Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫитес кӗҫнерникуна, нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшне, палӑртнӑ «тӳрӗ линие» тухмӗ. Ҫавӑн пекех ҫитес тунтикун, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, графикпе килӗшӳллӗн ҫирӗплетнӗ тӗлпулӑва та ирттермӗ: хула ҫыннисемпе курнӑҫмӗ. Кун пирки «МК Чебоксары» хаҫат хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, йӑлана кӗнӗ мероприятисене Алексей Олегович чылай пӗлтерӗшлӗрех ӗҫсене пурнӑҫланӑран ирттермӗ. Ҫав кунсенче сити-менеджер Сочи хулинче ҫуллен иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри инвестици форумне хутшӑнӗ. Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пурӑнакансемпе вӑл унтан таврӑнсан тӗл пулӗ, канӑҫсӑрлантаракан ыйтусене хуравлӗ. Кун пирки хула администрацийӗн пресс-служби маларах пӗлтерӗ.
Чӑваш Енри юсанмалли колонире ларакан ҫын судран пулӑшу ыйтнӑ. Ӑна талӑкра 8 сехет ҫывӑрма чӑрмантарнӑ-мӗн тата камерӑра сывлӑш ҫитмен иккен.
Айӑпланнӑ ҫын ӑнлантарнӑ тӑрӑх, каҫхи 10 сехетрен пуҫласа ирхи 6-ччен колони ӗҫченӗсем обход тунӑ чухне шавлаҫҫӗ, ҫавна май талӑкра 8 сехет ҫывӑрма май ҫук.
Суда 2015-2017 ҫулсенче камерӑсенче микроклимата тӗрӗслесе ҫырнӑ протоколсене тӑратнӑ. Айӑпланнӑ арҫын ҫирӗп условисенче ларать, ҫавна май тӗрӗслев ҫӗрле те пулать. Анчах ҫывӑракансене вӑратмаҫҫӗ.
«Пӳлӗм икӗ пайран тӑрать, пурӑнмалли секцисене пайланӑ, периметрпа тимӗр читлӗхсем евӗр. Айӑпланнӑ арҫынсем ҫак пӳлӗмсенче каҫхи 6 сехетрен пуҫласа ирхи 6-ччен пулаҫҫӗ. Тимӗр читлӗхсенчи секцисене бетон стенасемпе чикӗленӗ. Ирхи апат хыҫҫӑн айӑпланнӑ ҫынсем воспитани ӗҫӗсен пӳлӗмӗнче пулаҫҫӗ», - тенӗ Шупашкарти Мускав районӗн сучӗн пресс-службинче.
Специалистсене камерӑсенче ирхине тата каҫхине микроклимата виҫме хушнӑ, анчах айӑпланнӑ ҫын тавӑҫа каялла илнӗ.
Кӑҫал Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунне «Вӗршӗнсем» (выр. «Стрижи») пилотаж ушкӑнӗ килӗ. Вӗсем пирӗн патра унччен те пулнӑччӗ-ха. Пилотсем 2014 тата 2015 ҫулсенче Шупашкар ҫыннисемпе хӑнисене хӑйсен пултарулӑхӗпе тӗлӗнтернӗ. 2016 ҫулта та вӗсен килмеллеччӗ, анчах ун чухне плана кӗртни пурнӑҫланман, мероприятие пӑрахӑҫланӑ.
«Вӗршӗнсем» - Раҫҫейӗн аслӑ пилотажлӑ авиаци ушкӑнӗ. Вӑл 1991 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче йӗркеленнӗ.
Палӑртмалла: Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунне ҫурла уйӑхӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫакна та каласа хӑвармалла: 2001 ҫулта Республика кунне «Русские витязи» килнӗ.
«Ҫыхӑнура» форум пӗлтернӗ тӑрӑх, Ладыковӑн ывӑлне Олег Ладыкова тытса чарнӑ. Кун пирки Cheb.media портала пӗр-пӗрне пӑхӑнман виҫӗ ҫӑлкуҫ хыпарланӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫӗрле Шупашкарти Атӑл (выр. «Волжский» урамӗнче ҫынна хӗнени пирки полицие шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем вырӑна ҫитнӗ. Ҫӑлкуҫсем хыпарланӑ тӑрӑх, Ладыков-кӗҫӗнни йӗрке хуралҫисене пӑхӑнман, вӗсенчен пӗрне тапӑннӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна полицин 2-мӗш уйрӑмне илсе ҫитернӗ.
Официаллӑ мар даннӑйсене ӗненес тӗк, 19 ҫулти Олег Ладыков халӗ вӑхӑтлӑх тытмалли изоляторта.
Каярахпа «Ҫыхӑнура» формура хыпара ҫӗнетнӗ: полицейскисем Росгварди пулӑшнипе лимузина тытса чарнӑ (салонри ҫынсем ҫапӑҫу вырӑнӗнчен тарнӑ). Ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, полици уйрӑмӗнче Олег Ладыков полицин патруль службин пӗр ӗҫченне питрен ҫапнӑ.
Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн Шупашкарта 43 киоска тӗпӗ-йӗрӗпех аркатӗҫ. Тепӗр 127-шӗ тӗлӗшпе халӗ судсем иртеҫҫӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ларексен пӗр пайне ҫирӗплетнӗ схемӑра лартманнине пула аркатма йышӑнаҫҫӗ, уттисен тара илнӗ тапхӑрӗ иртсе кайнӑ. Сӳтме палӑртна тӑхӑр киоск тӗлӗшпе ыйтусем ҫук: вӗсен хуҫисемпе миравай килӗшӳ алӑ пуснӑ, ыттисен шӑпине суд татса парӗ.
Палӑртса хӑвармалла, тӗп хулара 2015 ҫултанпа суд тата судченхи йышӑнусене пурнӑҫласа 138 киоска сӳтнӗ. Кӑҫал 212-шӗн тӗлӗшпе аукцион иртмелле. Вӗсен хакӗ тӗрлӗрен: 18 пин тенкӗрен пуҫласа 540 пин тенкӗ таран. Усламҫӑсен аукционра ҫӗнтерсен хальхи йышши чаплӑ киосксем лартмалла пулӗ.
ЧР Экономика аталанӑвӗн министрӗ тата вице-премьер следстви изоляторӗнче пулнине Чӑваш халӑх сайтӗнче хыпарланӑччӗ. Ӑна унта икӗ уйӑхлӑха вырнаҫтарнӑччӗ. «Правда ПФО» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ареста ҫуллаччен тӑснӑ.
Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ министрӑн арестне тӑсмалли ходатайствӑна ӗнер пӑхса тухнӑ. Суд Владимир Аврелькина ирӗке яма хирӗҫленӗ, ареста 4 уйӑхлӑха, ҫӗртмен 12-мӗшӗччен, тӑсма йышӑннӑ.
Ӗҫе федерацин хӑрушсӑрлӑх служби тӗпчет. Ку ӗҫе «Тасатмалли биологи сооруенийӗсен» директорӗпе Шупашкарти «Ордер» компани директорӗ те явӑҫнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫӗрле 2 сехет те 40 минутра Канашри Лермонтов урамӗнче пурӑнакан арҫын темӗн ҫатӑртатнӑ сасӑпа вӑранса кайнӑ. Ҫурт ҫунать-мӗн. Вӑл пӗр тӑхтамасӑр 6 ҫулти ывӑлне тата 37-ри арӑмне чӳречерен урама илсе тухнӑ, хӑй вара каялла кӗрсе ҫулӑма сӳнтерме тӑрӑшнӑ.
Пушарнӑйсем килсен арҫынна урама илсе тухнӑ. Вӑл ун чухне сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ ӗнтӗ. Кунсӑр пуҫне 40 ҫулти ҫемье пуҫӗ аллине пӗҫертсе янӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Пушарнӑйсем ҫулӑма кӳршӗ хуралтӑсене куҫма паман, сӳнтернӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар электрохатӗрпе тӗрӗс усӑ курманшӑн тухнӑ.
Палӑртмалла: ирнӗ талӑкра Шупашкарта икӗ пушар алхаснӑ.
Шупашкарти пӗр паркра йывӑҫ ҫинче беседка пулнӑ. Ӑна арҫын хӑй тӗллӗн туса лартнӑ. Вӑл унта мангал, саксем лартнӑ. Пӗр сӑмахпа, канмалли вырӑн.
Анчах нумаях пулмасть суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн йывӑҫ ҫинчи ҫурта ишсе антарнӑ. Инҫех мар вырнаҫнӑ дача хуҫисем каланӑ тӑрӑх, ҫак арҫын йывӑҫ ҫинчи беседкӑна тӗрлӗ мероприяти ирттерме тара панӑ. Анчах паллӑ ӗнтӗ: кунта нимӗнле хӑрушсӑрлӑх пирки те калаҫу ҫук.
Малтанах суд арҫынна беседкӑна хӑйӗн ирӗкӗпе ишсе антарма ыйтнӑ. Анчах вӑл хӑнк та туман. Кун хыҫҫӑн беседкӑна вӑйпах ишсе антармалла тунӑ. Ҫак ӗҫе тунине приставсем тӗрӗслесе тӑнӑ. Халӗ суд йышӑнӑвне туллин пурнӑҫланӑ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Шупашкара Раҫҫей культура министрӗ Владимир Мединский килнӗ. Кун пирки влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.
Кунта вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулнӑ, юбилейсене республика епле хатӗрленнине пӗлме йӗркелӳ комитечӗн ларӑвне ирттернӗ, филармонире юсав ӗҫӗсем епле пынипе паллашнӑ, искусствӑсен академийӗнче пулнӑ. Каҫхине министр культура ӗҫченӗсемпе курнӑҫӗ.
«Шупашкар йӗркеленнӗренпе 2019 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче— 550 ҫул, Чӑваш автономи облаҫӗ пулса кайнӑранпа 2020 ҫулта пӗр ӗмӗр ҫитет. Юбилейсене паллӑ тӑвассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене регион пуҫлӑхӗпе Михаил Игратьевпа сӳтсе яврӑмӑр», — ҫырнӑ Владимир Мединский халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче вырнаҫтарнӑ сӑн айне.
Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун, Шупашкарта Пӗрремӗш каналӑн «Стань Первым!» ыркӑмӑллӑх акцийӗ иртӗ, унта паллӑ телеертӳҫӗсем, артистсем, мусӑкҫӑсем тата спортсменсем хутшӑнӗҫ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать.
Акцие Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ирттересси пирки республика Элтеперӗ Перремӗш канал директорӗн халӑх проекчӗсемпе ӗҫлекен пулӑшуҫипе Александр Ильинпа тата «Музыка Первого» каналӑн тӗп продюсерӗпе Борис Хлудневпа калаҫнӑ.
Палӑртмалла, «Стань Первым!» акци 20 ҫул ытла ӗнтӗ Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун иртет. Акци вӑхӑтӗнче паллӑ ҫынсем ача ҫурчӗсенче, пульницасенче, нумай ачаллӑ ҫемьесем патӗнче пулаҫҫӗ, ачасене парнепе хавхалантараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ыркӑмӑллӑх концерчӗсем те иртеҫҫӗ. Тӳлевсӗр гала-концертсем вара уҫӑ лапамра пулаҫҫӗ, вӗсене кирек кам та курма пултарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.04.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| РСФСРти Наркомнац ҫумӗнче чӑваш уйрӑмӗ йӗркеленнӗ. | ||
| Кубашина Лидия Михайловна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |