Шупашкар хула администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче хулари «Ӗҫ мухтавӗн аллейине» ӑҫта тӑвасси пирки ыйтӑм ирттереҫҫӗ.
Ҫынсене виҫӗ варианта суйлама ыйтаҫҫӗ. Пӗрремӗшӗ — аллея хула администрацийӗ патӗнче сулахай енче пулмалла. Иккӗмӗшӗ — В.И.Чапаев скверӗнчи фонтансен хӗррипе. Виҫҫӗмӗшӗ — кашни хӑйӗн вариантне сӗнме пултарать.
Хальлӗхе ыйтӑма 15 ҫын кӑна хутшӑннӑ. Вӗсенчен тӑваттӑшӗ (27%) аллейӑн Шупашкар хула администрацийӗ ҫывӑхӗнче пулмалла тесе шухӑшлать. 11 ҫын (73%) аллейӑна В.И.Чапаев скверне вырнаҫтарасшӑн.
Сасӑлав раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Ӗҫ мухтавӗн аллейи архитектурӑпа парк ансамблӗ евӗр пулӗ. Вӑл ҫынсен ӗҫне, хула предприятийӗсене, учрежденисемпе организацисене кӑтартӗ. Кун пирки авӑн уйӑхӗнче Шупашкар хула депутачӗсен пухӑвӗн президиумӗн ларӑвӗнче калаҫнӑ. Унта аллейӑна хула центрӗнче, Республика тӳремӗпе юнашар, вырнаҫтарма йышӑннӑ.
Аллейӑна 2015 ҫулта, Хула кунӗ валли, туса пӗтермелле.