Чӑваш Енри демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑх енне ылмашӑнать. Ҫакна тепӗр пулӑм та ҫирӗплетет. Утӑн 28-мӗшӗнче Шупашкарти Мускав район администрацийӗн ЗАГС пайӗнче икӗ йӗкӗреше регистрациленӗ.
Пӗр ҫемьере икӗ хӗрача ҫуралнӑ: Екатерина тата Кристина. Тепӗр кил-йышра вара арҫын ачапа хӗрача кун ҫути курнӑ: Иванпа Галина.
Мускав район администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр йӗкӗреш утӑн 17-мӗшӗнче ҫуралнӑ, тепри – утӑн 21-мӗшӗнче. Ҫамрӑк икӗ мӑшӑра ҫак ятпа саламланӑ, ача ҫурални ҫинчен ӗнентерекен свидетельство панӑ.
Сӑмах май, Шупашкарти Мускав районӗнче кӑҫал 23 йӗкӗреше регистрациленӗ.