Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Культура

Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче Шупашкарти хӑш-пӗр музея хӗрарӑмсене тӳлевсӗр кӗртӗҫ. Ҫакӑн пек парнене Чӑваш наци музейӗ, Музейпа курав центрӗ, Чӑваш тӗррин музейӗ, Ҫеҫпӗл Мишши музейӗ хатӗрленӗ.

Ытти кун та музейсем куракансене тӗрлӗ курава йыхравлаҫҫӗ. К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче, акӑ, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, А. Талвир ҫыравҫӑ тата прозаик ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа «Иксӗлми пултарулӑх» курав уҫӑлӗ. Тепӗр икӗ кунтан Чӑваш наци музейӗнче «В.К. Магницкий – исследователь Чувашского края» куҫса ҫӳрекен курав ӗҫлесе кайӗ. Ӑна В. Магницкий историк тата этнограф ҫуралнӑранпа 180 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.

Чӑваш тӗррин музейӗ пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче «Разноцветье узоров кӗскӗ» курав йӗркелӗ.

 

Пӗлтерӳ

Паян, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, «Неон» каҫхи клубра черетлӗ «Аван-party» дискотеки иртӗ. Унта мӗнпур ҫамрӑк йыхравлаҫҫӗ! «Superташлаҫҫи» 19 сехетрен пуҫласа 23 сехетччен пырӗ.

Ташӑ каҫӗнче чӑваш эстрадин паллӑ артисчӗсен юррисемпе киленме май пулӗ.

Енчен те эсир халиччен те билет туянма ӗлкӗреймерӗр пулсан — 36-44-46 е 60-60-42 номерсемпе шӑнкӑравлӑр! «Неон» каҫхи клуб Шупашкарти Мичман Павлов урамӗнчи 12а ҫуртра вырнаҫнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/avan_party
 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнче вырнаҫнӑ суту-илӳ точкисенчен пӗринчи манекен ҫинчен хӗрарӑм курткине вӑрлакан тупӑннӑ. Пӑтӑрмахӗ пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнчех пулса иртнӗ. Кукӑр алӑллӑ ҫамрӑк арҫына шыранине полицейскисем ӗнер республикӑн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ.

Арҫын манекен ҫинчи круткӑна илсе таваршӑн тӳлемесӗрех лавккаран тухса кайнӑ иккен. Сутуҫисем тавар хакне 4 пин те 500 тенкӗ тесе ӗнентереҫҫӗ.

Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче арҫын сӑнпа пӑхсан 35-40 ҫулсенчискер тесе пӗлтернӗ. Видеокамера ӳкерсе илни тӑрӑх хакласан, вӑл вӑтам пӳ-силлӗскерри сисӗнет, ҫӳллӗшӗ 170 сантимер тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хура куртка, ҫыхнӑ хура калпак, сӑрӑ йӗм, шурӑ йӗрлӗ кӑвак кроссовки тӑхӑннӑ.

 

Апат-ҫимӗҫ

Ачалӑхӗ вӑрҫӑ ҫулне лекнӗ пирӗн аннесем сӗтел ҫинче ҫӑкӑр тӑнине курма ӗмӗтленнӗ. 80 урлӑ каҫнӑ ҫывӑх ҫыннӑм кӳршӗсен ҫӑкӑр пулнине час-часах аса илет. «Хамӑр килти сӗтел ҫинче те ҫӑкӑр татки курасчӗ», — тесе шухӑшланине вӑл паян та манман.

Самани улшӑнса кайрӗ те, халӗ ырханни те, мӑнтӑрри те начарланма ӗмӗтленет. Пурте тенӗ пекех сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗрки пирки юмахлать. Ун пеккисем ҫӑкӑр ҫиме юрамасть теме кӑмӑллаҫҫӗ.

Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савутӗнче (унӑн ертӳҫи — Елена Бадаева) пулнӑ.

Предприяти пуҫлӑхӗ ҫынсем юлашки вӑхӑтра ҫӑкӑр-булка тата кондитер изделийӗсене сахалрах туяннине пӑшӑрханса пӗлтернӗ. «Манӑн ҫемье сӗтелӗ ҫинче хура ҫӑкӑр яланах пулнӑ, малашне те пулӗ», — тенӗ, сӑмах май, республика Элтеперӗ.

 

Хулара

Шупашкарти депутатсен хула пухӑвӗн депутачӗ Дмитрий Евсеев пушӑн 4-мӗшӗнче троллейбуса ларса карточкӑпа билет туянасшӑн пулнӑ. Анчах терминал ӗҫлемен. Депутат хӑйӗн интереслӗ ҫулҫӳревӗ пирки «Фейсбукри» хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

«Халӑх тарҫин» ҫумра вак укҫа пулман, ҫавӑнпа вӑл билет туянайман. Дмитрий Евсеев кондуктора ҫакна ӑнлантарма тӑрӑшнӑ: терминал ӗҫлемесен вӑл пӗр хутчен тӳлевсӗр кайма пултарать. Анчах лешӗ ниепле те ӑнланасшӑн пулман. «Ты тута не эта давай!» - тесе ҫеҫ тӑнӑ кондуктор вырӑсла.

Транспортра терминал ӗҫлемесен мӗн тумалла? Кунашкал лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнисен ҫакна астумалла: карточкӑпа тӳленӗ чухне терминал ӗҫлемест тӗк пӗр хутчен тӳлевсӗр кайма юрать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/55684
 

Хулара

Кӑҫал нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Шупашкарти полицейскисем патне вырӑнти газ службинчен хыпар ҫитнӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, Магницкий урамӗнче пурӑнакан пӗр ҫын ҫутҫанталӑк газне саккуна пӑсса илет.

Харпӑр ҫуртра пурӑнакан ҫав ҫын унччен газ хатӗр-хӗтӗрӗ енӗпе специалист пулнӑ-мӗн. Хайхискер газ пайлакан сете врезка тунӑ. Ҫапла майпа вӑл саккуна пӑсса ҫутҫанталӑк газне вӑрланӑ. Арҫын 57 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.

ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Республикӑра
cheb.ru сайтран илнӗ сӑн
cheb.ru сайтран илнӗ сӑн

Пуш уйӑхӗн 5-7-мӗшӗсенче Раҫҫее Европа Канашӗн вырӑнти тата регионсенчи влаҫсен конгресӗн элчисем килӗҫ. Вӗсем Мускавра, Хусанта тата Шупашкарта тӗлпулусем ирттерме палӑртнӑ.

Хӑнасем пирӗн ҫӗршыва вырӑнти тата регионти демократие вырӑнти хӑйтытӑмлӑхӑн Европа хартийӗпе килӗшӳллӗн мӗнле пӑхӑннине тишкерме килӗҫ. Икӗ содокладчик – Нидерландри Якоб Винен тата Аслӑ Британири Стюарт Диксон - 2010 ҫулхи юпан 28-мӗшӗнче вӑя кӗнӗ Конгресс рекомендацийӗсене йышӑннӑранпа Раҫҫейре вырӑнти хӑйтытӑмлӑх облаҫӗнче мӗн пулса иртни ҫинче тӗплӗн чарӑнса тӑрӗҫ.

Ҫавӑн пекех хӑнасем Шупашкарта ЧР финанс министрӗпе Светлана Енилинӑпа, юстици министрӗпе Наталья Тимофеевӑпа, Патшалӑх канашӗн, Шутлав палатин, Конституци тата Аслӑ судсен элчисемпе шухӑшсемпе ылмашӑнӗҫ. Кунсӑр пуҫне хула администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Алексей Ладыковпа тӗл пулӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан 27 ҫулти арҫын айӑплине суд ҫирӗплетнӗ, 13-ри хӗрачана вилмеллех ҫапса хӑварнӑскере поселени колонине 2 ҫул та 1 уйӑхлӑха ӑсатма йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне ҫамрӑк арҫыннӑн хӗрне пытарнӑ ашшӗ-амӑшне 1 миллион та 600 пин тенкӗ тӳлемелле. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать.

Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче каҫ кӳлӗм Ленинла Комсомол урамӗнче 27 ҫулти таксист ҫул урлӑ каҫакан шкул ачине ҫапса хӑварнӑ. Тренировкӑна кайма тухнӑскерӗн чӗри ҫавӑнтах тапма чарӑннӑ. Следстви вӑхӑтӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, водитель ҫав вӑхӑтра ҫӑмӑл машинине сехетре 70 ҫухрӑм хӑвӑртлӑхпа хӑваланӑ тата ҫул-йӗр правилине пӑснӑ: светофорсӑр ҫул каҫмӑшӗ умӗн хӑвӑртлӑха чакарман.

 

Хулара

Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкарта автобуссем ытларах ҫӳреме тытӑннӑ: ҫӗнӗ 10 транспорт илсе килнӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра транспорт пайӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев каласа кӑтартнӑ.

Ҫӗнӗ «МАЗсем» 46-мӗш маршрутпа ҫӳреме тытӑннӑ. Маларах, нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче, кунашкал пысӑк автобуссем 42-мӗш маршрут ҫине те тухнӑ.

Палӑртмалла: паянхи кун тӗлне хулари маршрут сетӗнче 77 пысӑк автобус тата 53 вӑтам автобус ӗҫлет. Вӗсенчен 87-шӗ газомоторлӑ топливӑпа ҫӳрет.

Аса илтерер: 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче хулара транспорт реформи вӑя кӗнӗ. Унпа килӗшӳллӗн, хӑш-пӗр транспортӑн маршрутне улӑштарнӑ, чылай маршруткӑна пӗтернӗ.

 

Хулара

Кӑҫал Шупашкарти хӑш вырӑнсене хӑтлӑлатӗҫ? Ҫак ыйтӑва хулари ҫынсене уҫӑмлатма май панӑ. Сасӑлав «Уҫӑ хула» порталта иртнӗ. Ӑна халӗ пӗтӗмлетнӗ ӗнтӗ.

Ҫынсен Шупашкарти 15 вырӑнтан пӗрне суйлама ирӗк панӑ. Ытларахӑшӗ Карл Маркс урамӗнчи Христос ҫуралнӑ храм территорине, Мускав ҫыранне, Республика лапамӗнчи сквера, «Дорисс-парка» суйланӑ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «Хула таврашне хӑтлӑх кӗртесси» федераци программипе килӗшӳллӗн 179,1 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Ҫак укҫапа ҫӳлерех асӑннӑ вырӑнсене хӑтлӑлатӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 478, 479, 480, 481, 482, 483, 484, 485, 486, 487, [488], 489, 490, 491, 492, 493, 494, 495, 496, 497, 498, ... 1036
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӑсталӑха пула эсир ку эрнере ушкӑнра чи кирлӗ ҫын. Ӗҫе улӑштарма е карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр. Тахҫанах палӑртнӑ плансене пурнӑҫлама тытӑнатӑр тӑк сирк ҫывӑх ҫынсен, ӗҫтешсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулӗ. Юратнӑ ҫын, тен, сирӗншӗн муза пулӗ. Эрех-сӑра ӗҫесрен пӑрӑнӑр, вӑхӑта хаваслӑ ирттермелли заведенисене сахалрах ҫӳрӗр.

Ҫу, 21

1963
62
Сидоров Николай Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
2007
18
Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй