Ҫитес кану кунӗсенче Шупашкар хулинче хӑвӑрт утас енпе чемпионат тата Раҫҫей ӑмартӑвӗ иртет. Унта хутшӑнма Раҫҫейрен, Колумбирен, Казахстанран, Беларуссинчен пӗтӗмпе 300 спортсмен килсе ҫитет.
Ӑмӑрту йӗркине 60 арбитр тытса пырӗ, вӗсем хушшинче ют ҫӗршыв арбитрӗсем те пулӗҫ. Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗве тӑрӑх Мускаври тӗнче шайӗнчи ҫӑмӑл атлетика чемпионачӗ, Хусанти ҫуллахи универсиада, Европа тата тӗнче первенстви валли наци командисене йӗркелӗҫ.
Чӑваш Республикинчен ӑмӑртӑва тӳрех икӗ ушкӑн хутшӑнать — старта 41 спортсмен тухӗ. Спорт уявне вара паян 11 сехетре хула кӳлмекӗ хӗрринче уҫрӗҫ. Хамӑр ентешсене эпир ӑнӑҫу сунатпӑр — лайӑх кӑтарусем кӑтартса пысӑкрах ҫитӗнӳсем тума ҫул уҫмалла пултӑр!
Шупашкар хулине чечексемпе илемлетнӗ чух республикӑн чӑваш символикине тата наци ялавӗн элеменчӗсене шута илеҫҫӗ иккен. Тӗслӗх вырӑнне Амӑш палӑкӗ умӗнче, Республика тӳремӗнче, Правительство ҫурчӗ тӗлӗнче тата Константин Иванов скверӗнче сарӑпа хӗрлӗ тӗслӗ чечек калчисене чӑваш орнаментне тӗпе хурса лартнӑ. Ҫакӑн пирки хула мэрийӗ хыпарланӑ.
Маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ — чечек ӳстерекен вырӑнсене кӑҫал нумайлатнӑ. Пӗтӗмпе вӗсем 120 ҫӗрте (пӗлтӗр 109 пулнӑ) 20,5 пин тӑваткал метр лаптӑка йышӑнӗҫ. Чӑваш Енӗн тӗп хулине чечекпе капӑрлатассине Республика кунӗ тӗлне вӗҫлемелле.
Ӗнер Чӑваш Ене Турцин Хусанти тӗп консулӗ Сабри Тунч Ангылы килсе ҫитнӗ. Пирӗн патра вӑл икӗ кун пулмалла. Турци элчи Шупашкара килни енсем килӗштерсе ӗҫлессине ҫирӗплетесси тата сарасси-мӗн, кунсӑр пуҫне Турци элчи Чӑваш енӗн экономикӑпа культура хӑвачӗпе паллашасшӑн иккен. Regnum хыпарагентство пӗлтернӗ тӑрӑх, консул чи малтанах республика ертӳҫипе паллашасшӑн, унпа вӑл ӳлӗмрен мӗн енӗпе килӗштерсе ӗҫлеме май пурри пирки сӳтсе явасшӑн пулнине палӑртнӑ-мӗн.
Турци ҫӗршывӗ пирӗн патра укҫа-тенкӗ хывни хальлӗхе пулман иккен-ха. Ют ҫӗршыв хӑни Шупашкарта ҫӗкленекен индустри паркӗпе питех те кӑсӑкланнӑ-мӗн, унта камсем кӗме пултарасси пирки ыйтса пӗлнӗ иккен. Аса илтеретпӗр, индустри паркӗ бизнес ҫыннисене пӗр ҫӗре пухмалли промышленноҫ лаптӑкӗ пулӗ.
Культура ҫыхӑнӑвне илсен, турккӑ ҫыннисем пирӗн патра иртекен тӗнче шайӗнчи мероприятисене ним те мар хутшӑнаяссине палӑртнӑ элчӗ. Пирӗн патран Турцине канма каяҫҫӗ-ха, анчах Турци ҫыннисем Чӑваш Енре те кӑсӑклине кураяҫҫӗ-пӗлееҫҫӗ. Ҫак шухӑша та палӑртнӑ консул.
Ҫулла ҫуна, хӗлле урапа хатӗрлеме хушать чӑваш. Ҫапла пулмалла та ӗнтӗ — патне ҫитсен хускалмалла мар, маларахах хатӗрленсе хумалла. Тӗп хуламӑр ҫавӑн пек тӑвать те теме юрать — Шупашкарта юр вырӑнӗсене халех хатӗрлеме тытӑннине шута илсен.
Хула администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, хӗллехи вӑхӑтра юра Б. Хмельницкий урамӗнчи тата Трактор тӑвакансен проспектӗнчи икӗ лаптӑка турттарнӑ. Тем чухлӗ купаланса кайнӑ вырӑнсем паян юртан тасалса пӗтнӗ, ҫӗр те унта типнӗ. Халӗ вара хулана хӑтлӑх кӗртессипе тӑрӑшакансем ҫав вырӑна пуҫтарма тытӑннӑ. Ку енпе 25 рабочи тата ятарлӑ 7 техника ӗҫлет иккен.
Ҫак кунсенче Шупашкарта Мускав хулинче экономикӑн тӗрлӗ отраслӗнче ӗҫлекенсем пулнӑ. «Бизнес-Марафон 2013» проекта пурнӑҫланӑ май пирӗн пата килсе килсе ҫитнӗскерсем тӗрлӗ министерствӑра пулнӑ, хӑйсем тӗллевӗпе паллаштарнӑ.
Курнӑҫу ЧР Экономика аталанӑвӗн министерствинчен пуҫланнӑ. Асӑннӑ ведомство ертӳҫи Алексей Табаков Чӑвашри предприятисем пирки каласа кӑтартнӑ.
Министерствӑн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, мускавсем икӗ енлӗ 80 килӗшӳрен кая мар алӑ пусма палӑртаҫҫӗ-мӗн.
Шупашкартан Атӑлҫи федераци округне кӗрекен виҫӗ хулана самолётпа вӗҫме пуҫласси пирки хӑй вӑхӑтӗнче эпир те пӗлтернӗччӗ. Шупашкарпа ҫыхӑнтармалли хуласен шутӗнче Самар, Сарӑту тата Ӗпхӳ тесе каланӑччӗ. Самолетпа ҫӳресен ҫул ҫинче вӑхӑт нумай тӑкакламанни каламасӑрах паллӑччӗ ӗнтӗ. Шӑл витеймӗ тесе те питех пӑшӑрханмалла марччӗ-и-ха — регионсенче авиалиние ӗҫлеттерсе ярасси ҫинчен калакан программӑпа уҫма палӑртнӑ рейссемшӗн ҫул укҫин ҫур хакне федераци хыснинчен субсидилемеллеччӗ. Маларах ака уйӑхӗнчен авиарейссем уҫӑлмалла тенӗччӗ, унтан каярах вӑхӑт пирки сӑмах тухрӗ. Акӑ халӗ тата тепӗр хыпар. Анчах вӑл пирӗн республикӑра пурӑнакансемшӗн савӑнмаллиех мар.
Проекта пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ икӗ уйӑхра Атӑлҫи федераци округӗнче пурӑнакан 20 пин ҫын пӗр хуларан теприне самолетпа вӗҫнӗ иккен. Кун пирки РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи Полномочиллӗ элчи Михаил Бабич журналистсемпе нумаях пулмасть тӗл пулсан пӗлтернӗ иккен. Хӑш-пӗр регионта билетсене юпа уйӑхӗчченех илсе хунӑ иккен. Ҫав вӑхӑтрах тӑкаклӑ рейссем те пур-мӗн. Ҫавна шута илсе субсидие хӑш региона ытларах, хӑшне сахалтарах уйӑрассине сӳтсе явасшӑн.
Паян, ҫӗртмен 7-мӗшӗнче, республикӑра пурӑнакан Татьяна Викторова ҫул ҫинче кӑсӑклӑ пулӑм асӑрханӑ имӗш. Ирхи 6 сехетре вӑл маршрутлӑ «ГАЗелпе» Красноармейскинчен Шупашкара килнӗ пулнӑ. Сасартӑк ҫул урлӑ пӑши, кайран хир сысни чупса иртнӗ.
— Пикшик ялне ҫитсе пынӑ чухне пире хирӗҫ пӑши сиксе тухрӗ. Вӑрманта пурӑнакан чӗрчун асфальт ҫине тухма хӑяймарӗ. Хӑнӑхманнине пула пӗр вӑхӑт пӑшин урисем асфальт ҫинче шума пуҫларӗҫ. Ҫавах та вӑрманти чӗрчун ҫул урлӑ каҫса кайма ӗлкӗрчех. Инҫех мар пӑши ҫурине те курма май лекрӗ.
«Присурский» заповедник пуҫлӑхӗн ҫумӗ Александр Дмитриев ҫак пулӑма вӑрмансенче вӑрӑмтуна йышлӑн ӗрченипе ҫыхӑнтарать. Вӗсенчен хӑтӑлас тесе чӗрчунсем урапасем чупакан ҫул-йӗр ҫине те чупса тухаҫҫӗ иккен.
Шупашкар хули яланах хӑйӗн илемӗпе хула хӑнисене илӗртнӗ. Хӑйӗн тасалӑхӗпе, ем-ешӗллӗхӗпе, илемӗпе республикӑн тӗп хули уйрӑмах ҫуллахи кунсенче ҫынсен кӑмӑлне ҫӗклет тесен йӑнӑшмӑпӑр ӗнтӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ чечек йӑранӗсен шутне кӑҫал иртнӗ ҫулхипе танлаштарсан 23,7% ӳстерме палӑртнӑ. Лаптӑкӗпе пӑхсан вара — 19% ытларах. Хула администрацийӗ каласа панӑ тӑрӑх 2013 ҫулта 20,5 пин тӑваткал метр лаптӑкра 120 чечек йӑранӗ тума палӑртнӑ.
Ятарлӑ планпа килешӳллӗн Калинин районӗнче чечексемпе 36 объекта (пӗлтӗр — 31) илемлетӗҫ, Ленин районӗнче — 50, Мускав районӗнче — 34 чечек йӑранӗ (пӗлтӗр — 28) йӗркеленӗ.
Чечек йӑранӗсене ҫитес Республика кунӗ тӗлнелле капӑрлатса ҫитерме планланӑ.
Анчах пур ҫӗрnе те мар, Шупашкартан Явӑш ҫӑви патне ҫитиччен. Паян унта ҫитме 40 тенкӗ кӑларса хумалла иккен. «Кайма-килме 80 тенкӗ кирлӗ. Ҫемьепе каяс пулсан мӗн хака кайса ларӗ?» — пӑшӑрханнӑ республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне ӗнер йышӑнӑва пынӑ Шупашкарта пурӑнакан Лидия Василенкова. Хӗрарӑм Явӑш ҫӑви патне илсе ҫитерекен 249-мӗш маршрут хакне хулари пек, 16 тенкӗ, тӑвасшӑн иккен.
Чӑн та, 2011 ҫулта унта ҫитме 12 тенкӗ кӑна тӳлеттернӗ-мӗн. Тӳррипе вара «Чӑвашавтотранс» предприятийӗшӗн капла тариф майлах пулман — вӑл тӑкак тӳснӗ. Ҫук-ха. Тӳсме пултарнӑ. Тӑкака хула хыснин шучӗпе саплаштарнӑ иккен. Пӗлтӗр вара автотранспорт предприятийӗпе хула администрацийӗ апла килӗшӳ туман. Ҫапах та халӗ кая юлнӑ ӗнтӗ темелле мар — Ҫимӗк тӗлӗнче Явӑш масарӗ ҫине кайса килме ҫул укҫине чакарӗҫ. Республика Элтеперӗ вара хула администрацине автотранспорт предприятин тӑкакне саплаштарма майсем пӑхса хӑварма чӗнсе каланӑ.
Ӗнер Шупашкарта 32 ҫулти арҫын ҫынсен умӗнчех перӗнсе вилнӗ.
Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, унччен вӑл 25 ҫулхи каччӑ патне пынӑ. Ҫамрӑка хайхискер арӑмӗ ҫумне кӗвӗҫнӗ иккен. Каччӑна кӗтнӗ вӑхӑтра арҫын ҫур литр коньяк пушатнӑ имӗш. Кайран, лешӗ подьездран хӗрпе кӗнине курсан, ӑна пистолетран пеме пуҫланӑ. Анчах тӗл лектереймен, лешӗ тата унпа пӗрле пулнӑ хӗр тухса тарса ӗлкӗрнӗ. Урама тухнӑ хыҫҫӑн арҫын хӑйне хӑй пӑшалпа пенӗ. Аманнӑскере пульницӑна илсе каяҫҫӗ, анчах унта ҫитсен куҫне ӗмӗрлӗхе хупать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хапӑсри икӗ класлӑ чиркӳ прихучӗн шкулӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Григорий Кели, чӑваш ҫыравҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хрисанова Марина Акимовна, халӑха вӗрентес ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Станьял Виталий Петрович, чӑваш публичисчӗ, литература тӗпчевҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кириллова Людмила Ефремовна, паллӑ чӑх-чӗп ерчетекен ҫуралнӑ. | ||
| Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ. | ||
| Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫуралнӑ. | ||
| Макарова Светлана Ильинична, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Емельянова Альбина Витальевна, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Филиппов Николай Кондратьевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Геннадий Аркадьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Гурьева Маргарита Валентиновна, чӑваш журналисчӗ, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |