Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Евгения Лагуна опера юрӑҫи тӑлӑх ачасемпе ӑсталӑх класӗсем ирттерӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 25.11.2014 21:30 | 1707 хут пӑхнӑ
Культура Евшения Лагуна
Евшения Лагуна

Шупашкарта «Юрлакан ҫӑлтӑр» ыркӑмӑллӑх марафонӗ старт илнӗ. Ӑна тӑлӑх ачасене пулӑшу парас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.

Хулара ҫак пилӗк кунра ача ҫурчӗсенчи тата интернатсенчи 3 пине яхӑн шӑпӑрланпа вокал тата актер ӑсталӑхӗ енӗпе ӑсталӑх класӗсем иртӗҫ. Вӗсене Евгения Лагуна юрӑҫ ертсе пырӗ.

Пӗтем тӗнчери тур темиҫе уйӑх каялла Италире старт илнӗ. Проектпа килӗшӳллӗн ыркӑмллӑх концерчӗсем темиҫе ҫӗршывра иртнӗ. Раҫҫейре вара вӑл чи пӗрремӗш Шупашкарта пулӗ.

Евгения Лагуна пӗтӗмпе Раҫҫейри 30 хулана ҫитсе курма тӗллевленнӗ. Раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Оперӑпа балет театрӗнче Евгения Лагунӑн гала-концерчӗ иртӗ. Шупашкарти тура тӗнчери паллӑ икӗ ҫӑлтӑр та килӗ: Америкӑри дирижер тата композитор Misha Segal, тата Автралири рок-юрӑҫ Rob Meister. Вӗсем Евгения Лагунӑпа пӗрле Оперӑпа балет театрӗн сцени ҫине тухӗҫ.

«Юрлакан ҫӑлтӑр» ыркӑмӑллӑх марафонӗ чӳкӗн 25, 27 тата 28-мӗшӗсенче 13 сехетре Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче пулӗ. Чӳкӗн 26-мӗшӗнче тата раштавӑн 3-мӗшӗнче вӑл Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче иртӗ. Ун чухне те 13 сехетре пуҫланӗ.

#марафонсем, #Шупашкар, #ыркӑмӑллӑх, #ача ҫурчӗсем, #интернатсем, #оперӑпа балет театрӗ, #культурӑпа ӳнер институчӗ, #культура, #Хусанкай ячӗллӗ КК

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем