Нарӑсӑн 16-мӗшпе 17-мӗшӗсенче Чӑваш Республикин Халӑх пултарулӑх ҫурчӗ Чӑваш Енӗн 5 районӗнчен килнӗ хӑнасене йышӑнчӗ — кунта икӗ кун тӑршшӗ тури чӑвашсен ташшине вӗренмелли семинар-практикум иртрӗ.
Чӑваш ташшине ӑста пӗлекенсем (вӗсен хушшинче Чӑваш Енӗн халӑх артистки Лидия Попова, «Сипет» ансамблӗн ӳнер ертӳҫи Земфира Яковлева пулчӗҫ) пухӑннисене хӑйсен пӗлӗвне пачӗҫ, вӗрентрӗҫ. Вӗренес кӑмӑллисен хушшинче Ф.Павлов ячӗллӗ Чӑваш музыка училищин студенчӗсем те пурччӗ — мероприятие ирттерекенсене ку самай хаваслантарчӗ.
Паян чӑваш культуринче пысӑк йӗр хӑварнӑ Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Лебедев Валериан Степанович ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайрӗ. Халӑхпа сывпуллашасси ыран, нарӑсан 8-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче иртӗ (вӑхӑтне каярах пӗлтерӗҫ).
Лебедев Валериан Степанович 1931 ҫулхм юпан 1-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Салапай ялӗнче ҫуралнӑ.
1953 ҫулта Кейӳ патшалӑх консерваторийӗ ҫумӗнчи музыка училищине пӗтернӗ, унтан пӗлӗвне А.В. Луначарский ячӗллӗ театр ӳнерӗн патшалӑх институтӗнче (ГИТИС) ӳстернӗ. 1948-1949 ҫулсенче Ишлейри культура Ҫуртӗнче инструктор-массовик пулса ӗҫленӗ. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫине 1954 ҫулта тухнӑ. 1969-1974 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх музыка театрӗн (халӗ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ) директорӗ пулнӑ.
Чӑваш Ен минфинӗ журналистсене нӑрӑсан 8-мӗшӗнче иртекен Чӑваш Республикин финанс министрӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑха туса пыракан Михаил Ноздряковӑн «Чӑваш Республикин патшалӑх парӑмӗ» темӑпа хатӗрленӗ пресса конференцине йыхравлать. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре.
Мероприяти Президент бульварӗнчи 10-мӗш ҫуртӑн 5-мӗш хутӗнче вырнаҫнӑ Лару-тӑру пӳлӗмӗнче иртӗ.
Ӗнер, кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче, юнкун Шупашкарти К.Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче савӑнӑҫлӑ каҫ иртрӗ — пултаруллӑ сӑвӑҫ Раиса Сарпи хӑйӗн юбилейне палӑртрӗ.
Мероприяти кӑнтӑрла хыҫҫӑн 14 сехетре пуҫланчӗ. Малтан хӑнасене ятарласа хатӗрленӗ «Чун хӗлхемӗ — халӑха» куравпа паллаштарчӗҫ. Кунта сӑвӑҫӑн кун-ҫулӗпе тата унӑн пултарулӑхӗпе паллашма май пурччӗ.
Малалла музейӗн аялти залӗнче юбиляра тӗрлӗ тӑрӑхран килнӗ хӑнасем 60 ҫул тултарнӑ ятпа саламларӗҫ. Хӑнисем чылайччӗ — Патӑрьел районӗнчи ачасем, ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗнчен тата ыттисем пулчӗҫ. Савӑнӑҫлӑ каҫра юрӑ-ташӑ та нумай янрарӗ — юбиляра кашни чун чӗререн салам сӑмахӗсене каласшӑн пулчӗ.
Сӑнсем: кӗске вариант (19), тулли вариант (86). Авторӗ: О. Цыпленков.
Паянхи кун, кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче, чӑваш халӑхӗн чаплӑ сӑвӑҫи, пултаруллӑ поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑ. Ку 104 ҫул каялла пулнӑ.
Ҫак куна асра тытса паян Богдан Хмельницкий урамӗнчи ҫӑвара поэтӑн вил тӑпри умӗнче Петӗр Хусанкая аса илчӗҫ, унӑн ҫуралнӑ кунне палӑртрӗҫ. Сивӗ ҫанталӑка пӑхмасӑр Атнер Петрович Хусанкай, Геннадий Анатольевич Дегтярёв, Владимир Аркадьевич Милютин, Владимир Васильевич Степанов тата Николай Алексеевич Плотников масара ҫитсе палӑка тасатрӗҫ, Петӗр Хусанкайӑн магнитофон ҫине ҫырса илнӗ сассине итлерӗҫ, унӑн сӑввисене вуларӗҫ.
Малалла мероприяти «Ингури» кафере иртрӗ. Кунта поэтӑн чылай сӑввипе паллашрӗҫ, «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» сӑввине вара ушкӑнпа черетӗн вуларӗҫ.
Тепӗр ҫул та ҫапла май ҫак куна палӑртма калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн мероприяти вӗҫленчӗ.
Раштавӑн 23-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. Унӑн теми — Раҫҫей Федерацийӗн ҫӗнӗ Вӗренӳ стандарчӗ тата Вӗренӳ саккунӗн проекчӗ. Калаҫу ҫак документсенче наци вӗрентӗвӗн ыйтӑвӗсем тавра пулчӗҫ. Вӑтам тата аслӑ шкулсенчи вӗрентӳ планӗсенче нацире регион компонентне сыхласа хӑварасси пирки те ыйту ҫӗклерӗҫ канашлӑва хутшӑнаканнисем. Кирлӗ те вӑхӑтлӑ калаҫӑва шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем, шкул ӗҫӗн чиновникӗсем, методистсем, Г.Н. Волков академик тата ыттисем хутшӑнчӗҫ. Чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнчен А.Ф. Мышкина профессор, Е.Р. Афанасьева тата В.А. Милютин доцентсем хутшӑнчӗҫ, факультетӑн ҫивӗч ыйтӑвӗсене хускатрӗҫ. Ларӑва чӑваш тата танлаштаруллӑ литература пӗлӗвӗн кафедрин доценчӗ, ЧНК вице-президенчӗ йӗркелесе тата ертсе пычӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухрӗ — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ, Шупашкарти 38-мӗш шкулта ачасене географине ӑса хывакан Дубанов Иван Степановичӑн «Географические названия Чувашской Республики» (чӑв. «Чӑваш Енӗн географи ячӗсем»).
500 яхӑн страницӑллӑ кӗнекере пурӗ 3 пин ытла ят вырнаҫнӑ — ял ячӗсем, ҫырма-ҫатра, кӳлӗ тата ытти тӗрлӗ тӗслӗ топонимсем. Ятсене алфавит тӑрӑх йӗркелесе тухнӑ (вырӑсла), чӑваш ялӗсен тӑван чӗлхеллӗ ячӗсене те илсе панӑ. Кӗнекене «Культура России» (чӑв. «Раҫҫей культури») тӗллевлӗ федераллӑ программӑпа кӑларнӑ, ЧР вӗренӳпе ҫамрӑксен политики ӑна шкул ачисемпе студентсем валли вӗренӳ пособийӗ шайӗнче усӑ курма сӗннӗ.
Лавккасенче кӗнекене сутма тытӑннӑ ӗнтӗ — 143 тенкӗ тӑрать.
Ыран, раштавӑн 22-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче ҫак кӗнекен хӑтлавӗ (презентацийӗ) иртӗ.
Раштавӑн 16-мӗшӗнче Чӑваш филилогийӗпе культура факультетӗнче, 20 ҫул тултарнӑ ятпа, тӗрлӗрен мероприятисем иртрӗҫ. Вӗсен хушшинче сӑвӑ калакансен конкурс та иртрӗ. Университета 1-4 класра вӗренекенсем тӗрлӗ районсенчен пуҫтарӑнчӗҫ. Муркаш, Патӑрьел, Комсомольски, Элӗк районӗсенчен килнӗ маттурсем ытларах савӑнтарчӗҫ пире. Патӑрьел районӗнчен килнӗ Шурякова Екатерина тата Муркаш районӗнчи Прохорова Анастасия пире «Нарспи» сыпӑкне питех те хитре каласа кӑтартрӗҫ. Ачасен юратнӑ поэчӗсем К. Иванов, П. Хусанкай, В. Митта, А. Кӑлкан пулнине куртӑмӑр. Кашни ачах хӑйне май талантлӑ.
Сӑвӑ вуланине сумлӑ жюри хакларӗ: Раиса Сарпи, Альбина Юрату поэтсем, В.
Паянхи шӑматкунхи сивӗ кун, раштавӑн 18-мӗшӗнче, Шупашкарти вӗренӳ иститутӗнче пирӗн Chuvash.Org пӗрлӗхпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ирттернӗ «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» литература ӑмӑртӑвӗн ҫӗнтерӳҫисене чысларӑмӑр. Хаваслӑ мероприяти 11 сехетре пуҫланчӗ.
Пухӑннисем умӗнче Николай Плотников (Chuvash.Org-ӑн тӗп администраторӗ), Владимир Андреев (Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗн ертӳҫи), Юрий Виноградов (вӗренӳ институчӗн ӗҫченӗ), Надежда Григорьевна Иванова (вӗренӳ институчӗн ӗҫченӗ) тухса калаҫрӗҫ, мала тухнӑ шкул ачисемпе вӗрентекенсене хаклӑ парнесемпе чысларӗҫ. Пӗрремӗш вырӑна тухнисене 60х40 виҫеллӗ карттин, 2-мӗш вырӑна тухнисене 40х30 виҫеллӗ карттин, 3-мӗш вырӑна тухнисене 30х20 виҫеллӗ карттин лекрӗ. Унсӑр пуҫне вӗсене пурне те дипломсем тата нумай пулмасть пичетленсе тухнӑ «Асамлӑх ҫулӗ» кӗнекесем парнелерӗҫ.
Мероприятие Ҫӗнӗ Шупашкарти 16-мӗш шкулта ачасене чӑваш чӗлхипе литературӑна вӗрентекен Вера Никонорова ертсе пычӗ.
2010 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗнче Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ Чӑваш патшалӑх университечӗпе пӗрле «Уҫӑ алӑксен кунне» ирттерет. Пулас абитуриентсем тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн ӗҫченӗсемпе тӗл пулса калаҫма, факультетӑн вӗренӳ тата йышӑну йӗркипе паллашма, вӗренме кӗмелли экзаменсем ҫинчен тӗплӗнрех ыйтса пӗлме пултараҫҫӗ. Тӗлпулу университет ҫурчӗн 1 корпусӗнче, 4 хутра, 434-мӗш аудиторире, 14 сехетре иртет.
Ҫак кунах раштавӑн 16-мӗшӗнче шкул ачисем хушшинче иртнӗ олимпиада пӗтӗмлетӗвӗсене те тӑвӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртӗҫ, дипломсемпе сертификатсем парӗҫ!
Ыйтса пӗлмелли: Шупашкар хули, Университет урамӗ, 38-мӗш ҫурт, 229 пӳлем (4,12,14,21 маршрутлӑ троллейбуссемпе «Университет» чарӑнӑва ҫитмелле). Тел.: 45-23-39, 58-18-40.
Факультетпа ҫыхӑнмалли телефон: (8-8352) 45-03-37 (31-01). E-mail: irinakir1@mail.ru.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш АССР Конституцине йышӑннӑ. | ||
| Павловская Ангелина Ивановна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Николай Васильевич, актёр ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |