«Про Город» хаҫат редакцинчен Шупашкарти Кадыков урамӗнче пурӑнакан пӗр ҫын пулӑшу ыйтнӑ. Сергей Егоров вӗсен подъездӗнче пурӑнакан пӗр ҫын пирки каласа кӑтартнӑ.
Сергей каланӑ тӑрӑх, ҫав арҫын подъездра темиҫе уйӑх пурӑнать иккен. Ӑна хваттере тӑванӗсем кӗртмеҫҫӗ. Тимиҫе уйӑх каялла вӑл йӗплӗ пралук леш енчен тухнӑ-мӗн. Ҫавӑнтанпа тӑван килне кӗреймест.
Ҫапла майпа вӑл урамра тӑрса юлнӑ, йӑмӑкӗпе шӑллӗ хваттере кӗртмеҫҫӗ. Кӳршисем вара ӑна май килнӗ таран пулӑшаҫҫӗ.
Арҫын суда ыйту ҫырнӑ-мӗн. Хальлӗхе килсӗр-ҫуртсӑрскер ҫӳлти хутри лапамра пурӑнать. Хӗлле, паллах, уйрӑмах йывӑр. Ҫитменнине, арҫын эпилепсипе аптӑрать. Ӑна медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ. Официаллӑ документсем хатӗрлемесӗр вара пулӑшу илме ҫук.