Паян, чӳк уйӑхӗн 2-мӗш кунӗнче, Шупашкарти 59-мӗш шкулта «Успешное обучение чувашскому языку в начальней школе» (чӑв. «Пуҫламӑш классенче чӑваш чӗлхине ӑнӑҫлӑ вӗрентесси») проект шутӗнче ятарлӑ семинар иртрӗ. Пуҫламӑш классен ертӳҫисем, чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем хӑйсен ӗҫӗпе, уроксенче усӑ куракан меслетсемпе паллаштарчӗҫ. Проекта пурнӑҫланӑ май сиксе тухакан йывӑрлӑхсем ҫинче та чарӑнса тӑчӗҫ, ырӑ енӗсене те асӑнчӗҫ.
Ҫавӑн пекех Николай Плотников вӗсене Чӑваш халӑх сайчӗн тата тӑванла ытти сайтсен ӗҫӗ пирки каласа пачӗ.
Тепӗр семинар 2012 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче иртӗ.
«Пуҫламӑш классенче чӑваш чӗлхине ӑнӑҫлӑ вӗрентесси» проект паянхи кун Шупашкарти икӗ шкулта пурнӑҫланать. Чи малтанах вӑл 10-мӗш шкулта ӗҫлеме пуҫланӑ, кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче вара унта 59-мӗш шкул та хутшӑннӑ.
Ыран, чӳкӗн 3-мӗшӗнче, Шупашкарти «Mega-Galaxy» кану центрӗнче ҫулсерен иртекен «Раҫҫей чӑваш пики» ӑмӑрту иртӗ. Ӑна Чӑваш наци конгресӗпе ҫамрӑксен «Хастар» пӗрлешӗвӗ Халӑх пӗрлӗхӗн кунне халалласа тата Яков Ухсай ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттереҫҫӗ.
Илемпе тавҫӑрулӑх ӑмӑртӑвне кашни тӑрӑхран икшер хӗр хутшӑнӗ — Чӑваш Республикинчен, Тутарстанран, Пушкӑртран, ҫавӑн пекех Чӗмпӗр, Перӗм облаҫӗсенчен, Мускавран. Пурӗ 10 хӗр: Алиса Королева (Чуваш Ен), Виктория Локтева (Чуваш Ен), Аида Чентаева (Тутарстан), Милана Ильдюганова (Тутарстан), Наталья Антонова (Пушкӑртстан), Наталья Павлова (Пушкӑртстан), Екатерина Кудякова (Мускав), Лариса Максимова (Мускав), Елена Васильева (Чӗмпӗр облаҫӗ), Анастасия Ахмерова (Чӗмпӗр облаҫӗ).
Ӑмӑрту 16 сехетре пуҫланать. Кану-ӑмарту хаваслӑ иртессе пӗрре те иккеленес ҫук.
Иоаким Максимов-Кошкинский ячӗллӗ халӑх театрӗ йӗркеленнӗренпе кӑҫал 45 ҫул ҫитрӗ. Ҫак тапхӑрта артистсем сахал мар спектакль хатӗрленӗ. Ятарласа вӗренмен, чун ыйтнипе ҫӳрекенскерсен ҫитӗнӗвӗсем те сумлӑ. Халӑх театрӗ Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче вырнаҫнӑ.
Чӑваш халӑх драма театрӗ 1966 ҫулта ӗҫлеме пуҫланӑ. Ӑна Виталий Горбунов пуҫарса янӑ. 40 ҫул ӗнтӗ пултарулӑх ушкӑнне Нина Панина ертсе пырать. Вӑл — паллӑ режиссер, пултаруллӑ педагог, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.
Халӑх театрӗн репертуарӗ пуян. Куракан умне пултарулӑх ушкӑнӗ 7 спектакль кӑларма пултарать. Вӗсен шутӗнче Волковӑн «Туй икерчи», Угаринӑн «Улькка кинӗн виҫӗ кинӗ», Стаднюкӑн «Юратупа кавӑн», Нина Панинӑн «Йӑх вӑрманӗ» тата ыттисем.
Ҫӗннисенчен пӗри репертуарта грузи драматургӗн «Ханума» пьеси. Кӑҫалхи сезона та артистсем ҫӗнӗ спектакльпе пуҫласшӑн.
Спектакльсенче усӑ куракан япаласене, сцена ҫине тухмалли ҫи-пуҫне артистсем хӑйсем ӑсталаса илемлетеҫҫӗ. Ӗҫ хыҫҫӑн пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах вӗсем репетицисем ирттереҫҫӗ, ҫитӗнӗвсене, ҫитменлӗхӗсене пӗрле пухӑнса сӳтсе яваҫҫӗ.
Юпан 29-мӗшӗнче Шупашкарта Трактор историйӗн музейӗ уҫӑлчӗ. Вӑл Раҫҫейре официаллӑ йӗркепе шута илнӗ пӗрремӗш музей шутланать. Савӑнӑҫлӑ мероприятие Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, РФ Патшалӑх Думин ют ҫӗршыв ӗҫӗсен комитечӗн председателӗ Константин Косачев, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн пуҫлӑхӗ Михаил Михайловский хутшӑнчӗҫ.
Республика тӗп хулишӗн музей уҫӑлни чӑн-чӑн уяв пулчӗ. Кӑнтӑрла тӗлне Шупашкарти агрегат завочӗн клубе умӗнче культурӑпа кану программи пуҫланчӗ, «Аталану парадӗнче» иртнӗ ӗмӗрти тата ку чухнехи техникӑна кӑтартрӗҫ.
«Ҫак музей чӑваш халӑх культурине пуянлатать. Мӗншӗн тесен ӑс-хакӑл пуянлӑхне, халӑх пурлӑхне упраса хӑвараймасан — малашлӑх ҫук», — терӗ Чӑваш Ен ертӳҫи трактор историйӗн музейне уҫнӑ ҫӗре пухӑннисене саламланӑ май.
«Музее никӗслекенсене тав тӑватӑп. Раҫҫейри трактор тӑвас ӗҫ историйӗ пуян, вӑл ҫамрӑксене ҫитӗнӳ тума хавхалантарӗ» — тесе ҫырчӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ хӑнасен кӗнекинче.
Юпан 25-мӗшпе 31-мӗшӗсенче Чӑваш халӑх сайчӗ шкул ачисем хушшинче тетел ҫыхӑнӑвне усӑ курса «Тупмалли юмахсем–2» вӑйӑ-ӑмӑрту ирттерчӗ. Паян ӑна пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ.
Кӑҫалхи ӑмӑртӑва виҫӗмҫулхипе танлаштарсан ытларах хутшӑнчӗҫ. Хӑвӑр пӑхӑр: малтанхи вӑййа 1200 ытларах ҫырӑннӑ пулсан, хальхинче вара 2500 патнелле. Икӗ хут ытларах. Районсене пӑхас пулсан — Вӑрнар, Канаш, Вӑрмар, Елчӗк тата Элӗк районӗнчисем уйрӑмах хастаррӑн хутшӑнчӗҫ. Хӑш-пӗр районсенчен хутшӑнакансем вара ытла та сахал пулчӗҫ — Куславкка, Ҫӗмӗрле, Муркаш. Те вӗсем патне пӗлтерӳ ҫитеймен ӗнтӗ, те компьютер таврашӗпе вӗсем чуханрах. Тутарстанри ачасем те чылайччӗ — уйрӑмах Ҫӗпрел районӗнчен хутшӑнакан йышӗ пысӑкччӗ. Вӗсен шучӗ, сӑмахран, хӗрлӗчутайсенчен та ытларахччӗ.
Шупашкарти Мускав районӗнчи судра тепӗр ӗҫ-пуҫа сӳтсе явма пикенчӗҫ. Айӑпланакан сакӗ ҫинче хальхинче Республикӑри психиатри пульницин иртнӗ тӗп бухгалтерӗ. Йӗрке сыхлавҫисем палӑртнӑ тӑрӑх Наталья Иванова бюджет кассипе хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ.
3 ҫул хушшинче психиатри пульницинче 6 миллиона яхӑн тенкӗ шутласа ҫитереймен. Йӗрке сыхлавҫисем палӑртнӑ тӑрӑх Наталья Иванова лавккасенче укҫа пӗтерме юратакан ҫын. Тӗрӗслевсем ирттернӗ хыҫҫӑн вӗсем ун патӗнче 400 пине яхӑн тенкӗлӗх 100 ытла тӗрлӗ тум-тир тупнӑ. Юбкӑсем анчах 50 ытла. Хӑшӗ-пӗрине вӑл тӑхӑнса та курман. Хӗрарӑм чаплӑ пурӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах пульницӑри ытти ӗҫченсем ӗҫ укҫи 5-6 пин тенкӗ анчах илнӗ, хӑшне тӗп бухгалтер тӑрсан-тӑрсан катса илме те пултарнӑ. Тӗслӗхрен, 1200 тенкӗ пулӑшу укҫинчен вӑл вӗсене 400 тенкине анчах уйӑрнӑ, е пач та паман. Хирӗҫлекенсене вара ӗҫрен тухса кайма сӗннӗ.
Халӗ йӗрке сыхлавҫисем мӗншӗн тӗп бухгалтер хӑйӗн киревсӗр ӗҫӗсене 3 ҫул хушши пӗр чӑрмавсӑр пурнӑҫланине тӗрӗслеҫҫӗ. Хӗрарӑма саккунпа килӗшуллӗн айӑпласа явап тыттарӗҫ.
Тунтикун, юпан 31-мӗш кунӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Художник Анатолий Миттов. Дорога в гору» (чӑв. Анатолий Миттов ӳнерҫӗ. Тӑвалла ҫул) кӗнеке хӑтлавӗ иртӗ. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре.
Ку кӑларӑм (208 стр.) паллӑ чӑваш ӳнерҫин пурнӑҫне тата унӑн пултарулӑхне сӑнласа кӑтартать. Статьясенче эсир хальхи куҫпа пӑхса унӑн ӗҫӗсене ҫыракансем епле хак панипе паллашайратӑр. Кӗнеке ӳкерчӗксемпе те пуян. Хӑшне-пӗрне пӗрремӗш хут пичетленӗ.
Анатолий Миттов — чӑвашсен паллӑ ӳнерҫи. 1932 ҫулхи раштавӑн 13-мӗшӗнче (тепӗр ҫул 80 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвӗҫ) Канаш районӗнчи Сиккасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1971 ҫулхи юпан 31-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.
1952 ҫулта Шупашкарти ӳнер училищине вӗренсе пӗтернӗ. 1961 ҫулта И. Е. Репин ячӗллӗ живопись, скульптура тата архитектура институтӗнче пӗлӗвне ӳстернӗ.
Раҫҫейре астаракан вӑйӑсене хирӗҫлекен саккун йышӑннӑранпа икӗ ҫул ытла ӗнтӗ. Унпа килӗшӳллӗн ҫӗршыври хӑшпӗр регионсенче анчах укҫалла выляттарма ирӗк панӑ. Чӑваш Републикине вӗсен шутне кӗртмен. Ҫапах та «тупӑшлӑ ӗҫ» саккуна хирӗҫлет пулин те, нумайӑшне илӗртет.
Йӗрке хуралҫисем ҫак ӗҫ-пуҫа чарас тӗллевпе час-часах тӗрӗслевсем ирттереҫҫӗ. Вӑрттӑн ӗҫлекен казиносене те тупаҫҫӗ. Паллах, вӗсене улах ҫӗрте йӗркелеҫҫӗ, алӑк умне казино тесе ҫырса ҫакмаҫҫӗ, интернет-кафе тесе палӑртаҫҫӗ, е мӗн те пулин урӑххи — кам мӗнле пӗлет, саккуна ҫапла пӑсать. Унсӑр пуҫне вӑрттӑн ҫӗре пули-пулми ҫынна кӗртмеҫҫӗ: ялан ҫӳрекенсем, паллакансем валли анчах ҫул уҫӑ. Йӗрке хуралҫисем черетлӗ рейдра 20-е яхӑн салон тӗрӗсленӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсенчен 4-шӗ анчах ӗҫленӗ пулнӑ. Хӑшне-пӗрине йӗрке хуралҫисем выляма пынӑ ҫын пек кӗнӗ, шала кӗртмен ҫӗрте алӑкӗсене уҫас тесе ятарлӑ хатӗрсемпе те усӑ курма тивнӗ. Казино уҫакансене саккунпа килӗшӳллӗн айӑпласа явап тыттарӗҫ.
Кӑҫал чӑваш халӑх поэчӗ, Максим Горький тата Константин Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗсен лауреачӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Ухсай Яккӑвӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитет. Ӑна халалласа Шупашкарта палӑк лартма йышӑннӑ.
Палӑк эскизӗсен конкурсне ирттерес пирки Чӑваш республикин культура министерствипе тӗп хула администрацийӗ ҫӗртме уйӑхӗнчех пӗлтернӗччӗ. Палӑка ӑҫта вырнаҫтарасси паллӑ ӗнтӗ. Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн 5-мӗш вӗренӳ ҫурчӗ умӗнче Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ сквер пулӗ. Чӑваш халӑх поэчӗн кӳлепи вара шӑп ҫавӑнта, хӑй ячӗллӗ культура керменӗ патӗнче пулӗ. Эскизсен прекчӗсене йышӑнса пӗтернӗ, халӗ вара вӗсене Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче суйлама тӑратнӑ. Кунта Владимир Нагорнов, Владислав Немцев тата Петр Пупин ӗҫӗсемпе паллашма пулать.
Юмахсен каруселӗ каллех Шупашкарта. Пукане театрӗсен Йӑлана кӗнӗ фестивалӗнче хальхинче Тула, Волгоград, Саранск, Чаллӑ Ҫыртан килнӗ хӑнасем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарӗҫ. Паян вара Чӑваш пукане театрӗнче семинар иртет. Унта тӗрлӗ хулари театрсем ыр кӑмӑллӑх проекчӗсемпе паллаштараҫҫӗ.
Фестиваль пӗр эрне пырӗ. Тула хулинчи пукане театрӗ Шупашкарта пӗрремӗш хут. Уява вӑл «Сказки у самовара» спектакль илсе килнӗ. Ӑна лартакансем вырӑс халӑхӑн чун-хавалне кӑтартас тенӗ, ҫавӑнпа та артистсен ҫи-пуҫӗ тӗсӗ, хурӑмӗ Тулӑри Филимоново теттисем евӗрлӗ. Спектакле урӑх чӗлхесене те куҫарнӑ. Юмахсен каруселӗ фестивальте артистсем спектакльсем кӑтартнисӗр пуҫне мастер-классене хутшӑнӗҫ. Унсӑр пуҫне Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗн Надежда Алферован пултарулӑх каҫӗ пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |