2029 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче СССР лётчик-космонавчӗ, икӗ хут Совет Союзӗн Геройӗ, авиацин генерал-майорӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитӗ.
Ҫав куна республикӑра анлӑн та тивӗҫлипе уявлама хатӗрленеҫҫӗ. Ҫавна май паян, авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, республика Элтеперӗ Олег Николаев ятарлӑ йышӑнӑва алӑ пуснӑ. Унта 2029 ҫулта тӗрлӗ мероприяти туса ирттересси ҫинчен каланӑ, ун валли мероприятисен планне хатӗрлеме хушнӑ.
Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнче пурӑнакан мӑшӑра «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» орденпа чысланӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ алӑ пуснӑ.
Кулясовсем 1972 ҫултанпа пӗрле. Владимир Михайлович – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ. Валентина Ивановна вара тӑван ялӗн пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшнӑ.
Вӗсем пӗр ывӑл ӳстернӗ. Халӗ икӗ мӑнукпа тата пӗр кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче ПВО пилотсӑр вӗҫекен аппарата персе антарнӑ. Ку ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, 18 сехетре пулнӑ. Унӑн пайӗсем Аркасси ялӗ патӗнчи уйра ӳкнӗ. Ҫапла пӗлтернӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев телеграм-каналӗнче.
Шар курнисем ҫук. Ҫывӑхра пурӑнакан ҫынсем каланӑ тӑрӑх, шӑпах ҫав вӑхӑтра вӗсем шаплатнӑ сасӑ илтнӗ.
И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ют чӗлхесен факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ Юлия Максимова карьеринчи пӗрремӗш кунсенчех ЧР Элтеперӗн Олег Николаевӑн куҫаруҫи пулнӑ.
Юлия ҫак кунчене Хусанта иртнӗ «Ростки: Россия и Китай – взаимовыгодное сотрудничество» Пӗтӗм тӗнчери форумра ӗҫленӗ. Унта вӑл Чӑваш Ен тата Китай партнерӗсен калаҫӑвӗнче куҫаруҫӑ пулнӑ.
Юлия кун валли пӗр уйӑх хатӗрленнӗ: терминсене вӗреннӗ, Администрацири ӗҫтешӗсенчен консультаци илнӗ. «Чӗлхене пӗлни кӑна мар, стреслӑ лару-тӑрура хӑвна алӑра тытни те пӗлтерӗшлӗ», - тенӗ вӑл.
Геннадий Дегтярёв чӗлхеҫе хисеплӗ ят панӑ. Вӑл «Чӑваш Республикин вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ. Ҫапла пӗлтерет «Пуринчен малтан» телеграм-канал.
Геннадий Анатольевич — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Халӗ ав ӑна сумлӑ ятпа чысланӑ.
Хушӑва Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
«Элара» савутӑн тӗп директорӗн ҫумне, Чӑваш Енӗн экс-премьерне Наталия Партасовӑна II степень «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.
Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Олег Николаев савутра пулнӑ. Шӑпах ҫавӑн чухне вӑл ӑна наградӑна панӑ.
Сӑмах май, 2020 ҫулта Наталия Юрьевна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена тивӗҫнӗ. Ҫав ҫулах вӑл Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни пулса тӑнӑ.
Канашри «Вокзал нашей жизни» (чӑв. Пирӗн пурнӑҫри вокзал) краеведени музейне юсаса ҫӗнетнӗ. Ку хыпара республика Элтеперӗн Олег Николаевӑн Телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ.
Музей ҫӗнӗ тематика залӗсемпе тата хальхи вӑхӑтри интерактивлӑ технологисемпе пуянланнӑ — унта ҫынсем тӗрлӗ вӑхӑтра пулса кураяҫҫӗ.
Чӑваш Енри икӗ пултарулӑх ӑсти хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев иртнӗ эрнере алӑ пуснӑ.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн тӗп режиссёрне Дмитрий Михайлова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ. Ун пек ята Шупашкарти «Классика» капелли» концерт учрежденийӗн тӗп дирижёрӗ Владимир Петров та тивӗҫнӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн Федерацин хӑрушсӑрлӑх службие йӗркеленӗренпе ута уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 105 ҫул ҫитнӗ. Ҫав ятпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев асӑннӑ служба ӗҫченӗсене саламланине республикӑн влаҫ органӗсен официалла порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
«Ҫак юбилей уйрӑм пӗлтерӗшлӗ, вӗт шӑпах 105 ҫул каялла Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗ. Сирӗн умӗнхи ӗҫтешӗрсем республика йӗркеленсе тата ҫирӗпленсе пынӑ ҫулсенче хӑрушсӑрлӑхпа йӗркелӗхе тивӗҫтерсе тӑнӑ.
Сирӗн служба юбилейне Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тултарнӑ тапхӑрта паллӑ тӑватпӑр. Ӑна ҫывхартас ӗҫе патшалӑх хӑрушсӑрлӑхӗн органӗсен ветеранӗсем пысӑкран та пысӑк тӳпе хывнӑ. Вӗсен паттӑрлӑхӗ пирӗншӗн Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑннине палӑртакан паха тӗслӗх шутланать.
Эсир ҫав мухтавлӑ йӑла-йӗркене тивӗҫлӗн малалла тӑсатӑр, хальхи вӑхӑт ҫуратакан йывӑрлӑхсене чыслӑн ҫӗнтерсе пыратӑр, тӑшманла ҫӗршывсем кӑларса тӑратакан хӑрушлӑхсене шанчӑклӑн сирсе яратӑр, патшалӑх ертӳлӗхӗ лартнӑ тӗллевсене кал-кал тата тухӑҫлӑн пурнӑҫлатӑр. Сирӗн служба паян та, пӗр ӗмӗр каяллахи пекех, регионӑн ҫирӗп аталанӑвӗн тата унта пурӑнакан ҫынсен ырлӑхӗн никӗсӗ пулса тӑрать.
Чӑваш Енӗн пӗрремӗш Элтеперӗ пулнӑ Николаев Фёдорова республика Элтеперӗ Олег Николаев сенатор должноҫне шантарнӑ.
Шӑматкун, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, вӗсем тӗлпулнӑ. Николай Фёдоров сенатор пулнӑ май туса ирттернӗ ӗҫсем пирки каласа кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне регионӑн 2030 ҫулчченхи аталанӑвӗн комплекслӑ программине сӳтсе явнӑ.
Олег Николаев республика ертӳҫине суйлансан Николай Фёдоровах Чӑваш Енен ӗҫ тӑвакан влаҫӗн сенаторен должноҫӗнче хӑварма шантарнӑ.
Маларах ку должноҫе республикӑн культура министрне Светлана Каликовӑна шанса парӗҫ текен сӑмах тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.10.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |