Пушӑн 23-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче чӑваш таврапӗлӳҫисен черетлӗ X пухӑвӗ иртрӗ. Кун йӗркинче — юлашки тапхӑрти ӗҫсене тишкерни, суйлавсем, пултаруллӑ таврапӗлӳҫӗсене чыслани тата ытти те. Пухӑннисем Виталий Петрович Станьялӑн «Таврапӗлӳҫӗсен 90 ҫулӗ» ятлӑ сӑмахне итлесе таврапӗлӳҫӗсен ӗҫне хакларӗҫ, сӗнӳсем пачӗҫ. Виталий Станьял «Ҫӗнӗ вӑхӑ» кӑларӑш ӗҫне пысӑк хак парса унӑн директорне А.В. Сорокина чунтан тав турӗ. Виталий Станьял съезда хатӗрленсе ятарлӑ кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ, вӑл «Преодолеем любой рубикон» ятлӑ. Кӗнекере чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн уставӗ, Виталий Станьял 2010, 2011 тата 2012 ҫулсенче каланӑ докладсем. Ҫавӑн пекех кунта союз хисеплӗ ятсемпе чысланӑ таврапӗлӳҫӗсен ячӗсемпе паллашма пулать.
Съезд чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн канашне тата унӑн ертӳҫине суйларӗ.
«Хусан чӑвашӗсем» кӑҫал Чӑваш Ене темиҫе пысӑк концертпа савӑнтарма шутлать. Шупашкарта, Канашра тата Елчӗкре сире ҫӗнӗ юрӑсем кӗтеҫҫӗ!
Концертсем ҫак кунсенче иртӗҫ:
• Шупашкар (Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче) — пушӑн 29-мӗшӗнче (кӗҫнерникун!).
• Канаш (Вакунюсакан савутӑн КК) — акан 5-мӗшӗнче (кӗҫнерникун!).
• Елчӗк (Елчӗкри КК) — акан 6-мӗшӗнче (эрнекун!)
Пур концертсем те 18 сехет ҫурӑра пуҫланӗҫ. Хӑвӑр пырӑр, юлташӑрсене чӗнӗр!
Чӑваш Енре пысӑк та вайлӑ тракторсем кӑларнине пурте пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Темиҫе ҫӗр лаша вӑйӗпе танлашакан пирӗн «паттӑрсем» ҫӗршывӑн чи йывӑр ӗҫӗсенче тӑрӑшаҫҫӗ — Ҫӗпӗрте нефтьпе газ кӑларнӑ вырӑнсенче; ылтӑн тата пӑхӑр чакаланӑ чухне вӗсемсӗр май ҫук иккен.
Шупашкар тракторӗн музейӗ евӗрлӗ вырӑнсем тӗнчипе те пӗрре-иккӗ кӑна пулӗ. Куракансем пирӗн ҫӗршыври трактор историйӗпе те паллашма пултараҫҫӗ иккен. Сӑмахран, кунта 1924-1933 ҫулсенче Питӗрте кӑларнӑ «Фодзон-Путиловеца» пур енчен пӑхса ҫавӑрӑнма, хӑйӗн ҫинче ларса курма та пулать. Паллах ӗнтӗ, кунта ХХ-мӗш ӗмӗрте пирӗн ҫӗршывра туса кӑларнӑ пур трактора та курма пулать. Шупашкар тракторӗсене те. Шыв пӑсӑпе ӗҫлеме пултаракансем те пур иккен кунта.
Унсӑр пуҫне музейра тракторӑн кашни пайӗпе паллашма пулать иккен — вӑл мӗнле ӗҫленипе тата хӑш ял хуҫалӑх ӗҫӗнче вӑй хума пултарнине. Пирӗн паттӑр-трактор Гиннес рекордӗчесен шутне те кӗме ӗлкӗрнӗ иккен. Вунсакӑр тоннӑ йывӑрӑшскер вӑл хӑйех ӳпӗнсе ура ҫине тӑрса ларма пултарать иккен.
Нумай пулмасть ҫак музейра Ҫӗрпӳ ачисем пулса курчӗҫ. Вӗсем каласа панӑ тӑрӑх, тӗлӗнтермӗш япалана ют ҫӗршыва каймасӑрах курма пулать иккен.
Вӑрӑ-хурахсем хула урамӗсенче сахалрах алхасчӗр тесе Раҫҫей хулисенче полицайсене хӑвӑртрах йыхӑрмалли мелсен йышӗ ӳссех пырать иккен.
Ак Ҫӗмӗрле хулинче ҫакӑн евӗр темиҫе вырӑн туса лартнӑ теҫҫӗ. Ку вырӑнсене «Кӑвак ҫутӑ» тесе ят панӑ. Вырӑсла «Маячок безопасности» ятлӑ вӗсем. Ытти хуласене илсен, полицайсене хӑвӑрт чӗнсе илмелли вырӑнсене ҫырса ҫеҫ палӑртнӑ пулсан ҫӗмӗрлесем кашни вырӑна кӑвак ҫутӑпа капӑрлатнӑ.
Хӑрушлӑхсӑр ҫуттисене вӑрӑ-хурах аллине лекнӗ ҫынна хӑвӑртрах пулӑшма йӗркеленӗ, ҫав вӑхӑтрах вӑрӑ-хурахӗ те хайӗн киревсӗр ӗҫне хӑрамасӑрах тума ан пултартӑр, хӑратӑр, пытантӑр.
Чӑваш Енре пӗтӗмпе 2600 «хӑрушлӑхсӑр ҫутӑ» лартма палартнӑ тет: Шупашкарта — 90, Ҫӗнӗ Шупашкарта — 43, Канашра — 58, Улатӑрта — 13, Ҫӗрпӳре — 5, Ҫӗмӗрлере — 10. Кӑвак тӗспе ҫутатса тӑраканнисем вара паянхи куна 216 кӑна-ха. Ҫак ӗҫе уйрӑм усламҫӑсем те йышлӑн хутшанаҫҫӗ имӗш, хӑйӗн пурлӑхне кашнин упраса хӑварас килет-ҫке.
Кӑҫал, пуш уйӑх пуҫламӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта гитара калас енӗпе Тӗнче шайӗнчи фестиваль-ӑмӑрту иртрӗ. Вӑл «Кӗмӗл обертон—2012» ятлӑ пулнӑ. Ӑмӑрту хаклавҫисем хушинче Челепи хулинчи паллӑ ӑстахҫӑ, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ В. Козлов, Тутарстанӑн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ В. Харисов, Мускаври тӗнчипе паллӑ культура ӗҫченӗ Е. Пушкаренко, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ В. Михайлов пулнӑ. Ӑмӑртӑва ҫамрӑксем Мускавран, Чархулинчен (Йошкар-Оларан), Хусантан, Пензӑран, Ивановӑран, Улатӑртан, Ҫӗмӗрлӗрен тата Шупашкартан хутшӑннӑ. Гитарӑна алла тытса ӑста выляма пултаракан аллӑ ытла ҫамрӑк.
Ҫӗмӗрлӗ хулишӗн кунта Бунова Анастасия 10-12 ҫулхи ачасен ушкӑнӗнче тупӑшнӑ. Настя вӗрентекенӗ Валентина Муляева каланӑ тарӑх виҫӗ кун виҫӗ сехет евӗр вӗҫсе иртнӗн туйӑннӑ. Ӑмӑртусем вӗҫленсен В. Козлов ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ чухне Ҫӗмӗрлӗ хӗрне уйрӑммӑн палӑртса саламланӑ иккен. Эпир те ӗнтӗ Анстасия Бунована чун-чӗререн иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ ятпа саламлатпӑр.
Ӗнер, пушӑн 4-мӗшӗнче, Раҫҫей халӑхӗ Президента суйларӗ. Сӑнавҫӑсем ултавсене нумай палӑртнӑ пулин те тӗп суйлав комиссийӗ сасӑлав пысӑк пӑтӑрмахсемсӗр иртнӗ тесе шутлать. Протоколсен 99% шута илнӗ хыҫҫӑн кандидатсем ҫакӑн чухлӗ процент пухни паллӑ пулчӗ: Путин — 63,82; Зюганов — 17,18; Прохоров — 7,77; Жириновский — 6,23; Миронов — 3,82.
Чӑваш Енри халӑх та, пирӗн тӑрӑхри тӗп суйлав комиссийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ытларах Владимир Владимирович Путина кӑмӑлланӑ пулать — 62, 32%. Ытти кандидатсем ҫакнашкал пухнӑ: Геннадий Зюганов — 20,58% (элӗксем, каҫалсем, Ҫӗмӗрле хулин ҫыннисем ӑна хӑйсен сассине 24-26% таран панӑ); Владимир Жириновский — 5,65% (уйрӑлса тӑракан район-хула ҫук, вӑтамран 4-6%); Михаил Прохоров — 5,52% (ытларах хула ҫыннисем сасӑланӑ пулас, Шупашкар хулин Мускав районӗнчи хисеп 10% яхӑн); Сергей Миронов — 4,44% (пур район-хулара та вӑтам, Ҫӗнӗ Шупашкар хули уйрӑлса тӑрать — 6,49%). Путиншӑн хуласенче сахалтарах сасӑланӑ — Шупашкарта та, Ҫӗнӗ Шупашкарта та, Ҫӗмӗрлере те хисепӗ вӑтамран 55-57%.
Пысӑк ҫынра пурте пысӑк пулмалла теҫҫӗ: туйӑмӗсем те, шухӑшӗсем те, ӗмӗчӗсем те, тӗллевӗсем те, ӗҫӗсем те — пурте-пурте. Юрий Спиридонов тӗлӗшпе илес пулсан ҫак каларӑш 100 проценчӗпех тӳрре тухать. Вӑл кӗлеткипе те боевиксенчи хӑватлӑ та харсӑр киносӑнара аса илтерет, ӗҫӗсемпе те тахҫанах палӑрнӑ. Юрий Николаевич пуҫӑнакан ӗҫӗн пӗлтерӗшӗ, пахалӑхӗ, курӑмлӑхӗ пирки иккӗленмелле мар, тӑвас ӗҫе вӑл тӗплӗ те ӑмсанмалла лайӑх тума хӑнӑхнӑ. Ю. Спиридоновӑн ҫынна пулӑшасси малти вырӑнта тӑрать: ачасене, уйрӑмах «йывӑр» теме хӑнӑхнисене, спортсменсене, чӑваш культурин ӗҫченӗсене тӗрек парсах тӑрать вӑл.
Юлашки ҫулсенче Ю.Спиридоновӑн пурнӑҫӗнче кино пысӑк вырӑн йышӑнма пуҫларӗ. Чи малтанах вӑл каскадер пек Раҫҫей телевиденийӗнчи паллӑ «Улицы разбитых фонарей», «Менты», «Каменская» сериалсенче ӳкерӗннӗ, каярах «Краповый берет» («Белорусфильм», режиссерӗ — Андрей Голубев), «Человек войны» (Раҫҫей, режиссерӗ — Алексей Муратов) сериалсенче тӗп рольсенче пӗрне калӑпланӑ. «Белорусфильм» (режиссерӗ — Андрей Голубев) ун пирки автобиографиллӗ «Путь доброты» фильм та ӳкернӗ, унта Юрий Николаевич тӗп роле вылянӑ.
Пуянкасси ял-йышӗ, паллах, ытларах арҫынсем, калама ҫук савӑннӑ: иккӗмӗш ҫул Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче ялта пысӑк уяв иртет. Кӑҫал та унта ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Сергей Андронов пуҫарӑвӗпе йӗркеленсе кайнӑ мини-футбол енӗпе ӑмӑртура тӗрлӗ ҫӗртен пухӑннӑ командӑсем Кубокшӑн тытӑҫрӗҫ.
Турнирӑн пӗлтӗрхи ҫӗнтерӳҫин — «Хамӑрьял» командӑн ҫамрӑкӗсем 2012 ҫулта та Кубока алран ямарӗҫ. Командӑн капитанӗ Альберто да Силва палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал ҫӗнтерме темиҫе хут йывӑртарах пулнӑ, пур матчра та пӗтӗм ӑсталӑхне кӑтартма тивнӗ. Чӑнах та, ҫӗнтерӳҫӗсем иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ Шӑмӑршӑсене пенальтипе тапса кӑна парӑнтарчӗҫ. Сӑмах май, Бразили каччи Пуянкассинче виҫҫӗмӗш хут ӗнтӗ. Афганистанра вилнӗ Валерий Кузнецова асӑнса кашни ҫул ирттерекен турнирта та вӑл пӗлтӗр «Хамӑрьял» командӑшӑн выляса халӑха савӑнтарнӑччӗ.
Ытти матчсем те кӑҫал хӗрӳ иртрӗҫ. «Хамӑрьял» команда ветеранӗсем Шӑмӑршӑсене пенальтипе ҫеҫ выляса ячӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗсене те вӑйӑ тӑршшӗпе лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмарӗҫ.
Паян урамра кунӗпех ҫил тӑман алхасрӗ. Эх, вӗҫтерет! Ҫак ҫанталӑка пӑхмасӑр Шупашкарти 37-мӗш шкул ачисемпе вӗрентекенӗсем, ачасен ашшӗ–амӑшӗсем шкул умӗнче Хӗле ӑсатрӗҫ.
Кашни класс ачисем сӗтел тулли апат-ҫимӗҫ лартса тултарнӑ. Кунтах сӑмаварсенче чей пӑсланать. Ачасем хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсемпе пӗрле тем тӗрлӗ икерчӗ хатӗрленӗ: пылпа, варенипе, тӑпӑрчӑпа, какайпа, кӑмпапа, пулӑпа. Ачасем савӑнсах пӗр-пӗрне кӑна мар, хӑнасене те, иртен ҫӳрене те хӑналаҫҫӗ.
Уяв питӗ хаваслӑ та интереслӗ иртрӗ. Малтанах ачасем сӑвӑсем каласа, юрӑсем юрласа Хӗле ӑсатрӗҫ. Вӗрентекенсем чӑваш халӑх юррисене юрласа савӑнтарчӗҫ. Унтан капӑрлатнӑ ҫунапа Ҫӑварни хӑй килсе ҫитрӗ. Вӑл уяв ячӗпе саламларӗ, ырлӑх, сывлӑх, ӑнӑҫусем сунчӗ. Пурте пӗрле юрӑсем юрларӗҫ, вӑйӑсем вылярӗҫ, ҫунасемпе ярӑнчӗҫ.
Акӑ Ҫӑварни Карчӑккин кӗлеткине ҫунтарма та вӑхӑт. Пӗтӗм усал- тӗсел, чир-чӗр, хаяр хӗл кая юлтӑр! «Гори, гори ясно, чтобы не погасло!» — тесе, Ҫӑварни Карчӑкки кӗлленсе пынине сӑнарӗҫ.
Ҫакӑн пек уявсем ашшӗ-амӑшӗсемпе ачисем тата вӗрентекенсемпе администрации хушшинчи ҫыхӑнӑва ҫирӗплетет.
Шупашкарта вырнаҫнӑ Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн спорт керменӗнче кире пуканӗ йӑтакансен ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Ӑмӑртӑва пуҫарса яраканӗ — Патшалӑх канашӗн ертӳҫи, спорт ӑсти Юрий Попов пулать.
Йӑлана кӗнӗ тапӑҫӑва чӑваш яш-кӗрӗмӗ йышлӑ пуҫтарӑннӑ. «Шкул ҫулӗнчи ачасем нумай пулни савӑнтарать», — тенӗ Юрий Алексеевич ӑмӑртусене уҫнӑ май. Ҫӳлти вырӑнсенче кӑҫал та йӗпреҫсем пулчӗҫ. Тӗслӗхрен, 8-мӗш класра вӗренекен Ольга Пашкова, 11-мӗш класри Андрей Кузьминпа Владимир Иванов иккӗшӗ те 1-мӗш вырӑнсем йышаннӑ, Алексей Алексеев вара 2-мӗшне хӑпарнӑ. Ку ачасем пурте Пучинке шкулӗнчен иккен. Андрей Кузьмин ҫак кун 1-мӗш разрядлӑ пуканҫӑ пулчӗ. Анастасия Федорова, «чи ҫамрӑк пуканҫӑ» ята тивӗҫнӗскер те ҫак шкултах вӗренент иккен, 6-мӗш класа ҫӳрет. Маттур ҫамрӑксене Михаил Петров хатӗрлет имӗш. Ачасен вӗрентекенӗ те ӑмӑртӑва хутшӑнса хӑй ушкӑнӗнче мала тухма пултарнӑ.
Юрий Попов кашни ҫӗнтерӳҫе хӑй ятӗнчен асӑнмаллӑх парнесемпе хавхалантарчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |