӗлӳ тӗнчин алӑкне уҫса ачасене ӑс паратӑр, вӗсен кӑмӑл-туйӑмне ҫирӗплететӗр. Сирӗн кулленхи ӗҫ- чӑтӑмлӑх, ӑс-хакӑл тата ӗҫе чунпа парӑнса пурнӑҫланине ҫирӗплетекен тӗслӗх.

Пирӗн республикӑра тӑхӑр пин ытла педагог ӗҫлет. Эпир вӗсен профессири ҫитӗнӗвӗсемпе мӑнаҫланатпӑр. Чӑваш Енри вӗрентекенсем ҫулсерен Пӗтӗм Раҫҫейри тата Пӗтӗм тӗнчери конкурссен ҫӗнтерӳҫисемпе лауреачӗсем пулса тӑраҫҫӗ, педагогсен пӗрлӗхӗшӗн ҫул кӑтартакансем шутланаҫҫӗ», — тенӗ республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ саламра.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Олег Николаев Элтепер должноҫне йышӑннӑ хыҫҫӑн республика правительствине камсем кӗни паллӑ. Хушӑва вӑл ӗнер каҫхине алӑ пуснӑ.

Йыш – унчченхи пекех, пӗчӗк улшӑну кӑна. Строительство тата транспорт енӗпе ӗҫленӗ Максим Иванов кӑна ҫак йыша кӗмен.

Ҫавӑн пекех вакантлӑ тепӗр вырӑн пур. Вӑл – экономика аталанӑвӗпе ӗҫлекенни.

Хальлӗхе Элтепер патшалӑх службин ертӳҫисене палӑртман. Аса илтерер: Министрсен Кабинечӗн председательне Сергей Артамановах лартнине пӗлтернӗччӗ.

 

Чӑваш чӗлхи
dzen.ru сайтри сӑн
dzen.ru сайтри сӑн

«Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтернӗ, Мускавра чӑваш чӗлхи курсӗсене пуҫарнӑ.

Чӑвашла вӗренес килет-и? Тархасшӑн! Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев хушнипе Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представительствинче чӑваш чӗлхине вӗренес текенсене пурне те хапӑл туса кӗтсе илеҫҫӗ. Сӑмах май, кӑҫалхи пӗрремӗш тӗлпулу ыран, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, 11 сехетре пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗсемпе уса курнӑ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗсемпе уса курнӑ

Иртнӗ уйӑхӑн вӗҫӗнче пирӗн республикӑри икӗ ҫынна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят пама йышӑннӑ. Хушӑва Элтепер авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Вӗсенчен пӗри — Сӗнтӗрвӑрринчи тӗп клуб тытӑмӗн художник-оформителӗ Светлана Иванова, тепри — Шупашкарти тӗп клуб тытӑмӗн директорӗ Александр Матвеев.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Паян ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗн иккӗмӗш тапхӑрӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Сергей Артаманова председателе лартассине ырлассине пӑхса тухнӑ. Депутатсем унӑн кандидатурине сӗннӗ.

Сергей Артамонова председателе лартассишӗн 40 депутат килӗшсе сасӑланӑ, пӗри хирӗҫ пулнӑ, тепӗр ҫын сасӑлама тӑхтанӑ. Ҫапла ӑна председателе ҫирӗплетнӗ.

Аса илтерер: Олег Николаев авӑнӑн 26-мӗшӗнче Элтепер должноҫне йышӑннӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл правительствӑна салатнӑ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 185
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.12.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем